Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Бахши Иманăн «Джагфар тарихы» ятлă авалхи пăлхар летопиçĕсенче серби, сюрби (сербисем) ятлă халăхсем тĕл пулаççĕ. Тĕплĕнрех ун çинчен «Гази-Барадж летопиçĕ» кĕнекере курма пулать. «Сын Бел-Кермека... Джураш по прозвищу Масгут (Атилла мăнукĕ – А.Н.), получил земли между Сулой и Джалдой (Дунайпа Крым хушшинче), – тенĕ унта. – Будучи по природе добрым, он выкупил у сабаров сто хонеких (гуннских) биев и большое количество их людей и присоединил их к булгарам под именем сюрбийцев (сербийцев)...»
Курбат вилсен унăн Атилькэс (Аспарух) ятлă ывăлĕ 660-мĕш çулта Шамбат тетĕшĕ (ашшĕн кĕçĕн шăллĕ) пулăшнипе трона ярса илес шутпа çĕнĕ хакана (Бат-баяна) хирĕç тăнă. Шăп çав вăхăтра патшалăх çине хазарсем тапăннă. Шамбатпа Атилькэсе çапăçура çухатусем тӳссе Башту (Киев) хулине тарма тивнĕ. Çапăçу вăхăтĕнче вĕсен союзникĕсем (джураш тĕрĕкĕсем, мурдассемпе утигсем) хазарсен енне куçнă, çĕрпӳсем (сербисем) çурçĕрелле Сăр вăрманĕсене тарнă.
Тепĕр хут ку кĕнекере çĕрпӳсем çинчен 865 çулта йĕркеленнĕ Атăлçи Пăлхар патшалăхне кĕнĕ тесе асăннă. Алмуш патша (895-925 ç.ç.) вăхăтĕнче ирттернĕ çыравран çĕршывра 190 пин çынтан 10 пинĕ хон (бурджан е серби) чĕлхипе калаçни паллă. 925 çулта хĕлле вăхăтсăр вăраннă упа Алмыша вĕлерсен патшана ун ывăлĕ Газан ларнă. Сербисемпе арсен, карачирмышсен (мăсăльман тĕнне йышăнман чирмышсем) çĕрĕсене вăл хăйĕн джуарĕсене ăруран ăрăва куçмалла валеçсе тухнă. Çак çĕр ĕçченĕсене малашне курмышсем теме пуçланă.
Каярах çĕрпӳсемпе курмышсем çинчен çырнине летопиçсенче час-часах тĕл пулма тӳр килет, ытларах чухне ку çĕршыври пăлхавсемпе çыхăннă.
Çĕршывра йĕркесĕрлĕхе путарас шутпа Гази-Барадж 1229-1230 çулсенче Талиб саккунне (ислам тĕнне йышăнакансене субаша куçарас пирки) тавăрасшăн пулать. «...Курмыши, особенно ары и сербийцы Горной стороны, массами стали принимать ислам и объявлять себя субашами» – çырнă вăл каярах хăйĕн летопиçĕнче.
Паллă Пăлхар поэчĕ Кул Гали хăйĕн «Хон китабы» кĕнекинче Мартюба провинцийĕн кĕпĕрнаттăрĕ Тэтэш Гали йĕркеленĕ «Суба» çар общининче çĕрпӳсем нумай пулни çинчен çырнă. Унăн хăш-пĕр сыпăкĕсене И.М.Нигматуллин пăлхар летопиçĕсен III томĕнче илсе кăтартать.
Акă мĕн çырать вăл пире интереслентерекен ыйтусем пирки: «Наглые нападения византийцев на Тамья-Тархан (Тыму-Таракань) заставили царя Адама (1076-1118) образовать общину «Суба» под командованием Тэтэша, способную самообеспечиваться в степи, подобно кочевой орде».
Тэтэш «Субине» Мардан-Беллак пăлхар провинцийĕнчи темиçе пин буртаспа баджанака (печенег), Думада кыпчакĕсене тата çĕрпӳсене (хресченсене) кĕртнĕ, çавăн пекех кунта вуншар ремесленникпа инженер.
Тэтэш урти канма чарăнсан тепĕр ĕçе тытăннă: инженерсем тилгансене (урапасем) çума-çумăн лартса хӳтĕленме лагерь тунă, усламçăсем ăна «табыр» ят панă, çар çыннисем «субакала» тенĕ. Чарăну вăраха кайсан çĕрпӳсем çĕр ĕçне пуçăннă, ремесленниксем куллен кирлĕ япаласем ăсталанă, кĕтӳçсем кĕтӳ кĕтнĕ.
Камсем-ши вĕсем çĕрпӳсем?
Историксен шучĕпе, чăвашсен мăн-мăн аслашшĕсене çапла каланă.
Серби сăмаха «стор бий» тесе те куçарма пулать. Анчах эпир илсе кăтартнă ĕçсенчен нумай маларах хунсене серпсем тесе калани пур. Вĕсем 5000 çул каялла Çурçĕр хĕвел анăç Китайпа Вăтам Азире пурăннă. Тĕрĕксен р – чĕлхеллĕ ăрăвĕсене çапла ят панă. Антей Илтивер (Л.М.Иванов) «Очерки по истории древнейших предков чувашей» (Цивильск, 1997 г.) кĕнекинче вĕсем çинчен çырни пур. Кул Гали кĕнекинче те тупса вулама пулать вĕсем çинчен: «... В городе (Саркел) я разговорился с начальником пограничной стражи Джамбеком (уроженцем Биш-балты), род которого основал один из хазарских биев. По его мнению, «от слова «сир» (сыр) означавшего «семь» произошло название древнейших тюркских предков булгаз – сирби или серби, означавшее «семь родов». Только позднее название «серби», как и слово «чирмыши», стало означать тюрков Булгарии, оставшихся в заблуждении язычества...»
Хурал начальникĕпе Джамбекпа тата тепĕр калаçу пулнă Кул Галин. Вăл эчке Пăлхарта (шалти Пăлхар) манăçнă хăш-пĕр сăмахсен пĕлтерĕшне уçса панă писателе. Тĕслĕхрен, «сары» (сара, шара, сир) сăмах пăлхарсен мăн аслашшĕсене кăна мар, шурă, сарă тĕссене, çавăн пекех кăнтăр, ирĕклĕ, мăнкăмăллă, тискер (дикий) сăмахсене те пĕлтернĕ... Пушкăрт пăлхарĕсем шалти Пăлхар çыннисене «сары иштяк» тенĕ иккен, эчке пăлхарсем кăнтăр пăлхарсене «сарычин» тесе палăртнă.
Паянхи чăвашсем çаксен çумне хитре, ырă «çветтуй» иккенне пĕлтерет тесе хушнă пулĕччĕç. Ф.Г.Нурутдинов (çӳлĕрех асăннă сводăн 2-мĕш томĕнче) Кул Гали кĕнекинче хунсем Çурçĕр Китай пăлхарсенчен – сяньбиецсенчен – пулса кайнă тесе çырнă тет. Çурçĕр Китайра пурăннă вăхăтра вĕсен чĕлхи çине кӳршисем (уйрăмах маньчжурсем) пысăк витĕм кӳнĕ пулать. Хунсем Иделе «Итиль» е «Атиль», Идель пăлхарĕсене вара булярсем («билярсем») тенĕ, Идель пăлхарĕсем вара хăйсен Азирен килнĕ тăванĕсене сербиецсем е сюрбиецсем («сяньби» сăмахран) тенĕ. Идельте хунсенчен нумайăшĕ кунти тĕп чĕлхене огуз-тĕрĕк чĕлхине хăнăхнă, йышăннă. Апла пулин те пăлхарсен пуçлăхĕсем хунсен вуншар-вуншар сăмахĕпе усă курма пуçланă (çакăнпа хăйсен касти хура халăхран уйрăм пулнине палăртасшăн пулнă ахăр). «Часть сербийцев смешалась с идельскими финно-уграми и положили начало сербийской этногруппе, которая в XVI в. получила название чуваш», – çирĕплетет Ф.Г.Нурутдинов историк.
Кул Гали кĕнекинче çак шухăш тата çирĕпрех: «...в начале булгары – утиги (утригурсем) изгнали в Кара-Саклан (Украина) многих байларцев (котрагсене), а затем уже суварцы заставили часть утигов, недовольных их господством, удалиться в Бурджан (Предкавказье)... При этом утиги разрешили аракытайскому хану Тубаю с его аракытаями и уильцами поселиться между реками Чуыл (Цивиль) и Дэбэр (Свияга) и от них пошли наши сербийцы...» Ара (таса) китайсем тесе Кул Гали тахçантанпа тĕрĕксемпе кӳршĕллĕ пурăнакан Çурçĕр китаецсене калать, уилецсем тесе çеçенхир тĕрĕкĕсене (уй сăмахран пулса кайнă).
Кул Гали хăйĕн кĕнекине XIII ĕмĕрĕн 40-мĕш çулĕсенче çырнă. Унтанпа 760 ытла çул иртнĕ. Паянхи чăваш чĕлхинче «сюрби» сăмаха çывăх «çĕрпӳ» пур, вăл 100 салтакран тăракан ушкăнăн ертӳçи (сотник) тенине пĕлтерет. Çавăн пекех топонимсенче те çак сăмаха тĕл пулатпăр: Çĕрпӳ (Цивильск хули), Çĕрпел, Çĕрпӳ, Çĕрпӳел (Сюрбеево) ялĕсем. Сăр шывĕн сылтăм çыранĕнчи Курмыш хула та çак вăхăтсем çинчен аса илтерет. Анчах истори легендисенче, мифсенче, чăваш халăх сăмахлăхĕнче Тубай, аракитаецсем, уилецсем çинчен каланисем тĕл пулмаççĕ. Тен, вĕсене никам та шыраман. Историксемпе таврапĕлӳçĕсем пĕр тытăнсан шыраса тупĕç те-и.
 
: 2720, Хаçат: 28 (706), Категори: Аваллăх ахрăмĕ

Комментарисем:

Игорь Сайман (2012-11-15 19:03:14):
"Джагфар тарихы" текенскер фейк(подлог) иккенне эсир халиччен те илтмен-и? Леш хайхи "Велесова книга" пек "астармăш" вăл!

Микулай (2012-12-12 16:23:18):
Игорьпе килĕшетĕп."Джагфар тарихы" çырăва вулама тытăнсанах çакăн пек шухăш сиксе тухать:çыраканни хальхи вăхăтри информаци агенстви евĕрлĕ вырăнта ларнă пекех туйăнать...Пулса иртнĕ япаласем çинчен вак-тĕвекĕ тарранах пĕлет иккен.Пурне те ильтнĕ,курнă,асăрха нă...Вырăссен летопиçĕсем,унпа танлаштарсан,чĕмсĕр çынсем ачалла çырнисем кăна пулса тухаççĕ.Халап вăл!Ытти историсенчен пĕльсе,пуçтарса,пĕт ĕмлетсе,ячĕсене хăйне майлă улăштарса çырнă каярахри алçыру.

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: