Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Раççейри субъектсен хушшинче граждансене çар хĕсметне пуринчен лайăхрах хатĕрленĕшĕн РФ оборона министрĕн Куçакан вымпелне параççĕ. 2008 çул пĕтĕмлетĕвĕсемпе ку ĕçре Тутарстан мала тухнă. Асăннă вымпела Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă Çарĕн Тĕп штаб начальникĕн çумĕ Василий Смирнов генерал-полковник майăн 7-мĕшĕнче Тутарстан Президентне Минтимер Шаймиева панă.
Тутарстанри ачасен çуллахи канăвне йĕркелессине сӳтсе явнă брифингра ТР çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм министрĕн çумĕ Андрей Кондратьев республикăра паянхи куна 122 çуллахи кану лагерĕ хатĕрри çинчен пĕлтернĕ. Хальхи вăхăтра хăш-пĕр ведомствăсем хăйсен балансĕнчен тăкаклă лагерьсене кăларасшăн. Енчен те лагерь икĕ çул тăтăш ĕçлемесен, унăн инфраструктури юрăхсăра тухать. Андрей Кондратьев каланă тăрăх, кăçал çуллахи лагерьсенче 204,5 пин ача канмалла.
Майăн 6-мĕшĕнче ТР Патшалăх Канашĕ çумĕнчи Çамрăксен обществăлла палатин пĕрремĕш йĕркеленӳ ларăвĕ иртнĕ. Мероприятие хутшăнакансене республикăри парламент пуçлăхĕ Фарид Мухаметшин саламланă. Çамрăксен парламенчĕн йышне муниципаллă йĕркеленӳсен, республикăри çамрăксен пĕрлешĕвĕсемпе организацийĕсен представителĕсем – пурĕ 75 çын кĕнĕ. Çамрăксен обществăлла палатинчи яш-кĕрĕмĕн вăтам çулĕ – 24 çул.
Майăн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров «Россия» телеканалта тухакан «Сельский час» программăн журналисчĕсене интервью панă. Калаçу кӳршĕ республикăри ялсен социаллă тата культура аталанăвĕ, Чăваш Енĕн агропромышленность комплексĕн экономики çинчен пынă. Журналистсем ялти специалистсене тĕрев паракан республикăри патшалăх программисем еплерех пурнăçа кĕнипе паллашнă. «Сельский час» программăра Чăваш Республики çинчен ӳкернĕ сюжета майăн 23-мĕшĕнче кăтартма палăртнă.
Паян 12 сехетре Хусан çывăхĕнчи Борисоглебское поселокра вăрçăра пуç хунă салтаксене асăнса тунă палăка уçаççĕ. Мероприятие Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем, ТР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, Хусан хула думин депутачĕсем, поселокра пурăнакансем, шкул ачисем хутшăнĕç. Борисоглебское поселокран вăрçа 110 çын тухса кайнă, вĕсенчен çурри ытла каялла таврăнман.
 
: 1041, Хаçат: 19 (801)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: