Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Иртнĕ эрнере Хусанти «Корстон» кану комплексĕнче пĕтĕм Раççейрен физика тата математика учителĕсем пухăннăччĕ. Кунта Дмитрий Зининăн «Династия» фончĕ чи лайăх учительсене чысларĕ.
Малтан кăштах çак фонд çинчен каласа кăтартмалла. Дмитрий Зинин нумай çул каялла «Вымпелком», урăхла каласан «Билайн», компание йĕркеленĕ. Халĕ вăл акцисен пысăк пайне сутнă. 2001 çулта фонд йĕркелесе Раççей наукине аталанма пулăшакан проектсене пурнăçлама тытăннă.
Фонд обществăра наукăн пĕлтерĕшне, Раççей наукин хисепне çӳлелле çĕклеме тăрăшать, пултаруллă çамрăксене вĕренсе, ĕçлесе аталанма пулăшать. Çак задачăсене пурнăçланă май тĕрлĕ енлĕ ĕç илсе пырать. Кашни çул аспирантсемпе çамрăк ученăйсене стипендисем парать. Конкурс ирттерсе студентсене пулăшать, çамрăк кандидатсемпе наука докторĕсене виçĕ çул премисемпе хавхалантарать.
Англири «Империал колледжпа» пĕрле çамрăк ăсчахсене Лондонри тĕнче шайĕнчи тĕпчев ушкăнне практикăна яраççĕ. Çулталăкран вĕсен Раççее таврăнса ĕçлемелле.
2004 çултанпа 60 ытла наука конференцийĕ ирттерме укçа уйăрнă. Физика тата математика наукисенче пултаруллă ачасем валли тĕрлĕ программăсем хатĕрлеççĕ.
Шкулта ĕçлекен учительсем çинчен те манмаççĕ. 2004 çултанпа Раççей шайĕнче физика тата математика учителĕсен конкурсне йĕркелеççĕ.
Июнĕн 29-мĕшĕнчен июлĕн 2-мĕшĕччен Хусана çак конкурсăн 330 лауреачĕ пухăннăччĕ. Конкурс тăваттăмĕш хут иртет, унта виçĕ номинаципе çĕнтерӳçĕсене палăртаççĕ – «Çамрăк учитель», «Вĕренекене вĕрентнĕ учитель», «Пулас ăсчахсене вĕрентекен».
Конференцие Фондăн директорĕ Елена Чернышкова уçрĕ. Вăл кĕскен конкурс мĕнле иртни çинчен каласа пачĕ.
«Çамрăк учитель» номинацире 60 вĕрентекен çĕнтернĕ. Вĕсенчен 39-шĕ хулара ĕçлекенсем, 21-шĕ ялти шкулсенче вĕрентекенсем. Тăватă учитель кăçал виççĕмĕш хут çĕнтернĕ. Çак номинацие хутшăннă педагогсен 22-31 çулта çеç пулин те вĕсем вĕрентӳре самай палăрма пултарнă.
«Вĕренекене вĕрентнĕ учитель» номинацире 30 вĕрентекен çĕнтернĕ. Вĕсене çамрăк ученăйсем, аспирантсем, чи пултаруллă студентсем тата тĕрлĕ конкурссенче çĕнтернĕ çамрăксем палăртнă. Кам пуринчен ытла сасă пухнă, çавă çĕнтернĕ те. Çак шута Хусанти икĕ учитель лекнĕ.
Чи анлă номинаци, паллах, «Пулас ăсчахсене вĕрентекен» – 240 лауреат. Çĕршыври чи лайăх вузсенче вĕренекенсем хушшинче анкетировани ирттернĕ, унта çамрăксене хăйсен чи хисепленĕ физика тата математика учительне палăртма ыйтнă. 40 пин ытла студент ыйтусем çине хуравланă. Чи нумай сасă пухнисем çĕнтернĕ те. Пĕтĕмлетӳсем тăрăх 53 регионта ĕçлекен учительсене асăннă, вĕсенчен 40 ытла проценчĕ ялти шкулсенче вĕрентекенсем.
Конкурса 4 хутчен ирттерекенсем тĕлĕнмелли тата савăнмалли фактсемпе те паллаштарчĕç. Тĕслĕхрен, конкурса çемьесемпе хутшăнаççĕ. Кăçалхи çĕнтерӳçĕсен шутĕнче 5 мăшăр.
Виççĕмĕш номинацире çĕнтернисенчен чи çамрăккисем – 31 çулти Ю.В. Синцова Хусантан тата 28 çулти А.А.Филагин Санкт-Петербургран. Вĕсене 20 ытла студент асăннă.
Чи аслă учительсем – 80 çулти К.М.Калманов тата 76 çулти Ю.Л.Слуцкий. Иккĕшĕ те Санкт-Петербургран.
Пĕр учителĕн 7 вĕренекенĕ 2006 çулта Раççейри тăватă чи чаплă аслă шкула вĕренме кĕнĕ.
«Династия» фонд кашни çул 330 лауреата 30-шар пин тенкĕ парса чыслать. Кашнинче конференцие тĕрлĕ хуласенче ирттерет. Кăçал Хусанта иртнипе пурте кăмăллă пулчĕç. «Корстон» кану комплексĕ питĕ чаплă, кунта кĕрсе курни мĕне тăрать. Учительсем валли кунта конференцисем, семинарсем, çавра сĕтелсем йĕркеленĕ.
Июлĕн 1-мĕшĕнче 330 учителе 30-шар пин тенкĕ парса чысларĕç, парнесемпе савăнтарчĕç. Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенчен килнĕ педагогсене 1000 çултан иртнĕ Хусан питĕ килĕшнĕ. Кунта вĕсем пĕр-пĕринпе туслашса тата тепре тĕл пулма тупа турĕç.
Мĕнех, тепĕр çул çĕнĕ конкурс. Хастар учительсем вĕренекенĕсем анлă пĕлӳ кăтартса чаплă вузсене вĕренме кĕччĕр тесе тăрăшĕç.
 
: 1340, Хаçат: 28 (706)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: