Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Милици сотрудникĕсене яланах йĕрке хуралĕнче курма хăнăхнăран-ши, сцена çине тухасса нихăçан та шутламан. Тепĕр тесен, Турă панă пултарулăх пур-тăк, мĕнле професси суйлани пĕлтерĕшлех мар-тăр çав. Сăмах май, ТР ШĔМĕн «Минута славы» пултарулăх конкурсĕ пĕрремĕш çул кăна иртмест. Пĕлтĕр, тĕслĕхрен, милици сотрудникĕсен ачисем хутшăннă пулсан, кăçал пакунлисем пултарулăха хăйсем кăтартрĕç. «Чи-чине» суйласа илес шутпа конкурс темиçе турпа иртнĕ иккен. Республикăн тĕрлĕ районĕнчен унта пурĕ 27 милици подразделенийĕнчи 50 сотрудник хутшăннă. Финала вара 17-шĕ кăна тухайнă. Калас пулать, вĕсем сцена çинче артистсенчен кая мар юрларĕç, ташларĕç.
Конкурсăн финалне май уйăхĕн 5-мĕшĕнче ирттерни ахальтен мар. Çапла хитре уяв йĕркелесе вĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене чысларĕç. Сăмах май, ведомствăра сыввисем паянхи кун пурĕ те 137 ветеран кăна юлнă.
Сотрудниксен пултарулăхĕпе паллашма ТР шалти ĕçсен министрĕ А.Сафаров хăй те килнĕччĕ çав кун. Гала-концерт икĕ сехете тăсăлчĕ пулин те вăхăт иртни сисĕнмерĕ. Тулли залăн кашни финалиста тăвăллăн алă çупса чыслама сăлтавĕ те пурччĕ çав: ĕçтешĕсемшĕн кирек мĕнле жанр та шăл çемми-çке.
Финалистсене хаклама жюрие те çăмăлах килмен-тĕр. Çавăнпа конкурсантсен пултарулăхне 7 (!) номинаципе палăртма тивнĕ вĕсен. «Вокал ансамблĕ» номинацире: Хусан хулин шалти ĕçсен управленийĕнче ĕçлекен хĕрарăмсен хорĕ – I, Павлă хулипе районĕн шалти ĕçсен уйрăмĕн арçынсен хорĕ – II, Çырчалли дуэчĕ III вырăна тухрĕç. «Хореографи» номинацире Çырчалли милиционерне Р.Макулова çитекенни пулмарĕ. «Оригиналлă жанр» номинацире «ББЛ» ансамбль (Павлă районĕпе хулин шалти ĕçсен уйрăмĕ) çĕнтерчĕ. «Инструментпа каласси» номинацин çĕнтерӳçи Кайпăçри шалти ĕçсен уйрăмĕн сотрудникĕ Марат Шагивалеев пулчĕ. «Вокалпа инструмент ансамблĕсем» номинацире «Движение» ВИА (ТР çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн инспекцийĕн патшалăх управленийĕ), «Калаçу жанрĕ» номинацире вара Çырчалли милиционерĕ Жанна Прохоренко мала тухрĕ. «Уйрăм юрласси» номинацире кам çĕнтернине палăртас тесе жюрие сахал мар ĕнсе хыçма тиврĕ-тĕр, мĕншĕн тесен çак жанрпа хутшăнаканнисем чи нумаййиччĕ. Çавна кура малти вырăнсене пĕрерĕн кăна мар, икшерĕн те тухрĕç. Çавах чи асра юлаканнисене çаксем тесе палăртсан пĕрре те йăнăшмăп, мĕншĕн тесен вĕсем пĕрремĕш вырăна тухрĕç: Марсель Вагизовпа (ТР ШĔМĕн ведомство тулашĕнчи хурал управленийĕ) Игорь Горчаков (Раççей ШĔМĕн ХЮИ).
Милици сотрудникĕсен «Минута славы» конкурс ырă йăлана çаврăннине шута илес пулсан, çитес çул çак вăхăтрах ТР ШĔМĕн Культура центрĕнче ытти сотрудниксен пултарулăхĕпе те паллашас шанăç пур.
 
: 1105, Хаçат: 19 (801)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: