Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ЕЛАБУГĂРИ çемье типлă ача çуртне «Раççей ачисем» федераллă программăпа виçĕ çул каяллах тума пуçланă. Анчах укçа-тенкĕпе вăхăтран вăхăта кăна тивĕçтернипе ку ĕç вăраха тăсăлнă. Çавна кура строительсен кредит та илме тивнĕ. Хальхи вăхăтра çурта туса пĕтернĕпе пĕрех. Унта малашне 45 ача хӳтлĕх тупĕ. Унăн тĕллевĕ – тăлăх туратсене лайăх условисенче воспитани парасси. Хальхи вăхăтра лагерьсенче канакан ачасем часах çĕнĕ çурта пурăнма куçĕç.
ПĔКĔЛМЕ муниципалитечĕ çак кунсенче хăйĕн черетлĕ ларăвĕнче шкул ачисемпе çул çитмен çамрăксене çуллахи каникул вăхăтĕнче ĕçпе тивĕçтерес ыйтăва сӳтсе явнă. Ĕçтăвком ертӳçин социаллă ыйтусем енĕпе çумĕ каланă тăрăх, ку ыйтӳ чи çивĕччисенчен пĕри, мĕншĕн тесен çамрăксем пушă вăхăтра наркотиксемпе интересленес хăрушлăх пысăк. Ларăва пĕр ачана та ĕçпе тивĕçтермен 40 предприятипе организацин ертӳçисене чĕннĕ. Вĕсем çул çитмен çамрăксене ĕçе илменнине хăрушă производство пулнипе, ятарлă ирĕк кирлипе тата ачасем 18 çултан кĕçĕн пулмалла маррипе çыхăнтараççĕ. Тепĕр сăлтав та пур: республика бюджечĕ кăçал района шкул ачисемпе çул çитмен çамрăксене ĕçшĕн тӳлеме 750 пин (чи пĕчĕк ĕç укçи 1100 тенкĕрен кая пулмалла мар) тенкĕ кăна уйăрнă. Пĕлтĕр ку кăтарту 1 миллион та ик çĕр аллă пин тенкĕпе танлашнă.
ÇАРĂМСАН. 1976 çулта çуралнă Ольга Кириллова 2005 çулхи март уйăхĕнчех Армени çыннипе тухса кайнă та киле таврăнман. Ашшĕ-амăшĕ ыйтнипе районти шалти ĕçсен уйрăмĕ ăна çийĕнчех шырама пуçланă, анчах йĕр çине ӳкеймен. Вăл çут тĕнчере текех çукки вара çак кунсенче кăна палăрнă. Ольга çухалсанах Крым автономийĕнче (Украина) пĕр хĕрарăмăн ӳтне тупнă пулнă. Анчах вăл кам пулнине вырăнти йĕрке хуралçисем палăртайман. Ольга çинчен хыпар ăнсăртран тенĕ пек çитнĕ. 2006 çулта Хусанти Ново-Савиновски районĕн сучĕ хăрушă преступлени тунăшăн Армени çыннине 6 çула тĕрмене лартма йышăннă. Унăн ытти преступленийĕсене пăхса тухнă чух преступник кĕтмен çĕртен Ольгăна ăçта тата мĕнле вĕлерни çинчен каласа панă. Хальччен хĕрĕ сывă таврăнасса кĕтнĕ ашшĕ-амăшĕшĕн ку хăрушă хыпар. Вĕсем ачин ятсăр вилтăприйĕ çине кайса пĕчĕк палăк та пулин лартма шутлаççĕ.
 
: 1079, Хаçат: 28 (706)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: