Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

И.Я.Яковлев чăваш халăхĕшĕн тунă ĕçсен пĕлтерĕшĕ пысăк. Ăна пулăшаканĕсем те нумай пулнă. Вĕсенчен пĕри – Алексей Васильевич Рекеев. Вĕсем иккĕшĕ те Кăнна Кушки ялĕнче çуралса ӳснĕ.
А.В.Рекеев чăваш тĕнчине тарăн йĕр хăварнă çын. Чăваш халăх историне çыракан, нумай этнографи ĕçĕсен авторĕ, И.Я.Яковлевăн пулăшаканĕ. Вĕсене иккĕшне те пĕр ĕç – халăха вĕрентесси – çыхăнтарса тăнă.
Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Елчĕк районне кĕрекен Кивĕ Эйпеç ялĕнче А.В.Рекеева асăнса палăк уçрĕç. Çак пархатарлă ĕçе йĕркелекенĕ, проект пуçлăхĕ – чăваш тĕнчинче палăрнă хастар ĕçчен О.Н.Мустаев. Митинга Елчĕк район ертӳçисем, ЧНК Президенчĕ Г.Н.Архипов, палăкăн авторĕ – Чăваш халăх академийĕн членĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, художник, скульптор Н.Г.Кондрашкин, çак ялтан тухнă паллă çынсем, хăнасем, предпринимательсем, Тутарстан Республикинчи Теччĕ районне кĕрекен Кăнна Кушки ял представителĕсем, ял-йыш пуçтарăнчĕ.
Ульяновск облаçĕнчи «Еткер» фондăн директорĕ Олег Мустаев Яковлевăн пĕрремĕш вĕренекенĕн ятне халăх хушшинче сарас ĕç илсе пырать. Уяв ячĕпе саламласа Олег Николаевич Кивĕ Эйпеç çамрăкĕсене малашне пысăк çитĕнӳсем, ырă ĕçсем тума çак палăк вăй парасса шанса калаçрĕ.
Н.Г.Кондрашкин: «Художник çинчен унăн ĕçĕсем каласа параççĕ. Çак ĕçре эпир чăн-чăн вĕрентекен, халăха çутта кăларакан сăнне кăтартасшăн пултăмăр», – терĕ.
Тухса калаçакансем те, палăк уçнă çĕре пай кĕртекенсем те нумай пулчĕç. Нумай çул чăвашлăха сыхласа хăварассишĕн тăрăшнă çынна Кивĕ Эйпеçре ырăпа кăна асăнаççĕ, ун ырлăхĕнчен тĕлĕнсе тăраççĕ. Юлашкинчен пухăннисем чиркӳ çумĕнчи А.В.Рекеев вилтăприйĕ çине чечексем хучĕç.
 
: 1154, Хаçат: 21 (803)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: