Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ТР Президенчĕ Минтимер Шаймиев 2007 çулта Тутарстанра Ыр кăмăллăх çулталăкĕ ирттересси çинчен Указ кăларнă хыççăн ку ыйту çине пирĕн республикăра тинех пурте – власть та, общество та – тимлĕх уйăрма пуçларĕç. Республикăри массăлла хыпар хатĕрĕсенче те инвалидсем, тăлăх туратсем тата ыттисем çинчен, вĕсем еплерех пурăнни, ку тĕлĕшпе пулакан ырă тĕслĕхсене час-часах çутатма тытăнчĕç. Пирĕн çĕршывра меценатство, ыр кăмăллăх йăли-йĕркисем мĕн авалтанах пыраççĕ-çке. Халĕ те вĕсем çухалнă теме çук. Морозовсемпе Строгановсен шайĕнчи меценатсем хальлĕхе сахалрах-ха, Раççейре «тискер» капитализм тапхăрĕ тин кăна вĕçленсе пырать темелле. Анчах та ыр кăмăллăха патшалăх тимлĕх уйăрни ку ыйтăва та вырăнтан тапратса çывăх çулсенче йĕркене кĕртме пулăшмалла.
Çĕпрел районĕнче ыр кăмăллăх центрĕ Упире тесен те пысăках йăнăш пулмасть-тĕр. Кунта «Ăшă çурт» ача-пăча приючĕ вырнаçнă. Унта тăлăх туратсене ку районтан кăна мар, ытти тăрăхран та илсе килеççĕ. Ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă ачасем куç умĕнче ӳснипе-ши, çак ял çыннисем те ыр кăмăллăх ыйтăвĕсене çывăха хурса йышăнаççĕ. Вырăнти ял хутлăхĕн ертӳçи Алексей Ярухин каланă тăрăх, районĕпе пурĕ 26 тăлăха опека туса усрава илнĕ пулсан, 16-шне – çак ялта пурăнакансем.
– Людмила Васильева 3 ача пăхса ӳстерет, Галина Моисеева, Ирина Краснова, Татьяна Маркова, Надежда Кудряшова – икшер ача, Венера Маркова, Нина Андреева, Валентина Михайлова пĕрер ача илнĕ. Эпир хамăр та, арăмпа иксĕмĕр, тăватă ача ӳстеретпĕр пулин те, тата тепĕр икĕ тăлăха пăхса ӳстерме йышăнтăмăр. Патшалăх укçа-тенкĕ уйăрнипе мар, чун-чĕре хушнипе. Ачасем пурте маттур, шкулта лайăх вĕренеççĕ. Вĕсене тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çинче çирĕппĕн тăма пулăшасси – пирĕн тĕллев, – тет Алексей Егорович.
Валентинăпа Виталий Михайловсем те ыр кăмăллисен шутĕнче.
– Эпир мăшăрпа иксĕмĕр икĕ ача çуратса ӳстертĕмĕр, – каласа парать Виталий Иванович. – Хĕрĕмĕр, Людмила, качча кайнă, хăйĕн çемйипе пурăнать. Ывăлăмăр, Иван, çар хĕсметĕнче. Çапла, пĕр самантра тенĕ пекех, ача сасси илтĕнме пăрахрĕ пирĕн килте. Пысăк çуртра иксĕмĕре кăна темле кичемрех пек туйăнма пуçларĕ. Çавăнпа та ача усрава илес шухăш пушă вырăнта, ăнсăртран çуралчĕ тесе калаймастăп. Мăшăрпа иксĕмĕр малтан хамăрăн ачасемпе те канашласа илтĕмĕр. Пĕчĕк Дианăна курнă хыççăн вара пĕр иккĕленӳ те юлмарĕ – ку пирĕн ача.
Диана кăçал октябрь уйăхĕнче кăна виççĕ тултармалла. Ăна пурнăç паракансене ашшĕ-амăш правинчен хăтарнă. Çут тĕнчене килнĕ хыççăнах тăлăх турат пек ӳсме тивнĕ пĕчĕк хĕрĕн. Ашшĕпе амăшĕ, ĕçкĕпе иртĕхекенскерсем, ачи çинчен манса та кайнă тейĕн.
– Эпир Дианăна кăçал февраль уйăхĕнче Пăвари инфекци больницине илме кайсан ирĕксĕрех куççуль шăпăртатса анчĕ, – тет Валентина Витальевна, – мĕскĕн хĕр ача питĕ начарланса кайнă, çынсенчен ютшăнать. Киле илсе килсен те малтанхи вăхăтра чей ĕçнисĕр пуçне нимĕн те çиместчĕ, иккĕри ача канфет-печени пĕрре те çисе курман иккен. Килти выльăх-чĕрлĕхрен те хăратчĕ, «ку мĕн?» тесе ыйтатчĕ кашнинче.
Халĕ ĕнтĕ, темиçе уйăх хушшинче Диана улшăнмаллипех улшăннă. Пичĕ çинче йăл кулă çиçет. Пĕчĕк йăмăкне пăхма Михайловсен аслă хĕрĕ Людмила та пулăшать. «Эсир Дианăна пирĕнтен те ытларах юрататăр-тăр», – шӳтлет вăл.
Халĕ Михайловсен çемйи тата тепĕр пĕчĕк хĕр ачана усрава илес шухăшлă. «Икĕ ачана пĕрле выляса ӳсме лайăхрах, пирĕншĕн те савăнăç, – теççĕ вĕсем, – çитменнине тата патшалăх та юлашки вăхăтра ку ĕçрен айккинче юлмасть. Пиртен, аслисенчен, пулăшу кĕтекен ачасем вара питĕ нумай. Шикленсе кăна тăмалла мар. Ачасем вĕсем – пурнăç илемĕ-çке», – теççĕ Валентина Витальевнăпа Виталий Иванович.
 
: 1141, Хаçат: 28 (706)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: