Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çăкăр-тăвар таса чунтан
Куллен апатра усă куракан тăвар пирки «шурă вилĕм» тесе çӳрекен сăмаха илтмен çын çук пулĕ. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕн кардиологĕсем çынна талăкра 3-4 грамм тăвар çини çителĕклĕ теççĕ. Асăннă виçерен иртсе çини сыпăсемшĕн те, пӳресемшĕн те, шалти органсен лăймака сийĕсемшĕн те сиенлĕ. Сахалрах çини те сиен кӳрет: юнăн электролитлă балансне пăсать, иммунитета чакарать тата суранлансан ӳт илесси нумая каять.
Тăвар пачах çиме пăрахнисен хушшинче (çителĕклĕ тăвар çиекеннисемпе танлаштарсан) инсультран вилекеннисен шучĕ 20 процентран та иртет, инфарктран – 15 процент. Апла пулин те Кардиологсен пĕтĕм тĕнчери ассоциацийĕн эксперчĕсем апата ытлашши тăварлама хушмаççĕ. Мĕншĕн тесен çӳлерех асăннă нормăн 75 проценчĕ этем организмне тĕрлĕ соуссемпе, консервăсемпе, полуфабрикатсемпе, пылак апатпа та лекет. Уйрăмах кăлпасси, тĕтĕмленĕ аш продукцийĕ пирки тăвар хранилищи теме пулать.
Халĕ тата хăш-пĕр специалистсем ĕлĕк-авалтан хăнăхнă апат тăварне тинĕс тăварĕпе улăштарма сĕнеççĕ, унран сахалрах сиен, имĕш. Анчах тинĕс пуллипе, курăкĕпе хатĕрленĕ чух кăна тинĕс тăварĕнчи йод организма чăнах та усă парать. Урăх апатпа пĕлтерĕшлех мар.
Ĕçре аврал чух, стрессем вăхăтĕнче, депрессисем аптратсан апата тăвар ытларах хушмалла. Пĕр психоаналитик Эрнест Джонс тăвар çын кăмăл-туйăмĕ çине мĕнлерех витĕм кӳнине сăнанă. Акă мĕнле пĕтĕмлетӳ тунă вăл: апат тăварĕ çыннăн ача çуратма пултараслăхĕ çине те, савăшма чĕнекен илĕртӳлĕхĕ çине те витĕм кӳрет. Авалхи храмсенчи жрицăсем Турă умĕнче нихăçан та качча каймăп тесе кăна мар, нихăçан та тăвар çимĕп тесе те тупа тунă иккен. Паян врачсенчен нумайăшĕ Э.Джонспа килĕшет, апат тăварĕ чăнах та гормонсем çине витĕм кӳрет. Енчен те эсир тăварланă хăяра, помидора кунĕн-çĕрĕн çиме хатĕр-тĕк, сисчĕвленĕр – гормонсен проблемисемпе çыхăнман-и çакă, тен, эндокринолог патне кайса килмелле?
Вилĕ тинĕсрен салам
Çак тинĕсри шывăн хими тытăмне нимĕнле чаплă лабораторинче те тума çук. Кунти тăварпа, тăварлă пылчăкпа, сывлăшĕпе те врачсем эмелсене парăнман 600 ытла йывăр чиртен сиплеççĕ. Тĕслĕхрен, Вилĕ тинĕс тăварĕ аллергиксене, астматиксене, тĕп тата перифери нерв системин чирĕсемпе аптракансене тата ыттисене те пулăшаççĕ.
Сывлăшран та лайăхрах
Апла пулин те пур сиплĕ тăвара та çиме е унпа сăтăрăнма юрамасть, хăшĕ-пĕринпе ятарлă ту хушăкĕсенче сывласах сипленме пулать. Çакăн пек сиплев меслетне галотерапи е спелеотерапи теççĕ. Çут çанталăкăн тăварлă ту хушăкĕсен стенисенчен кăткăс хутăшсен пăсĕ тухать. Вăл вируссемпе те кĕрешет, бактерисене те пĕтерет, иммунитета та çирĕплетет. Çакăн пек ту хушăкĕсем хыççăн уйрăмах тĕрлĕ аллергипе аптракансем хăйсене аван туяççĕ.
Пĕр вăхăт климатотерапевтсем искусствăлла майпа тунă тăвар камерисенчен те çут çанталăкăнни пекех усă пуласса шанман. Пурнăç кăтартса панă тăрăх вĕсем кăлăхах иккĕленнĕ. Вĕтĕ диспесерлă тăвар аэрозоль хăть мĕнле конструкцинче те пĕр пек витĕм кӳрет. Çур сехет тăсăлакан галотерапи процедури умĕн пĕр-икĕ сехет кофе ĕçме те, пирус туртма та юрамасть, шăл тасатмалла, алла лайăх çумалла тата искусствăлла пусмаран çĕленĕ тум тăхăнмалла мар. Пациентăн хăйĕнпе кĕнеке, плеер, мĕнле те пулин урăх предмет илмелле мар. Мĕншĕн тесен вĕсем камерăн бактериологилле тасалăхне варалаççĕ, çакăнтан вара сиплев эффекчĕ килет.
Хĕртсен мĕнле-ши?
Юлашки çулсенче хĕвел тухăç медицинине тĕпчекенсем пĕр интереслĕ япала асăрханă – вĕри тăвар ингаляцийĕсем. Вĕсем çинчен Китайра пирĕн эрăччен 2 пин çул каяллахи манускриптсенчех çырнă.
Çак меслетĕн технологийĕ мĕнлерех? Тăвара тĕрлĕ эмел курăкĕпе е унăн çăвĕпе хутăштараççĕ те çатма çинче хĕртсе вĕрилентереççĕ. Авалхи тухтăрсемех асăрханă, тăварпа хутăштарнă эмел курăкĕн пăсĕ шыв пăсĕнчен сиплĕрех витĕм кӳрет сывлăш çулĕсен лăймакаллă сийне. Мĕнле чирсенчен çапла майпа сипленме пулать? Пыр чирĕсем, сывлăш çулĕсемпе чирлĕ, мигрень чух çапла сипленни питĕ ăнăçлă пулĕ. Мигрень чух тăвара пĕтнĕк, лимон е анис çăвĕпе хутăштармалла.
Климатотерапевт сăмахĕ:
Тăвар çын организмне питĕ кирлĕ, улшăну процесĕсене те йĕркелет, çавăн пекех çын кăмăлĕпе пурнăç тонусĕ те, ăс-тăн хастарлăхĕ те тăвартан килет. Инфекци чирĕсем пулсан, юн пусăмĕ вăйлă ӳссе кайсан, çие юлсан тата рак чирĕсем пулсан тăварпа сипленме юрамасть.
Пĕлни пăсмасть
Помидорти ликопин текен питĕ усăллă веществона тăварпа организм лайăхрах йышăнать.
Çăкăр çине сапса çини тăвара организмшăн усăллăрах тума май парать.
Ĕç нумай, анчах ыйхă пусса килет-тĕк, çывăрма юрамасть. Мĕн тумалла? Кофе çине темиçе пĕрчĕ тăвар хушăр.
Вĕтĕ тăвара шампуньпе хутăштарса пуçа сĕрсен çӳçе турамалла. Кайран шывпа çуса ямалла. Тăвар ӳтĕн юн çаврăнăшне лайăхлатать, ку вара çӳç тĕпне çирĕплетет, кукшаланасран сыхлать.
Тăварлă рецептсем
Хитре пулма
Угрисенчен ингаляци тума тинĕс тăварне салтак тӳми, календула чечекĕсене пĕр пек шайпа илсе çатма çинче хĕртмелле. Çулăм çинчен илсен пите çатма çийĕн тытмалла, тăвартан хăпаракан вĕри сывлăш пите лектĕр. Анчах пиçсе каясран асăрханăр. Ингаляциччен те, хыççăн та пите нимĕнле кремпа та сĕрмелле мар. Кун сиктерсе, икĕ эрне çапла тумалла.
Чĕрнесене маска тума 100 миллилитр олива çăвне 3 тумлам йодпа тата 50 грамм тинĕс тăварĕпе хутăштармалла. Кашни каç чĕрнесене сĕрмелле.
Целлюлитран скраб хатĕрлеме 300 грамм вĕтĕ апат тăварне 100 миллилитр шĕвĕ хăймапа хутăштармалла. Проблемăллă вырăнсене сĕрмелле те тăвар ӳте чĕпĕтме пуçласан сивĕ шывпа çуса ямалла. Икĕ эрне, кун сиктермесĕр çапла тумалла.
Сипленме
Бронхитран çапла компресс тумалла: 100 грамм апат тăварне 50 грамм пылпа, ыраш çăкăрĕн çемçе пайĕпе хутăштарса икерчĕ тумалла. Çакна çăкăр çине, сывлăш çулĕсем иртекен тĕле хурса пленкăпа витмелле. Çиелтен ăшă япалапа çыхса хумалла, çĕр каçичченех тытмалла. 2-3 каç харăс çапла тумалла.
Сунас чухне 1 апат кашăкĕ тинĕс тăварне 50 миллилитр вĕренĕ шывра (45 градус) ирĕлтермелле, пĕр тумлам эвкалипт çуне хушмалла. Кунне 5-6 хут сăмсана тумлатмалла.
 
: 1363, Хаçат: 20 (802), Категори: Сывлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: