Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 756 - 758 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче Пăва районĕнчи Элшелĕнчи пĕтĕмĕшле тĕп пĕлӳ паракан шкулта Вячеслав Чернова асăнса киокусинкай каратэн IV уçă турнирĕ иртрĕ. Унта Пăва районĕнчен, Чĕмпĕр облаçĕнчен тата Мордовирен арçын ачасем, яшсем хутшăнчĕç.
Спорт маршĕпе татами çине шурă кимоно тăхăннă 60 ача кĕрешĕве хатĕррине пĕлтерсе тухса тăчĕç. Уява районти киокусинкай каратэ федерацийĕн ертӳçин çумĕ, Пăва хулин тата районĕн çурт-йĕр тăвакан компанийĕн генеральнăй директорĕ Ю.П.Чернов уçрĕ. «Паян çак турнира тĕрлĕ республикăсенчен килсе хутшăнни савăнтарать. Çак ырă йăла нумай çула пырасса шанас килет. В.П.Чернов ячĕллĕ агрофирма командинче район чысне Мускавра, Санкт-Петербургра хӳтĕлекен 1-мĕш разрядлă спортсменсем пурри пире мăнаçлантарать. Паян пурте çĕнтерӳçĕ пулаймасан та çак уява хутшăнни сирĕншĕн усăллă пулĕ», – терĕ Юрий Петрович.
Районти çамрăксен, спорт тата туризм ĕçĕн уйрăмĕн начальникĕ М.М.Валиуллин пурне те уяв ячĕпе саламларĕ. Каратэ спорт тĕсĕ анлă сарăлни, ачасен туртăм пулни, вĕсем пысăк çитĕнӳсем туни – В.Н.Мешков ăста тренерăн тивĕçĕ пулнине палăртрĕ.
Нумай çул Элшел шкулĕн директорĕ пулса тăрăшакан В.И.Афанасьев пурне те ăнăçу сунчĕ. Çак Тăхăрьял кĕтесĕ кĕрешĕве хутшăнакансене тата пĕр картлашка çӳлерех хăпарнипе, пĕрремĕш хут çĕнтерӳ туйăмне туйса илнипе асĕсенче юласса шанса калаçрĕ.
Раççей гимнĕ янăравĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ Сергей Дедушкин ялав çĕклерĕ. Çак ята вăл Чĕмпĕр хулинче 16-17 çулхи каччăсен хушшинче иртнĕ Атăлçи федераллă округ первенствинче III вырăна йышăнса тивĕçрĕ.
Тĕп судья В.Н.Мешков вăйă йĕркисене ăнлантарчĕ. Пуçланчĕ вара каратэ! 7 çултан тытăнса 17 тултарнисем таран хăйсен виçе категорийĕнче 2 минутра тата хушса панă 1-2 минутра хăйсен ăсталăхне кăтартса кĕрешрĕç.
Май килнĕ вăхăтра эпĕ 4-мĕш данлă хура пиçиххи çыхма тивĕçлĕ пулнă Владимир Николаевича пĕр-ик ыйту патăм.
– Чăн-чăн каратист пулма ачасене мĕн кирлĕ?
– 2005 çулта, агрофирмăн ун чухнехи ертӳçи Ю.П.Чернов Тăхăрьял ачисене каратэне явăçтарма сĕнсен, эпĕ çак таврари нумай ялсенче секцисем йĕркелерĕм. Хăш-пĕр ялсенче хĕрупраçсем каччăсенчен те йышлăнрах вĕренме килчĕç. Виç-тăватă тренировка хыççăнах вĕсен шучĕ чакма пуçларĕ. Элшелпе Шемек ачисем чăн тӳсĕмлисем пулчĕç. Ачасене малтанах кĕрешме çирĕп кăмăл, ăс-тăн, вăй, тактика, кĕрешӳ техникине пĕлни, тӳсĕмлĕх кирлĕ. Çак пахалăхсене пурне те пĕр чăмăра пуçтарса тĕрĕс усă курмалла. Çавăн чух кăна çĕнтерӳ пулать.
– Эпĕ районта иртекен турнирсенче час-час пулатăп. Хăш чухне пиччĕшĕпе шăллĕ е тус-юлташсемех пĕр-пĕрне хирĕç тухнине курма пулать. Ман ăса ниепле те шăнăçмасть çакă. Çывăх çынна хĕнеме ăçтан çилĕ кăлармалла?
– Эпир, спортсменсем, çын çиллине темиçе тĕсе уйăратпăр. Вăл парăмсăр та, спортлă та пулать. Татами çине пурте çĕнтерме тухаççĕ. Кунта вара спортри хаярлăха маларах кăларса çапса ĕлкĕрмелле. Вăл сана пĕрремĕш çапса ӳкерсен çилленĕн те, кая юлма пултарăн.
– Ачасене хĕвел тухăç кĕрешĕвĕпе аталантарас ĕçре малашне мĕнле тĕллевсемпе пурăнатăр?
– Паллах, тĕнче шайне тухас ĕмĕтсемпе.
В.П.Черновăн чыслă ячĕшĕн 3 сехете пынă кĕрешӳре командăсем хушшинче малти вырăна агрофирма ушкăнĕ тухрĕ. Иккĕмĕшсем – чĕмпĕрсем, виççĕмĕш – Мордовирен килнĕ ачасем пулчĕç. Вĕсене медальсемпе Хисеп хучĕсем парса чысларĕç. Унсăр пуçне Саранскри В.В.Бутусов тренер патĕнче хăнăхтарусем тăвакан С.Карапетян «Çĕнтерӳ патне ăнтăлнăшăн», Чĕмпĕрти Р.Ашуров тренерăн вĕренекенĕ М.Фадеев «Лайăх кĕрешӳ техникишĕн» ятсене тивĕçрĕç.
Юлашкинчен В.Н.Мешков уява ирттерме пулăшакансене «В.П.Чернов ячĕллĕ агрофирма» тулли мар яваплăхлă обществăн ертӳçине Р.Р.Гисматова тав сăмахĕсем каларĕ. Турнир тивĕçлĕ шайра иртни пирки, ытти çулхисемпе танлаштарсан ачасен ăсталăхĕ те самай ӳснине палăртрĕ. Пĕрремĕш вырăн йышăннă ачасем ялав антарнипе ялти каратэ ăмăртăвĕ вĕçленчĕ.
В.Н.Мешков
В.Н.Мешков
 
: 1163, Хаçат: 22 (804), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: