Аслă Çĕнтерĕвĕн официаллă кунне майăн 9-мĕшĕнче тесе палăртнă пулсан та çĕршыв, çав шутра Тутарстан та, ветерансене чылай маларах саламлама тытăнать. ТР ШĔМĕ, тĕслĕхрен, çуллен майăн 7-мĕшĕнче Хусанти милици гарнизонĕн подразделенийĕсен парадне ирттерет. Шалти ĕçсен органĕсенче тин çеç ĕçлеме тытăннă сотрудниксем çак кун присяга йышăнасси, чи пултаруллă çамрăк милиционерсене табельлĕ хĕç-пăшал парасси те йăлана кĕнĕ. Кăçал та çаплах пулчĕ. Парада Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă 70 яхăн ветерана, Чечен, Афган вăрçисене хутшăннă 20 çынна чĕннĕччĕ. Парад яланхи пекех хисеплĕ хурал ялав йăтса кĕнипе пуçланчĕ. Аслă Çĕнтерӳ ячĕпе вăрçă, тыл ветеранĕсене, мĕнпур сотрудника ТР ШĔМ министрĕ А.Сафаров, ведомствăн отставкăри полковникĕ Б.Ботов саламларĕç. Вăрçăра пуç хунисене пĕр минут шăп тăрса асăнчĕç.
ТР ШĔМĕн Вĕренӳ центрĕн чи лайăх 20 вĕренекенĕнчен присягăна стройри командирсемпе пĕрле вăрçă ветеранĕсем, Курс пĕккинчен тытăнса Берлина çитнĕ В.Левкин, Е.Ильин, В.Султанов, Н.Быков йышăнчĕç. Ун хыççăн А.Сафаров министрпа Раççей Геройĕ А.Супонинский Хусанти милици гарнизонĕн чи пултаруллă, çамрăк 10 милиционерне табельлĕ хĕç-пăшал пачĕç.
Парад ТР ШĔМĕн харпăр составĕн маршĕпе тата Ĕмĕрхи вут патне гирлянда, чечексем хунипе вĕçленчĕ пулин те ветерансене халалланă уяв малалла тăсăлчĕ. ТР ШĔМĕн ертӳçисемпе ведомствăн Ветерансен канашĕ ТАССРăн унчченхи министрĕн, çут тĕнчерен уйрăлнă С.Япеевăн мăшăрĕ патĕнче, Ар масарĕнче пытарнă паллă çынсен вил тăпри çинче пулчĕç, Тутарстанăн ĕç вăхăтĕнче пуç хунă сотрудникĕсене асăнса лартнă стела патне чечексем хучĕç.