Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Июлĕн 8-мĕшĕнче Хусанта вăйлă çил-тăвăл иртрĕ. «Кун пеккине тахçантанпа курман»,– теççĕ ватăсем. Вырсарникун каçхине çанталăк аванах тăратчĕ. Улттă иртсен çил вăйлăланма пуçларĕ. Тăххăрмĕш çурринче çил-тăвăл çавăрттара пуçларĕ, вăйлă çумăр çурĕ, каярах пăр çума пуçларĕ.
Çил-тăвăл Хусанти Советски тата Атăлçи районĕсене ытларах сăтăр кӳнĕ. Электричество юписем йăваннипе çур хула çутăсăр юлнă. Дербышки поселокĕнче ытларикун та çутă паманччĕ-ха. Тĕрлĕ сооруженисем арканнипе нумай çуртсенче шыв та çукчĕ. Хулара светофорсем ĕçлемерĕç. Çулсем çинче мĕн пулнине каласа пĕтереймĕн. Нумай çуртсен тăррисене илсе кайнă, реклама щичĕсем йăваннă. Мăнаçлă йывăçсене çил-тăвăл тымарĕсемпех туртса кăларнă, урамсенче темĕн чухлĕ йывăç выртать.
Дербышкинчи питĕ хитре вырăн, халăх канма юратнă хурăнлăх халĕ çук. Тем пысăкăш лаптăкри йывăçсем пурте йăваннă. Унсăр пуçне хулари çуртсен çумĕсенче 2,5 пин йывăç ӳкнĕ.
Икĕ сехетре Хусанта виçĕ уйăх çумалли çумăр çунă. Çавна пула урамсенче, шыв кайса ĕлкĕрейменнипе, 1 метр тарăнăш çырмасем юхрĕç. Машинăсем шывра путса юрăхсăра тухнă. Начар курăннипе пĕр-пĕринпе çапăнса пĕтнĕ. Хăрушă çанталăка пула тухнă аварисенче 2 çын вилнĕ, 12 çын больницăна лекнĕ.
* * *
Çил-тăвăл республикăн тĕп хулине çеç мар, тепĕр тăхăр района пысăк шар кăтартнă. Асар-писер çанталăк ял хуçалăхĕсен çурт-хуралтисене, тыр-пула сиенленĕ. Лайăш районĕнче 5432 гектар çинчи тĕш тырра, 10,8 миллион тенкĕлĕх, çавăн пекех хуçалăхсенчи 67 хуралтăна, 34,5 миллион тенкĕлĕх, сиен кӳнĕ. Çӳлту районĕнче те 46 объект, 835 гектар çинче акнă тырă юрăхсăра тухнă – тăкак 4,1 миллион тенкĕпе танлашать. Вăйлă çиле пула Аксу районĕнче те ял хуçалăхĕ 562 пин тенкĕлĕх пурлăх çухатнă. Арск районĕнче пуринчен ытларах выльăх-чĕрлĕх фермисем шар курнă. Нурлат тăрăхĕнче 13,1 гектар çинчи çурхи тырăсем сиенленнĕ, икĕ складпа виçĕ фермăн тăррисене илсе пăрахнă. Элкел районĕнчи хуçалăхсем 5,1 миллион тенкĕлĕх, Пĕтреç районĕнче 9,7 тенкĕлĕх тăкак тӳснĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен, Тутарстан Республикин çĕр ĕçченĕсене иртнĕ эрне вĕçĕнчи çил-тăвăл 85 миллион тенкĕлĕх сиен кӳнĕ.
 
: 1141, Хаçат: 28 (706)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: