Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Республикăн Çамрăксен эстрада искусствин «Созвездие-Йолдызлык» IX уçă телефестивалĕн гала-концерчĕ апрелĕн 27-мĕшĕнче «Пирамида» культурăпа кану комплексĕнче пулчĕ. Çамрăксен пултарулăхне аталантарма пысăк тимлĕх уйăрса ТР Президенчĕ М.Ш.Шаймиев хăй фестивале мĕнле йĕркеленине, ирттернине сăнаса тăрать. Тен, çавăнпа та çак конкурс «коррупципе вараланман» теççĕ пĕлекенсем. Республикăри 26 районтан 75 пин çамрăк, пурте пĕр пек условисенче хутшăннă. «Созвездие-Йолдызлыка» хутшăнма май паракан пĕртен-пĕр услови – пултарулăх пулни. Гала-концерта 700 ача, çамрăк хутшăнчĕ, икĕ сехет ытла пычĕ уяв. Çакăнтах кăçалхи çĕнтерӳçĕсене саламларĕç, фестивалĕн гран-прине Заинскри юрăç Айдар Сулейманов (70 пин тенкĕ стипенди) тата Ешĕлварти «Орфей» вокалпа хореографи студийĕ (80 пин тенкĕ стипенди) çĕнсе илчĕç. Малти вырăнсене çĕнсе илнĕ ачасене 5-40 пин тенкĕ стипенди парса хавхалантарнă.
Çак кунсенче Хусана Шанхайăн пĕрле ĕçлекен организацине кĕрекен çĕршывсен культура министрĕсем пухăннă, лару ирттернĕ. «Созвездие-Йолдызлык» гала-концертĕнче те пулчĕç вĕсем, тен… малашне çак телефестиваль тĕнче шайне те тухĕ? Шанхайăн пĕрле ĕçлекен организацине кĕрекен çĕршывсенчи ачасене пĕр сцена çине пуçтарсан вăл тата та илемлĕ пулĕччĕ. Çак шухăша Минтимер Шарипович та каланă, РФ культура министрĕ Александр Авдеев та килĕшрĕ унпа.
 
: 1050, Хаçат: 18 (800)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: