Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пилĕк кун хушшинче, майăн 8-13-мĕшĕсенче, республикăра тăватă ача çул-йĕр çинче транспорт айне пулса вилнĕ. Майăн 8-мĕшĕнче Нурлатра 6 çулти хĕр ача автомобиль айне пулнă. Ăна 11 çулти аппăшĕ ача садĕнчен илсе таврăннă. Мĕншĕн воспитательсем пĕчĕкскере çул çитмен ачана парса янă? Çак кунах Хусанта каçхине 23 сехетре çуран каçмалли вырăнта 7 çулти арçын ачана машина таптаса кайнă. Вăл çул урлă ӳсĕр амăшĕпе пĕрле каçнă. Майăн 12-мĕшĕнче Хусанта машина çапса хăварнипе 10 çулти хĕр ача автобус айне пулнă. Вăл та 11-ти аппăшĕпе çул урлă каçнă. Майăн 13-мĕшĕнче Муслюмово ялĕнче иккĕ те тултарман ача «Газель» айне пулса вилнĕ. Пĕчĕкскер аслашшĕпе уçăлса çӳренĕ.
Майăн 15-мĕшĕнче «Татмедиа» агентствăра ТР ШĔМĕн Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕн начальникĕпе Р.Н.Миннихановпа иртнĕ брифингра çӳлерех асăннă инкексен видеосюжечĕсене курсан çӳç-пуç вирелле тăчĕ.
– Ача-пăча çул çинче аманасси-вилессипе çыхăннă ыйту Тутарстанри патшалăх автоинспекцийĕн кун йĕркинче чи малта тăраканнисенчен пĕри, – терĕ Рифкат Нургалиевич. – Çул çинчи кашни вуннăмĕш транспорт инкекĕ ача-пăча хутшăннипе пулса иртет. Ачасем – çул çинче чи хӳтлĕхсĕр çынсем. Çавăнпа та ачан хăрушсăрлăхĕнче кун пек чух ашшĕ-амăшĕн, аслисен тимлĕхĕ çав тери пĕлтерĕшлĕ пулни каламасăрах паллă. Çул çинчи инкексен 80 процентĕнче водитель айăплă пулин те, çураннисен те айăпĕ пурах. Çавăнпа та аслисен ачасене çул-йĕр правилисене вĕрентмеллех.
Паллах, ялан ача-пăчапа пĕрле çӳреме çук. Ашшĕ-амăшĕ ĕçре-çке. Шкулта вара занятисем кăнтăрла иртсенех вĕçленеççĕ. Ачан, пуçламăш класра мар пулсан, пĕчченех киле таврăнма тивет. Пысăк çул урлă каçмалла та пулсан тата... Хăш чухне пĕтĕм правилăсене пăхăнса çул урлă каçнă чух та инкек пулать вĕт-ха. Ав çӳлерех асăннă тĕслĕхрен пĕрнех илер. 10 çулти хĕр ачана çапса хăварнă çамрăк водитель унччен те правилăсене пăхăнманнипе 9 хутчен явап тытнă иккен...
ТР ШĔМĕн Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕн начальникĕ каланă тăрăх, çул-йĕр çинче ачасем хутшăннипе пулса иртекен транспорт инкекĕсем республикăри 11 хулапа районта нумайланнă. 7-14 çулти ачасем инкеке ыттисенчен ытларах лекнĕ – 73 ача (59,9 процент), 14-16-рисем – 27 ача (22,1 процент), 7 çула çитменнисем – 22 ача (18 процент). Инкек тӳснисенчен 63,8 проценчĕ çул çинче çуран каçакан, 35,2 – пассажир, 2,5 проценчĕ велосипедист пулнă.
2009 çулхи январь-апрель уйăхĕсенче республикăри çулсем çинче 16 çул çитичченхи ачасем хутшăннипе 119 инкек пулнă. Виçĕ ача вилнĕ: иккĕшĕ автомобильсенче пассажир, пĕри велосипедист пулнă. Çуран каçакан ачасем хутшăннипе 76 инкек пулнă, 22-шĕнче ачасем айăплă. Вĕсем çул-йĕр правилисене пĕлменнипе е ашшĕ-амăшĕ çак ыйту çине явапсăр пăхнипе инкек сиксе тухнă. Ку цифрăсем – апрель вĕçлениччен илнисем. Май уйăхĕ пуçланчĕ кăна, темиçе кун хушшинче çул-йĕр çинче тăватă ача вилнĕ.
– Май уйăхĕнчен пуçласа сентябрь вĕçлениччен кашни çулах çул-йĕр çинче ачасем хутшăннипе пулакан инкексен шучĕ йышланать. Çанталăк ăшăтсан, каникул пуçлансан ача-пăча вăхăта ытларах урамра ирттерет-çке. Çавăнпа та асăннă тапхăрта çул çинче пурин те уйрăмах тимлĕ пулмалла. Ашшĕ-амăшĕсем, ачăрсене упрăр! – терĕ Р.Н.Минниханов.
Çул çинчи инкексене пĕтерес тĕллевпе кăçал та майăн 18-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 14-мĕшĕччен «Тимлĕ пул – ачасем!» Пĕтĕм Раççейри профилактика операцийĕ иртет. Çак тапхăрта хуласемпе районсенчи çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăха тивĕçтерессипе ĕçлекен комиссисен ларăвĕсем, вĕрентӳ учрежденийĕсемпе ачасен канупа сиплев учрежденийĕсен ертӳçисемпе канашлусем, семинарсем, ятарлă инструктажсем ирттерĕç. Çуллахи каникул вăхăтĕнче лагерьсенче канакан ачасем валли вĕсем çул-йĕр правилисене пĕлччĕр, астуса юлччăр тесе тĕрлĕ конкурссем, викторинăсем, ăмăртусем йĕркелĕç. Вĕрентӳ учрежденийĕсенче çавăн пекех ачасен çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăхĕ пирки ашшĕ-амăшĕсене пуçтарса калаçĕç.
Майăн 18-25-мĕшĕсенче Спорт тата сывă пурнăç йĕркин çулне халалланă «Эпир – çул çинчи хăрушсăрлăхшăн» акци иртет. Майăн 18-мĕшĕнче республикăри шкулсенче Çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх кунĕ, 19-21-мĕшĕсенче çамрăк инспекторсен «Хăрушлăхсăр кустăрма» конкурсĕ, 22-мĕшĕнче «Пĕлекен çуран çӳрекенрен – пĕлекен водитель патне!» рейд иртет.
Хисеплĕ вулакансем – автомобильпе çӳрекеннисем те, çураннисем те, çул çинче тархасшăн асăрхануллă пулăр! Çул çӳрев правилисене çирĕп пăхăнмаллине яланах асра тытăр. Пурнăç пĕрре – ăна упрамалла.
 
: 1050, Хаçат: 21 (803)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: