Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Преступление уçса парасси ним те мар тесе шутлакансене шантарсах калатăп – йăнăшатăр. Вăр-варлăх, логика шухăшлавĕ, интуици аталанман-тăк, следователь пуласси пирки ан та ĕмĕтлен. Мĕншĕн тесен ку професси çынран чи малтан çак енсене ыйтать. 2008 çулта кăна Тутарстанри правăна сыхлакан тата дознани органĕсен следователĕсемпе дознавателĕсен алли витĕр 99 пин ытла уголовнăй ĕç тухнă. 31 пин çынна явап тыттарнă. Вăрланă 1 миллиард та 415 миллион тенкĕ укçана çынсемпе организацисене тавăрнă.
«Тутарстан следователĕсем çĕршывра чи лайăххисен йышĕнче. ТР Правительстви тата ТР ШĔМĕ следствие тивĕçлĕ тимлĕх уйăрнипе те çыхăннă ку çитĕнӳ»,– тесе хакларĕ республикăн следователĕсемпе дознавателĕсен ĕçне РФ ШĔМĕн следстви комитечĕн ертӳçи Алексей Аничин генерал-майор.
Тутарстанра, чăн та, следстви ĕçĕ çине Правительство тимлĕх сахал мар уйăрать. Çакна республикăра 16 -мĕш хут «Тутарстанăн чи лайăх следователĕ» конкурс иртни те çирĕплетет. Сăмах май, ăна 1993 çулта йĕркеленĕ (Раççейре пĕрремĕш хут), ТР Правительствин 1994 çулхи июлĕн 12-мĕшĕнче тухнă хушăвĕпе вăл çулленхи йăлана кĕнĕ.
2008 çулăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Тутарстанри чи пултаруллă следовательсемпе дознавательсене майăн 15-мĕшĕнче Хусан Ратушинче чысларĕç. Церемоние ТР Премьер-министрĕ Р.Минниханов, РФ ШĔМĕн следстви комитечĕн ертӳçи Алексей Аничин хутшăнчĕç. Уява «Эфир» телеканалăн «Перехват» кăларăмĕн ертӳçисем Р.Ибрагимовпа О.Лаврова ертсе пычĕç.
– Республикăра «Тутарстанăн чи лайăх следователĕ» конкурса çуллен ирттерме йышăнса тĕрĕс турăмăр. Вăл çак тытăмра ĕçлекенсен ăсталăхне, ĕç кăтартăвне ӳстермелли хушма мел пулса тăчĕ. Мĕншĕн тесен хальхи преступность тата çĕнĕрех те хăрушăрах форма йышăнса пырать. Çавăнпа следователĕн пултаруллă кăна мар, мораль енчен çирĕп те пулмалла»,– палăртрĕ ТР Премьер-министрĕ Р.Минниханов çĕнтерӳçĕсене саламласа.
Конкурс çĕнтерӳçисен йышне ăнсăртран лекекенсем çук. Конкурсантсене хакланă чух: унăн кулленхи следстви ĕçне, кашни уголовнăй ĕçĕн калăпăшĕпе кăткăслăхне, пахалăхне, закона пăхăннине, наукăпа техника хатĕрĕсемпе, тĕпчесе шырамалли çĕнĕ мелсемпе мĕнле усă курнине, профилактика ĕçĕн тухăçлăхĕпе тăкака мĕнле тавăрни таранах пăхаççĕ.
Çак тĕп критерисене пăхас пулсан, çĕнтерӳçĕсен шучĕ республикипе те пӳрне хуçса шутламалăх кăна пулмалла пек, анчах ку енĕпе пирĕн мухтанмалăхах та пур иккен, кăçал çĕнтерӳçĕсем 58-ăн (!). Çитменнине конкурса хутшăннă ведомствăсен сотрудникĕсен шучĕ çулран-çул ӳсет. Чи малтан кашни ведомствăран виçшер следователь кăна наградăланнă пулсан, халĕ пĕтĕмĕшле кăтарусем тăрăх чысланисĕр пуçне, экономикăри, организациленĕ преступленипе, наркотиксен законсăр çаврăнăшĕпе çыхăннă чи пысăк уголовнăй ĕçсене уçса панă следовательсене уйрăмшар номинаципе палăртаççĕ. Çаплах «За особый вклад в организацию предварительного расследования» номинаци те хушăннă. Паллах, конкурсра çĕнтерни следовательсемшĕн чыс-хисеп кăна мар, укçа-тенкĕ енчен пулăшу та. Çĕнтерӳçĕсене хальхинче те асăнмалăх кил-тĕрĕшре усă курмалли тата оргтехникăсем (10-25 пиншер тенкĕлĕх) пачĕç.
Çакна та палăртмалла: следователь профессийĕ арçын тата хĕрарăм ĕçĕ çине пайланмасть. Кунта тĕп вырăнта – Турă панă пултарулăх. Тепĕр тесен, преступление хĕрарăмсем арçынсенчен кая мар, тен, лайăхрах та уçса параççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ конкурс çĕнтерӳçисен хушшинче кăçал та хĕрарăмсем нумайăнччĕ. Тĕслĕхрен, пĕрремĕш вырăна тухнă тăватă следовательтен пĕри шăпах хĕрарăм, вăл – Хусанти Советски районĕн шалти ĕçсен управленийĕн дознани уйрăмĕн дознавателĕ Алия Файрузова пулчĕ. «Эпир чăтăмлăрах, çынсемпе пĕр чĕлхе тупма та пире çăмăлрах»,– йăл кулчĕ çеç кун пирки «Экономикăри преступленисене чи лайăх тишкерекен» номинацин çĕнтерӳçи Р.Гатауллина подполковник (Хусанти Атăлçи районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн следстви уйрăмĕн пуçлăхĕ).
 
: 1103, Хаçат: 21 (803)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: