Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Мĕн пĕчĕкрен садике çӳрекен ял ачи, ман шутпа, асатте-асаннесемпе ӳсекеннисенчен телейлĕрех. Хальхи саманара пушшех те. Мĕншĕн тесен ачан аталанăвĕнче садик калама çук пысăк вырăн йышăнать. Вăл кунта чылай япалана хăнăхать-çке: вăхăтра апатланать, çывăрать, пĕлӳ тĕнчипе паллашать, юлашки çулсенче тата пепкесене ют чĕлхесем те вĕрентме пуçларĕç. Элкел районĕнчи Хăрата ялĕ пысăк пулмасан та «Ромашка» ача сачĕ нумайранпа пĕр тăтăш ĕçлет ĕнтĕ. Пĕр хутлăскер кăна вăл, урамран пăхсан чаплах та мар пек. Анчах шала кĕрсенех хăвна ачалăх тĕнчине лекнĕн туятăн. Стенасене хитре ӳкерчĕксемпе илемлетнĕ вылямалли, апатланмалли, çывăрмалли пӳлĕмсем. Теттесем кăна мар, пĕчĕкренех хăнăхмалли спорт инвентарĕ те çителĕклех. Ачасем урамра пĕр ахаль чупса ан çӳреччĕр тесех ĕнтĕ хăратасем пепкисене пĕчĕкĕллех ача садне вырнаçтарма тăрăшаççĕ. Ачасене мĕн кирли кунта йăлтах пур. Ялĕнче çамрăксем питех юлманнине те пăхмаççĕ вĕсем. Хальхи вăхăтра, тĕслĕхрен, унта 1,5–6 çулсенчи тăхăр ача çӳрет. Акă камсенчен тĕслĕх илмелле хăш-пĕр ялсен. Шел, республикăра ача сачĕсĕр ял хутлăхĕсем паян та çук мар-ха.
«Ромашкăра» ачасем сахал пулнипе коллективĕ те пысăках мар. Пурĕ те темиçе çын кăна. Апла пулин те вĕсен хăйсен пахчи пур. Унта хĕл каçмалăх пахча çимĕç ӳстерсе илеççĕ.
Чăн чăваш ялĕ шутланакан Хăрата халăхĕ юлашки çулсенче вырăсланса пыни сисĕнет. Çавна кура кунти хăш-пĕр пепке пĕрремĕш сăмаха тăван чĕлхепе мар, вырăсла калама пăхать. Телее, ача сачĕ çак çитменлĕхе вăхăтра пĕтерме тăрăшать. Вĕсем ачасемпе чăвашла калаçассине йăлана кĕртнĕ. Татьяна Краснова воспитатель улттăмĕш çул ĕнтĕ Хăратан çамрăк ăрăвне тăван чĕлхепе паллаштарать. Сăмах май, Чистай педагогика училищине пĕтернĕ Татьяна Гавриловна малтан шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, штата кĕскетнипе ача садне воспитателе куçма тивнĕ.
– Ачасемпе икĕ чĕлхепе, вырăсла тата чăвашла, калаçма тивет пире. Çапах та тăван чĕлхепе хăнăхтарусем те пур. Ӳсен-тăран, чĕрчунсен ячĕсене вĕренетпĕр, нумай пулмасть чăваш халăх тумĕсемпе паллашрăмăр, уявсенче те чăвашлах сăвăсем калатпăр, юрлатпăр, – каласа парать воспитатель. Ача садĕнче, шкулта чăвашла вĕренекен ача, тен, ӳссе çитсен те тăван чĕлхене манмĕ. Кунти çамрăксен чăваш хĕрĕсемпех çемье çавăрас шанăç та пур-ха. Чăн та, хĕр шырама вĕсен ют ялсене кайма тивĕ, мĕншĕн тесен юлашки çулсенче аист Хăрата ялне арçын ачасем кăна илсе килет-мĕн. Çакна пулах ĕнтĕ шкула, садике çӳрекен хĕр ачасен шучĕ пĕр алăри пӳрнесем чухлĕ те çук.
Кăçал Ыр кăмăллăх çулталăкĕ пулнăран «Ромашкăна» та пулăшу çитнĕ. Кӳршĕллĕ Сиктĕрме вăтам шкулĕнче вĕренекенсем ачасене тĕрлĕ теттепе савăнтарнă. Кунсăр пуçне кăçалтан садиксене районти вĕрентӳ уйрăмĕсен балансне кĕртни те самай çăмăллатнă вĕсен пурнăçне. Халĕ садик çуртне юсасси, çĕнĕ сĕтел-пукан тата ыттине туянасси чăрмав мар, йăлтах район тивĕçтерет. Паллах, пĕр-пĕр ĕç тумалла-тăк ашшĕ-амăшĕ те пулăшать. Пĕр сăмахпа, «Ромашка» хальлĕхе ура çинче çирĕп тăрать-ха, малашне те çаплах пулĕ, ачисем кăна çуралччăр.
 
: 1350, Хаçат: 28 (706)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: