ÇУЛ ÇИТМЕН АННЕСЕМ
Демографи лару-тăрăвĕ пирĕн çĕршывра яланах хумхантарать. Юлашки вун-вун çул ача çуралассинчен абортсен шучĕ чылай пысăк пулнине шута илсен, пушшех те. Пĕлтĕр çеç ку енĕпе улшăнусем палăрнă: тинех ача çураласси абортсен шутĕнчен иртсе кайнă. 2008 çулта Тутарстанра пурĕ 44350 пепке çут тĕнчене килнĕ, 2007 çултипе танлаштарсан, 3,5 пин ача нумайрах.
Анчах шел, çие юлнă факт пур чухне те савăнтармасть, уйрăмах ку çул çитмен çамрăксене пырса тивет. Çамрăк ăрăвăн ар çыхăнăвĕн воспитанийĕ çине тивĕçлĕ тимлĕх уйăрманнине кура 14 çула çитмен хĕр ачасем хырăм пăрахни палăрма тытăнчĕ. Пĕлтĕр пирĕн республикăра 12 хĕр ача аборт тунă. Çак кунсенче «Татмедиа» агентствăра иртнĕ пресс-конференцире Республикăн клиника больницин çемьене планлассипе репродукци центрĕн ертӳçи Ф.Сабирова шăпах çул çитменнисен хушшинче ар çыхăнăвĕн воспитанийĕн ыйтăвне Сывлăх сыхлав министерстви хăй кăна татса парайманнине, ăна çамрăксемпе ĕçлекен мĕнпур организацисемпе министерствăсем, районсем системăллă йĕркелемеллине каларĕ. Хальлĕхе, шел те, ку енĕпе пирĕн республикăра та ĕç питĕ майĕпен пырать. Тĕслĕхрен, çакăн пек лару-тăрăва лекнĕ çамрăксем валли «хĕрӳ лини» халĕ те çук. Хусанти 2-мĕш номерлĕ поликлиникăри хĕрарăмсен консультацийĕ хусансене кăна мар, Тутарстан прописки пур мĕнпур çамрăка йышăннине те пурте пĕлмеççĕ-тĕр.
10 çул каялла кăна-ха çамрăксен хушшинче аборт шучĕ çулталăкне 5 пинрен чакмастчĕ пулсан, 2008 çулта ку енĕпе те улшăнусем пур, 2669 тĕслĕхе кăна шута илнĕ. Çапах тĕрекленсе çитмен çамрăк организма аборт мĕнле сиен кӳнине пăхас пулсан, çӳлерех асăннă цифра та савăнтармасть, мĕншĕн тесен кун пек хĕрсен малашне анне пулас шанăçĕ чакать.
Палăртса хăварар, енчен те 14 çула çитмен хĕр ачан çие юлчĕ-тĕк, ашшĕ-амăшĕ ку ыйтăва ачан психикине сиенлетмесĕр татса пама тăрăшмалла. Закон тăрăх, хĕр ача 14 çула çитмен-тĕк, ăна амăшĕсĕр пĕр гинекологăн та йышăнма ирĕк çук. Енчен те хăвăр пурăнакан вырăнти больницăна каяс теместĕр-тĕк, республикăри кирек мĕнле районти, хулари гинекологи уйрăмне кайма пултаратăр. Хăвăрпа пĕрле медицина полисĕ кăна кирлĕ.