Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çие юлнă, ĕçлекен хĕрарăма закон хӳтĕленине манмалла мар. Çак тĕлĕшпе Раççейре ятарлă постановленисем йышăннă. Вĕсемпе килĕшӳллĕн, хăрушă, сывлăхшăн сиенлĕ ĕçсенче кун пек хĕрарăма пачах ĕçлеттерме юрамасть. Çаплах ăна çăмăллăхсем те парăнаççĕ: йывăр ĕçрен çăмăллине куçарсан та вăтам ĕç укçи сыхланать. Компьютер умĕнче кунне 3 сехетрен ытла, канмалли, уяв кунĕсенче ĕçлеттерме, командировкăсене яма юрамасть.
Анчах шел, хăш-пĕр çĕрте çак условисене пăхăнманни те тĕл пулкалать. Экономика кризисне пула кун пек хĕрарăма ĕçрен кăларнă тĕслĕхсем те пур. Паллах, кунта ертӳçе мар, хĕрарăма хăйне айăпламалла, чи малтан унăн хăйĕн прависене хӳтĕлеме пĕлмелле. Çавăнпа ĕç, коллектив килĕшĕвĕсенче ача кĕтекен хĕрарăма пырса тивекен пунктсем пуррипе çуккине тимлĕн вуламалла, çук-тăк – кĕрттермелле. Çаплах унта 16 çула çитмен ачи пур хĕрарăмсене республика уйăха пĕрре тӳлевлĕ «Ача кунĕ» панине те палăртма манмалла мар.
Çие юлнă хĕрарăма закон тăрăх, кризис вăхăтĕнче те (предприяти е организаци хупăнмасан) ĕçрен кăларма юрамасть. Сăмах май, экономика кризисне пула ĕç çыннисен йывăрлăхсем пулчĕç-тĕк, вĕсем Тутарстанри Профсоюзсен федерацийĕн правăсен центрне 2-38-84-93 телефонпа шăнкăравлама пултараççĕ. Хăш-пĕр предприяти кун пек хĕрарăмсене çăмăллăхсене хăй те палăртать.Тĕслĕхрен, «КАМАЗ» предприятире ача кĕтекен хĕрарăма тӳлевлĕ хушма отпуск парăнать.
Чăн та, çитменлĕхсем те çук мар. Тутарстанра ĕçлекенсенчен 22,7 проценчĕн (Раççейре 26,2) ĕç вырăнĕ санитарипе гигиена нормине тивĕçтермест. Асăнса хăварар, çакăн пек вырăнсенче ĕçлекенсенчен 17,3 проценчĕ хĕрарăмсем. Шел те, Тутарстанра та ĕç вырăнĕнче çуллен 115-130 çын вилнине, 1000-1500-шĕ суранланнине те манмалла мар.
Çапах та çие юлакан хĕрарăмăн айăпĕ хăйĕнче те пур, нумайăшĕ çак вăхăтра та çăмăлрах, сывлăхшăн сиенлĕ мар ĕçе укçашăнах куçма килĕшмест. Офис ĕçченĕсем те хăйсен прависене йăлтах пĕлмеççĕ. Апла хамăр мар-тăк тата кам хӳтĕлĕ?
 
: 1335, Хаçат: 20 (802), Категори: Çемье

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: