Ирина Николаевна Тимескова 22 çул библиотекăра ĕçлет. «Кĕнеке пĕлет те каламасть», – тенĕ ĕлĕк. Паллах, ăна вуламалла. Ирина мĕн ачаранах киленсе кайсах вуланă. Амăшĕ ял библиотекинче ĕçленĕрен хĕр ачан ачалăхĕ кĕнеке тĕнчинче иртнĕ тесен те юрать. Çакăнта вăл кĕнекене хисеплеме, юратма, упрама вĕреннĕ. Кăсăклă кĕнеке çаклансан вĕçне тухмасăр та аллинчен вĕçертмен. Ӳссе çитĕнсен Ирина мĕнле профессипе пурнăçне çыхăнтарасса ашшĕпе амăшĕ иккĕленмен те. 1987 çулта Хусанти культура институтне вĕçлесе Теччĕ районĕнчи Аслă Ăнă ялĕнче ĕçлеме тытăнать. Çĕнĕ, пысăк, çутă клуб. Уйрăм вулав залĕсем. Ялта ĕç нумаййине пăхмасăр кĕнеке хыççăн кĕнеке вулама вăхăт тупатчĕ ун чухне ял халăхĕ. Хальхи вăхăтра ялти Культура çуртне хупса ялти правлени çуртĕнче пӳлĕмсем уйăрса панă. Çавсенчен пĕринче библиотека вырнаçнă. Эпир пынă кун Ирина Николаевна кивĕ кĕнекесене пăрахăçлас ĕçпе аппаланатчĕ. Хальхи вăхăтран кая юлнă ял хуçалăх литератури (технологи улшăнса пырать-çке), ытти вуланман изданисене библиотекăн 10000 кĕнекерен тăракан фондĕнчен уйăратчĕ. Библиотекăпа паллашнă май эпĕ чăваш литературипе кăсăклантăм. Вĕсем пур кĕнеке шутĕнчен 5 процент анчах. Кивелсе тĕсрен кайнисен çумĕнче яка та илемлĕ хуплашкаллă çĕнĕ кĕнекесем пурри питĕ савăнтарчĕ. Юлашки вăхăтра тăван чĕлхепе çырнă кĕнекесем килме пуçлани çинчен пĕлтерчĕ библиотекарь. Вулас текен ачасене сĕнмелĕх литература пур. Пĕлтĕр И.Я.Яковлев çуралнăранпа 160 çул çитнине паллă тунă чух уйрăмах нумай кĕнеке кĕнĕ. Библиотекăра çулсерен «Кĕнеке парнелес» акци иртнипе 60-80 издани хушăнать. 2006 çулта, сăмахран, «Шемякино» тулли мар яваплăхлă обществăн малтанхи ертӳçи В.А.Самаркин пулăшнипе 2000 тенкĕлĕх ача-пăча литературипе пуянланнă. Тен, çавăнпа та шкулта вĕренекенсем чи нумай вулакансем пулса тăраççĕ. Тирпейлĕ пуçтарса пыракан хаçат-журналсен хушшинче пирĕн «Сувар» курăнса кайрĕ. Вăл кунта пĕртен-пĕр чăваш хаçачĕ. Ял халăхĕ ăна вуланине, хăйсем те нумай çырăнса илнине пĕлтерчĕ Ирина Николаевна. Хăй вăл «Клуб ĕçченне» страницăшăн редакци ĕçченĕсене тав тăвать.
Пӳлĕмре вырăн хĕсĕкрех пулни тарăхтарать библиотекаре. Çавна пулах пур мероприятисене шкул çуртĕнче ирттерме тивет. Самана улшăнăвĕсем пур çĕре те пырса тиврĕç. Библиотека системинче те нумай йывăрлăхсемпе кĕрешсе ĕçлеме тӳрĕ килет. Апла пулсан та кĕнекепе килĕштерме, çĕнĕлĕхсем уçма пулăшма, унпа туслă пулма пулăшакан библиотекарьсене ăнăçу сунатпăр.
![]() |