Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Процент ставки валли субсиди паракан патшалăх программи тăрăх, Раççей çыннисен, çав шутра тутарстансен те, тинех хаклах мар автомобиль туянма май пур. Çăмăллăх автокредитсене пирĕн республика территорийĕнчи икĕ банк пама тытăннă.
Аса илтеретпĕр, РФ Правительстви Раççей автопромне пулăшас тĕллевпе граждансене хамăр çĕршывра кăларакан автомобиль (Раççейре пуçтаракан ют çĕршыв машинисене те) туянма хавхалантарма шутланă.
Патшалăх программине хута ярасси пирки январь уйăхĕнчех калаçатчĕç пулсан та вăл апрель уйăхĕн пĕрремĕш декадинче кăна ĕçлеме тытăнчĕ. Çăмăллăх кредитсене хальлĕхе Перекет тата ВТБ-24 банксенче кăна илме пулать. Кредит çакăн пек условисемпе парăнать:
1. Автомобиль çĕнĕ, 350 пинрен хаклă мар пулмалла.
2. Правительство çирĕплетнĕ списокран («АвтоВАЗăн» мĕнпур моделĕ, çав шутра «General Motorsпа» пĕрле кăларакан «Chevrolet Niva», «Kla Spectra», «Fiat Albea», «Renault Loqan», «УАЗ Hunter», «Skoda Fabia» тата «Ford Focus») çеç суйламалла.
3. Пирвайхи взнос автомобиль хакĕн 30 проценчĕ чухлĕ пулмалла.
4. Кредит сумми 245 пин тенкĕрен иртмелле мар.
Программăпа килĕшӳллĕн, кредит проценчĕн пĕр пайне (Тĕп банк рефинансированийĕн 2/3 ставки чухлĕ) тӳлессине патшалăх хăй çине илет. Ставкăна пĕр срока кăна палăртнă, çавăнпа унăн калăпăшĕ ӳсме те, чакма та пултарать. Хальхи вăхăтра вăл çулталăка 13 процент, 2/3 пайĕ – 8,67 процентпа танлашать. Калăпăр, банк 15 процентпа кредит парать-тĕк, унран 8,67 процентне кăларатпăр та автомобильшĕн ытлашши тӳлемелли проценчĕ пулать. Специалистсем шутланă тăрăх, вăтамран 34 пин тенкĕ перекетленет.
Программăра малтан кредит срокне 3 çулччен тесе палăртасшăн пулнă, анчах апла тума май килмест-мĕн, мĕншĕн тесен Перекет банкĕ кредит тӳлемелли юлашки срок 2011 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕ тет пулсан, ВТБ-24 вара кредита мĕнпурĕ те икĕ çула кăна пама килĕшет. Процент ставкине илес пулсан та, вĕсем ку банксенче тĕрлĕрен. Пĕрремĕшĕнче çулталăк проценчĕ 15 пулсан, иккĕмĕшĕнче 19-20 (банк сĕнĕвĕнчен килет) таранах.
Документсем ахаль автокредит илнĕ чухнехи пеккисемех кирлĕ: паспорт тата унăн мĕнпур страницин (пушшисен те) ксерокопиийĕ, ĕç кĕнекин ксерокопийĕ, юлашки ултă уйăхри тупăш çинчен справка, арăмĕн е упăшкин ирĕкĕ (çырса)...
Заявкăсене пăхса тухмалли срокĕ те вĕсен тĕрлĕрен. Перекет банкĕ 4-5 ĕç кунĕнче, ВТБ-24 икĕ ĕç кунĕнче пăхса тухаççĕ, енчен те клиентсем çав вăхăтра нумай пулчĕç-тĕк, пăхса тухмалли срок та ӳсме пултарать имĕш.
Тутарстансене пĕлсе тăма: çăмăллăх кредит илме заявленисене ВТБ-24-ăн Хусан хулинче Островски урамĕнче вырнаçнă пĕр уйрăмĕ кăна йышăнать, Перекет банкĕнче ку енĕпе ансатрах, заявление пропискăра тăнă вырăна çывăх кирек мĕнле уйрăмĕнче те (автокредитпа ĕçлет пулсан) йышăнаççĕ.
Анчах та туянакансене кăна мар, специалистсене те пĕр ыйту тĕлĕнтерет: çӳлерех асăннă списока 350 пин тенкĕрен хаклăрах автомобильсем мĕнле лекме пултарнă-ха? Тĕслĕхрен, «Ford Focus» машинăна кăна илер, Хусанти темиçе автосалонта та пире «345 пин тенкĕ тăракан «Ford Focus» нихăçан та курман» ,– тесе хуравларĕç. Апла-тăк, палăртнă хакран иртес мар тесе производитель çак машинăна йӳнĕрех хакпа кăларма шутлать. Çавăнпа автосалонсем çак машинăна туянас текенсенчен халех 30 процентне тӳлесе хума ыйтаççĕ. Чăн та, кун пек пулсан та туянаканăн хăйĕн машинине çулталăкчен кĕтмелле иккен-ха. Çавăнпа «Форда» юратакансене патшалăх пулăшăвĕ çитесси те иккĕленӳллĕ. Мĕншĕн тесен, пĕрремĕшĕнчен, суйланă автомобиль автосалонта пулсан кăна кредит парăнать, иккĕмĕшĕнчен, патшалăх субсиди валли 2 миллиард тенкĕ кăна уйăрнă, ку вара çĕршывĕпе те пурĕ 100 пин автомобильлĕх кăна.
 
: 1134, Хаçат: 20 (802)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: