Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.07.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 757 - 759 мм, 15 - 17 градус ăшă, çил 0-2 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ФИНАЛ ХУСАНТА ИРТЕТ
Республикăри ачасемпе çамрăксен прессин «Алтын калэм – Золотое перо-2009» фестивальне хутшăнас текенсенчен заявка йышăнассин вăхăтне июнĕн 1-мĕшĕччен тăснă. Яланхи пекех фестивале ТР Журналистсен союзĕпе Хусанти патшалăх университечĕн журналистикăпа социологи факультечĕ пулăшнипе ТР Çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм министерстви ирттерет. 2009 çулхи конкурс ĕçĕсене Раççейри Çамрăксен, Тутарстанри Спорт тата сывă пурнăç йĕркин çулталăкĕсене, çавăн пекех 2013 çулта Хусанта иртекен XXVII Пĕтĕм тĕнчери Универсиадăна хатĕрленессине тата Тутарстанри шалти туризма аталантарассине халалланă.
Экономикăри лару-тăрăва шута илсе кăçал фестиваль икĕ тапхăрпа иртет. Çамрăк журналистсен пичетленнĕ публикацийĕсене, фото, видео тата радиорепортажĕсене ТР Журналистсен союзĕн председателĕ, ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Римма Ратникова тата ТР çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм министрĕ Марат Бариев ертсе пыракан республика шайĕнчи жюри хаклать. Июнĕн 10-мĕшĕччен фестивалĕн финалне хутшăнакансене палăртаççĕ, вăл Хусанта иртет.
«ИККЕ» ТӲРЛЕТМЕ ПУЛАТЬ
Рособрнадзор пĕрлехи патшалăх экзаменĕсен расписанине хушма кунсем кĕртнĕ. Çав кунсенче обязательнăй предметсемпе илнĕ «иккĕсене» тӳрлетме май пур. Июнĕн 17-мĕшĕнче «иккĕ» илнисен вырăс чĕлхипе, июнĕн 20-мĕшĕнче математикăпа тепĕр хут экзамен пама май пур.
Майăн 26-мĕшĕнче Раççейре ППЭн пĕрремĕш тапхăрĕ пуçланнă. Расписани тăрăх, шкул пĕтерекенсем вырăс чĕлхипе математикăна майăн 29-мĕшĕнче тата июнĕн 4-мĕшĕнче параççĕ. Кăçал пĕлтĕрхи пек «плюс пĕр балл» правило вăйра мар, çавăнпа та обязательнăй предметсемпе «иккĕ» илсен, аттестат памасан та пултараççĕ. Аттестатсăр аслă шкула илменни вара пуриншĕн те паллă. Унчченхи çирĕплетнĕ правилăсене çемçетсе Рособрнадзор 2009 çулта вĕренсе тухакансене ППЭн иккĕмĕш тапхăрĕнче те (июлĕн 7-17-мĕшĕсем) пĕрремĕш тапхăрта вĕсем суйламан экзаменсем тытма ирĕк панă.
ВОЖАТĂЙСЕН ШКУЛĔ УÇĂЛНĂ
Майăн 21-мĕшĕнче «Заречье» ача-пăча лагерĕнче республикăри вожатăйсен шкулĕ уçăлнă. Ăна ТР Çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм министерствипе пĕрле Республикăри студентсен ĕç отрячĕсен центрĕ йĕркеленĕ. «Яланхи пекех кăçал та Тутарстанра отрядсем йĕркелетпĕр. Студентсем республикăри тата Хура тинĕс хĕрринчи ача-пăча лагерĕсенче вожатăйра ĕçлеме пултараççĕ. Ачасемпе ĕçлесси кăткăс пулнине, ятарлă спецификăпа уйрăлса тăнине шута илсе эпир шкул йĕркелеме шутларăмăр. Унта пулас вожатăйсем ачасемпе ĕçлессин вăрттăнлăхĕсемпе паллашаççĕ: вожатăй ĕçĕн нормативпа право никĕсне ăса хываççĕ, ачасем лагерьте пулнă тапхăрта вĕсемпе ĕçлессин программине ĕçе кĕртме вĕренеççĕ», – палăртать вожатăйсен шкулĕн пуçлăхĕ Ринат Садыков.
 
: 1218, Хаçат: 22 (804), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: