Алешкин-Саплăк (Çĕпрел районĕ) ялĕнче пурăнакан Лидия Антоновăн ĕçне çĕр çинчи чи объективлă жюри – ачасем – куллен тĕрĕслесе «пиллĕк» паллăпа хаклаççĕ. Вăл пĕçерекен апат чăнах та чĕлхене çăтса ямалла тутлă иккен. Лидия Никандровна вун пилĕк çул ĕнтĕ «Теремок» ача садĕнче поварта тăрăшать. Мĕн кăна пĕçермест вăл: тĕрлĕ яшка, пăтă, салат, икерчĕ, запеканка ... Хальччен унăн апатне «пĕчĕк халăх» тиркени пулман-ха.

Повар ачасене тутлă апатпа сăйланисĕр пуçне тата вĕсен сывлăхне çирĕплетме те тăрăшать. Ача сачĕн коллективĕпе пĕрле çулла тĕрлĕ сиплĕ курăк, улма-çырла çулçи типĕтсе хатĕрлет те пĕчĕкскерсене çулталăкĕпех тутлă чей вĕретсе ĕçтерет. Тăрăшуллă ĕçĕн çимĕçĕ куç умĕнчех: хĕлле, грипп чирĕ сарăлнă вăхăтра, ача сачĕ кăçал та пĕр куна та карантина хупăнман. Кунта, паллах, Лидия Никандровнăн та тӳпи пысăк, вăл пепкесене тутлă тата витаминпа пуян апат кăна пĕçерсе çитерет-çке.