Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тракторист профессийĕ ялта яланах хисепре пулнине пурте пĕлеççĕ. Ара, ялсене газ кĕртиччен вут-шанкă хатĕрлесе кам хăшкăлман-ши? Тав Турра, вăл вăхăтсем иртсе кайрĕç. Çапах та, халĕ те утă-улăмпа аппаланнă чух тракторист кашни çыншăн – чи кирлĕ юлташ. Мĕншĕнни те паллă: çак çынсăр санăн утă капанĕ вăрмантах ларса юлма пултарать. Ваттисем каларăшле, утă вăхăтĕнче пирĕншĕн тракторист – турă та, пӳлĕхçĕ те, пихампар та.
Çакăн пек хисеплĕ çынсен шутне Аксу районĕнчи Унтакшăра пурăнакан П.А. Марков та кĕрет. Петр Александрович çак ĕçре 1968 çултанпа вăй хурать.
– Вĕренессе эпĕ Лайăшра вĕрентĕм, – тет тимĕр ут хуçи. – Ялтан та пĕчченех пултăм. Çапах аптраман. Тăрăшнă. Вĕренсе тухнă.
Çамрăк тракторист Хырăшне ялĕнче ĕçе пуçăнать. Унтан Унтакшăра, кайран ытти ялсене те пулăшма çӳрет (колхоз ун чухне пилĕк ялтан тăнă!). Тракторĕсем те тĕрлĕрен пулаççĕ П.А. Марковăн: ДТ-54, ДТ-74, Алтай, Т-150, К-700 тата ыттисем те.
– Вăл вăхăтра ăста трактористсем чылайччĕ пирĕн, – аса илет малалла Петĕр пичче. – Вĕсен шутне эпĕ Алексей Костина, Архип Кирилловича, Николай Костина, Валерий Александрова, Алексейпе Василий Кузнецовсене кĕртнĕ пулăттăм. Вĕсем пĕр-пĕрне яланах пулăшатчĕç. Мана та уйăрса хăварман. Тавах ватăсене.
Саманине кура П.А.Марков вăхăтĕнче коммуниста та кĕнĕ. 1977 çулта пулса иртнĕ çак ĕç. Шăп 11 çултан Коммунистсен партийĕн XIX конференцине хутшăннă вăл.
– Халĕ кăштах тĕлĕкри пек çеç туйăнсан та, 1988 çулта эпĕ М.С.Горбачева та, Б.Н.Ельцина та çывăхранах куртăм. Борис Николаевича вара виçĕ утăмранах сăнаса пăхкаларăм: кĕлеткипе патвар та хăюллă çын пек курăнчĕ пулас президент. Калаçăвĕпе татăклă та витĕмлĕ пек туйăнчĕ.
Çапла, малта пыракан тракториста тата çамрăк коммуниста ял Канашĕн ертӳçи пулма та суйланă. 6 çул тăрмашать çак ĕçре Марков. Анчах чун туртнă ĕç – тракторист ĕçĕ – хăй патне туртса илет-илетех.
Паян Петр Александрович каллех трактор çинче. Халĕ вăл «Восток» ял хуçалăхĕн сĕтне кунне икĕ хутчен Пӳлере ăсатать. Çав вăхăтрах хуçалăх сĕчĕ талăкра пĕр тонна çурă еннелле кармашни те ăна савăнтарать. Ара мĕнле савăнмăн? Нумай пулмасть çеç çак кăтарту пĕчĕккипех пĕчĕккĕччĕ те, халĕ ак пăх та кур: пĕр тонна çурă!
П.А.Марков хăйĕн мăшăрĕпе, Наталья Ивановнăпа, пилĕк ача çитĕнтернĕ. Асли Саша хăй пекех тракторист, виçĕ ача ашшĕ, хуçалăхра малта пыракансенчен пĕри. Ыттисем те хăйсен вырăнĕсене тупнă.
Петр Александровича хăйне те, ĕçри пултарулăхне кура, патшалăх чысламасăр манса хăварман. Унăн кăкăрне 1986 çултанпах III степеньлĕ Ĕç Мухтавĕн орденĕ илем кӳрет. Тимĕр ут хуçи паян та аптăрамасть-ха. Кам пĕлет: малашне, тен, ун çумне теприсем те хутшăнĕç.
– Шанчăка çухатмастпăр-ха, – чеен кулса илет кун пирки калаçсан ватăлма пĕлмен Петĕр пичче. – Тăрук телей тепре те ман еннелле çаврăнĕ?
Эпир те шанчăка çухатмастпăр. Мĕнле калаççĕ-ха: шанчăк пуррисем телейлĕ теççĕ-и? Çапла пултăр, Петр Александрович – пирĕн пултаруллă тракторист, ачăрсен шанчăклă юлташĕ, мăнукăрсен юратнă аслашшĕ тата кукашшĕ.
 
: 1345, Хаçат: 28 (706)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: