Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Кашни шкулта тенĕ пек музей валли пĕрер пӳлĕм уйăрса параççĕ. Апас районĕнчи Черккĕн шкулĕнче те питĕ чаплă таврапĕлӳ музейĕ пур.
Çутă пӳлĕмре ĕмĕрхи экспонатсем те хитрен кăна курăнса тăраççĕ. Кунта кашни кĕтесĕн хăйĕн «вăхăчĕ» темелле.
Паян эпир Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи кĕтесĕпе паллашатпăр. Паллаштараканĕсем вара ытти çĕрти пек – истори учителĕсем мар, шкул ачисем.
11-мĕш класра вĕренекен Алина Федотова музейри кашни экспонат çинчен, уйрăмах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе çыхăнни пирки, пĕр чарăнмасăр, такăнмасăр, ăнланмалла тата тĕплĕн каласа пама пултарать. Кунта, паллах, ялти çынсем вăрçăра пулни, унтан таврăнни е унтах пуç хуни çинчен çырса кăтартнă тата сăнӳкерчĕкĕсене вырнаçтарнă.
Истори учителĕ Светлана Валерьевна Губайкина каланă тăрăх, ку шкулта вĕренекенсене, уйрăмах истори предметне парăннисене экскурсовод пулма вĕрентеççĕ. Питĕ лайăх пулса тухать вăл вĕсен. Ку ĕç, паллах, Светлана Валерьевна тăрăшнипе пурнăçланса пырать. Музей пуянлăхĕ те унранах килет темелле. Ачасем вара ăна хаваспах пулăшаççĕ. Вĕсене те, уйрăмах экскурсоводсене, пурнăçра çакă, тен, кирлĕ пулĕ?
 
: 1258, Хаçат: 18 (800), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: