ТР ШĔМĕ йĕркеленĕ «Ачасене шанăç парнеле» акци вĕçленчĕ. Аса илтеретпĕр, вăл март уйăхĕн 30-мĕшĕнчен апрелĕн 30-мĕшĕччен пычĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – килсĕр, çапкаланчăк çул çитменнисене, йĕркесĕр çемьесенчи ачасене пулăшасси, йăлари преступленисенчен асăрхаттарассиччĕ.
Акци вăхăтĕнче 2000 милици сотрудникĕ 4000 сахал тупăшлă, йĕркесĕр, нумай ачаллă, ача усрава илнĕ çемьере пулса çул çитмен 400 ачана учета илнĕ, çул çитмен 1500 ачана пулăшнă, вĕсенчен 200-шне ĕçе вырнаçтарнă. Шел, кăмăла хуçакан курăну та пур, çак тапхăрта кăна милици ĕçченĕсен ачасене хĕненĕшĕн – 12, преступлени тума явăçтарнăшăн 6 уголовнăй ĕç пуçарма тивнĕ.
Йĕркесĕр çемьесенчи ачасене пулăшас тата вĕсем тĕрĕс пурнăç çулне суйласа илччĕр тесе ТР ШĔМĕн сотрудникĕсем ятарласа культура программи хатĕрленĕ: ачасене музейсене, театрсене илсе çӳренĕ, милици лицейĕсемпе класĕсенче, Раççей ШĔМĕн Хусанти юридици институтĕнче пулнă. Çаплах «Пĕрле старт илетпĕр» спорт мероприятийĕ, милицин хĕрарăм сотрудникĕсен «Чулпан» ассоциацийĕ ыр кăмăллăх пулăшăвĕ (канцеляри хатĕрĕсем, тум-юм) панă.
Апрелĕн 30-мĕшĕнче акцие пĕтĕмлетсе ТР ШĔМĕн Культура центрĕнче концерт иртрĕ. Унта ТР шалти ĕçсен министрĕ А.Сафаров, «Татмедиа» агентствăн генеральнăй директорĕ М.Муратов, «Новинка» УАО генеральнăй директорĕ Р.Ахтямов, министерствăсен представителĕсем хутшăнчĕç. Уяв концертне республикăри сахал тупăшлă çемьесенчи, социаллă учрежденисенчи 200 ачан та курма май пулчĕ. Ачасем валли ТР ШĔМĕн «Хорошее настроение» ансамблĕ, юридици институчĕн «Проект 02» КВН команди тата ытти пултарулăх ушкăнĕсем юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕç, ачасем те парăмра юлмарĕç, вĕсем те хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.
Акци вăхăтĕнче ачасен хушшинче иртнĕ тĕрлĕ конкурс çĕнтерӳçисене ТР ШĔМĕ дипломсемпе тата асăнмалăх парнепе чысларĕ. Концерт вĕçленсен мĕнпур ачана пылак çимĕçпе сăйларĕ.
Акци вĕçленни милици ĕçченĕсен ĕçĕ пĕтрĕ тенине пĕлтермест паллах. Вĕсем çул çитмен, килсĕр çапкаланчăк, йĕркесĕр, нумай ачаллă çемьери ачасен проблемипе кашни кун, çулталăкĕпех ĕçлеççĕ. Акци вара общественноçа пулăшу кирлĕ ачасем юнашар пулнине аса илтерес шутпа йĕркеленĕ мероприяти çеç. Апла пулин те, çак уйăхра кăна мĕн чухлĕ ырă ĕç пурнăçларĕç пакунлисем. Ан тив, пурте мар, хăшĕ-пĕри çеç хăй ытти ачасенчен нимĕнпе те катăк маррине туйни, малашне тĕрĕс çул суйлас шанăç пурри те мĕне тăрать-çке! Ваттисем калашле, нумай чухне тумлам та тинĕсе пулăш.