Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чарăннăранпа кăçал 64 çул çитет. Пурнăçа хĕрхенмесĕр пĕтĕм халăх, пулас ăрусем валли ирĕклĕх çĕнсе илнĕ ветерансен речĕ, шел те, çулран-çул сайралать. Пин-пин халăхлă Тутарстан Республикинче те акă вĕсем 15158-ăн кăна юлнă. Çаплах кунĕн-çĕрĕн тар тăкса Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă тыл ветеранĕсем пирки те манмалла мар пирĕн. Хальхи вăхăтра кун пеккисем республикăра –140859, тăлăха юлнă 16708 салтак арăмĕ пурăнать.
Вĕсен тупăшне ӳстерес тĕлĕшпе федераци, республика шайĕнчи мероприятисем (çав шутра социаллă пулăшу та) ирттерес ĕç малалла тăсăлать. Тĕслĕхрен, çак категорие кĕрекен граждансен пенсине апрелĕн 1-мĕшĕнчен 9,2-9,5 процент таран ӳстернĕ. Кунсăр пуçне пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă услугăсемшĕн субсиди валли уйăхсерен вăтамран 19 миллион тенкĕ уйăраççĕ. Çапах та ветерансен те татса паман ыйтăвĕсем çук мар. Сăмахран, нумайăшĕн çурт-йĕр, пурăнмалли условийĕсене лайăхлатас ыйтăвĕ çивĕч.
Аслă Çĕнтерĕвĕн 65 çулхи юбилейĕ тĕлне, урăхла каласан 2010 çулхи май уйăхĕн 1-мĕшĕччен, РФ Президенчĕ ку ыйтăва пĕтĕмпех татса парасси пирки ятарласа Указ кăларнă. Муниципаллă йĕркеленӳсем панă сведенисем тăрăх, Тутарстанра çурт-йĕр туянма е пурăнмалли условисене лайăхлатма субсиди памалли списокра пурĕ 1264 ветеран (е вăрçа хутшăннисен тăванĕсем) тăрать.
Аслă Çĕнтерĕве 64 çул çитнине паллă тума мĕнле хатĕрленнин ыйтăвĕпе ТР Министрсен Кабинетĕнче иртнĕ брифингра ТР ĕç, ĕçлĕх тата социаллă хӳтлĕх министрĕн çумĕ А.Габдулахатов каланă тăрăх, Указа пурнăçа кĕртме республикăна 222, 068 миллион тенкĕ çитнĕ, кунсăр пуçне 2009 çулта федераци бюджетĕнчен тата 519 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă.
Аслă Çĕнтерĕвĕн 65 çулхи юбилейне халалласа ТР Сывлăх сыхлав министерстви те ведомство планне йĕркеленĕ. Унпа килĕшӳллĕн, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин мĕнпур категорири ветеранĕсене амбулаторипе поликлиникăсенче тата стационарлă медицина учрежденийĕсенче черетсĕр медицина пулăшăвĕ панисĕр пуçне çулсерен диспансерта тĕплĕн тишкермелле. Çаплах 2008 çултанпа тыл ĕçченĕсене те комплекслă медицина тĕрĕслевне ирттерме тытăннă. 2009 çулхи пĕрремĕш кварталта республикăри ветерансенчен чылайăшĕн сывлăхне тĕрĕсленĕ. Çак тĕллевпе районсенчи тĕп больницăсем вара ялсене тухса ветерансемпе тыл ĕçченĕсен сывлăхне тĕрĕслеме тухтăрсен бригадисене йĕркеленĕ.
Çĕнтерӳ уявне халалласа кăçал больницăсем хушшинче пĕрремĕш хут «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем валли чи лайăх палата» республика конкурсĕ иртет.
Тутарстан Аслă Çĕнтерĕвĕн 65 çулхи юбилейĕ ячĕпе ветерансене парне – 2008-2010 çулсенче Атăл тăрăх круизсем хатĕрленĕ. 2009 çулта Хусан – Астрахань – Хусан маршрутпа круиз валли кăна 1,8 миллион тенкĕ уйăраççĕ. Пĕлтĕр, тĕслĕхрен, 78 ветеран теплоходпа Хусан – Ярославль – Хусан маршрутпа круизра пулнă. Кунсăр пуçне ТР Министрсен Кабинечĕн хушăвĕпе, пĕлтĕр июль уйăхĕнче 153 ветеранпа ветерансен юхăмĕн хастарĕсем те Хусан – Пермь – Хусан маршрутпа çул çӳревре пулнă.
 
: 1146, Хаçат: 18 (800)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: