Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ТР Наци музейĕнче иртнĕ эрнере çĕнĕ искусство куравĕ уçăлчĕ. Унăн ячĕ те «Новое искусство на рубеже тысячелетий». Ăна Булат Галеев ăсчах, ӳнерçĕ пултарулăхне халалласа тата «Прометей» СКБ çитĕнĕвĕсемпе паллаштарас тĕллевпе йĕркеленĕ.
Булат Махмудович Галеев – паллă ăсчах, философ, ӳнерçĕ, хавхалануллă çын. Вăл Хусанти педагогика институчĕн физикăпа математика факультетĕнче вĕреннĕ, çавăн чухнех музыкăна сасăпа илтнисĕр пуçне вăл саракан çутă пайăркисене куçа курăнмалла тăвасси çинчен ĕмĕтленнĕ. Хăйĕн ĕмĕчĕпе Галеев конструктор бюровĕн студенчĕсене те çунатлантарнă. Çапла вĕсем пĕрле пĕрремĕш çутă музыкин установкине тунă, 1962 çулта СССРта пĕрремĕш хут А.Скрябинăн «Прометей» симфонине вылянă. Тен, çавăнпах малашне пултаруллă ушкăна «Прометей» СКБ ят панă, 1966 çултан Булат Галеев вĕсене хавхалантарса ертсе пыраканĕ пулнă. СКБ халăхсен хушшинчи наука конференцийĕсем, илемлĕ экспериментсем, çутă музыкин концерчĕсем тăтăшах ирттернĕ. Мĕн каламалли, çĕршыври пĕрремĕш çутă музыкин фильмĕсене те ӳкернĕ унта. Пĕр-пĕр çĕрте аслă шкулсенче вĕренекенсен ĕçĕсен куравĕ иртнĕ чух ялан тенĕ пек «Прометей» СКБ хутшăннă, вĕсен экспозицийĕ патĕнчен нихăçан та çын татăлман. Пĕррехинче теме пула Волгоградра иртекен курава «Прометей» хутшăнайман, авиаци институчĕ хăйĕн ытти экспоначĕсемпе кăна кайнă. Мĕн тетĕр? «Прометейсен» ĕçĕсене шыраса çӳрекен çамрăксем пайтах пулнă, вĕсене хусансем илсе килнĕ ытти япала интереслентермен.
Тата тепĕр интереслĕ истори. Тĕнчипе паллă конструктор С.Королев космос карапĕ валли ятарлă индикатор тума шанса панă. Иртнĕ ĕмĕрте, 60-мĕш çулсен пуçламăшĕнче СССРта çĕнĕ искусство алăкне уçакан пĕрремĕш ăсчах пулса тăнă – музыкантсем, ӳнерçĕсем, кинематографистсем пĕр автор пулса чăн-чăн шедевр хатĕрленĕ темелле. Çавăнпа конструкторсен бюровĕ консерваторипе çирĕп çыхăну тытнинчен тĕлĕнмелле те мар пулĕ.
1970 çулта Аслă Çĕнтерĕве халалланă мероприятире Хусанти вăрçăра пуç хунă салтак палăкĕ умĕнче СССРта пĕрремĕш хут «Сасă тата Çутă» театрализациленĕ спектакль лартнă: урамра, пĕр актерсăр. Иртнĕ вăрçăн сассисем – йытă вĕрни, фашистсен калаçăвĕ, прожектор çутисем – куракана çӳçентермелле чĕррĕн тухса тăнă куç умне.
Хусанăн 1000 çуллăхне паллă тунă чух та Б.Галеев идейисенчен нумайăшĕ пурнăçланнă. Булат Махмудович педагогика институтĕнче пĕлӳ илнине манар мар, 1970-мĕш çулсенче прометеевецсем музыкăна ӳкерессипе экспериментсем ирттерме пуçланă. Унта пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулсенче те, музыка, ӳнер шкулĕсенче вĕренекен ачасем хутшăннă. «Тимĕр чаршав» уçăлсан Галеева ют çĕршывсене, уйрăмах Европăна, чĕнме пуçланă. Халĕ компьютерпа темĕнле кăткăс ятарлă эффект та тума пулать, куракана тĕлĕнтерме çăмăл мар. Вăл вăхăтра «Прометейĕн» компьютер ĕмĕрĕ пуçланиччен ӳкернĕ фильмĕсене тĕлĕнмесĕр пăхайман. Компьютер технологийĕсен тапхăрĕ пуçлансан вара Галеев хăйĕнпе пĕр шухăшлисемпе тахçанхи ĕмĕтне пурнăçлама пултарнă – тутар наци орнаменчĕ – шамаиль – мĕнле янранине курса илтме пултарнă. Куравра çакăн пек ӳкерчĕксем питĕ нумай, пĕринчен тепри илемлĕрех.
1993 çултанпа А.Туполев ячĕллĕ Хусанти патшалăх техника университечĕпе ТР НА çинче никĕсленсе «Прометей» СКБ Экспериментлă эстетикăн пĕрлехи наукăпа тĕпчев институтне çаврăннă. Унăн ертӳçи 15 çул Булат Махмудович Галеев пулнă. Хусанта çамрăксен Универсиади пулассине пĕлсен çав тери савăннă, хула урамĕсене, ăмăртусем иртес вырăнсене еплерех илемлетесси пирки шутлама пуçланă. Паллах, вăл шутланисенчен чылайăшĕ пурнăçланĕ. Анчах Булат Галеев çав куна пурăнса çитеймерĕ, кăçал январь уйăхĕнче вилсе кайрĕ.
Наци музейĕнче уçăлнă курав сентябрĕн 15-мĕшчен пырĕ, Хусан Ĕçтăвкомĕ çутă музыкин музейне уçма шутлать, тен, курав вĕçленнĕ çĕре çак шухăш пурнăçланĕ те.
 
: 1081, Хаçат: 18 (800)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: