Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çĕпрел районĕнчи Шемĕршел шкулне фотограф килнĕ. Тĕкĕр умĕнче тирпейленекен хĕр ачасем карета ăшĕнче ларакан пикесем пек е качча каякан хĕр тумĕпе сăнӳкерчĕкĕсене кăларса пама ыйтаççĕ. Арçын ачасем чаплă ют патшалăх автомобилĕсем çумĕнче тăрса саманта асăнмалăх хăварасшăн. Дима Глухов паллă юрăçпа Дима Биланпа çума-çумăн тăмаллине суйларĕ. Унăн юррисене итлеме юратнипе кăна мар, ӳссе çитĕнсен хăй те Билан пек чаплă юрăç пулма ĕмĕтленет.
Пĕррехинче Димăн амăшĕ фермăран ĕçрен килсен аллине дезодорант савăтне тытнă ывăлне юрласа тăнине курах каять. Телевизорпа концертсем пынă чух ачи шăпланса курса ларнине сиснĕччĕ-ха вăл. Тĕкĕр умĕнче юрăçсем пек хăтланса юрланинчен Димăн кĕвĕ патне туртăм пуррине сисет. Чаршав хыçĕнчен амăшĕ вăрттăн сăнаса тăнине курсан: «Анне, ман юрлас килет, ак çакăн пек тытса юрлас килет», – тенĕ вăл амăшне ун чухне, микрофон мĕн иккенне пĕлмесĕр. Халĕ Дима Глухов аллинчен микрофон каймасть те темелле. Хăйĕн пултарулăхĕпе, илемлĕ те уçă сассипе, сцена çинче хăйне ирĕклĕ тытнипе тĕлĕнтерет. Ялта музыка енĕпе вĕрентекен ятарлă шкул çуккипе ывăлне ашшĕпе амăшĕ хăйсемпе пĕрле ялти фольклор ушкăнне илсе каяççĕ. Пĕрремĕш хут сцена çине мультфильмри Крокодил Гена юррипе тухать вăл. Çавăнтан тытăнать те унăн залра ларакансене тыткăнласси. Халĕ Димăна Çĕпрел тăрăхĕнче пĕлмен çын та çук-тăр. Çулсерен Çĕпрелти ачасен «Çамрăк çăлтăр» фестивалĕнче малти вырăнсем йышăнать. Тăван шкулĕнче, ял клубĕнче, районти кашни уява, концертсене хутшăнать. 2007 çулта Анат Камăра иртнĕ «Чăваш шăпчăкĕ» конкурсра иккĕмĕш степеньлĕ лауреат пулнă. Нумай пулмасть Дима Спортпа сывă пурнăç çулне халалланă республикăри çамрăксен тăххăрмĕш уçă эстрада искусствин «Созвездие-Йолдызлык» телефестивальне хутшăнчĕ. «Вокал соло» номинацийĕнчи вăтам ушкăнри арçын ачасен хушшинче икĕ суйлав турне ăнăçлă иртсе диплом илсе килчĕ. Чăн çутă çăлтăрĕ пулаймарĕ пулсан та йăлтăртатакан çăлтăрсен ушкăнĕнчен шанăç параканнисен шутне кĕнĕ теме пулать. Çакна куракансем тăвăллăн алă çупни, ăшшăн йышăнни пĕлтерет.
– Дима, çавăн пек пысăк сцена çине тухас умĕн урусем чĕтремерĕç-и? – ыйтрăм эпĕ.
– Пĕрремĕш кун кăшт хумхантарчĕ пек те, иккĕмĕшĕнче – çук, – терĕ çамрăк артист кулса.
Конкурса тăрăшса хатĕрленнĕ çĕпрелсем. Ятне Шупашкара кайса диск çине юрă кĕввине çыртарса килнĕ. Дима Чăваш Шемĕршел ялĕнче çуралса ӳснĕ. Пăвари машина тăвакан завод директорĕ А.А.Никифоров пулăшнипе чаплă чăваш тумĕ тăхăнса тухрĕ вăл сцена çине. Куракансене «Çуралнă кун», «Анне» ятлă юрăсемпе паллаштарчĕ.
Паянхи кун Дима Шемĕршелĕнчи пĕтĕмĕшле тĕп пĕлӳ паракан шкулта 8-мĕш «б» класра вĕренет, «тăваттă» та «пиллĕк» паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Хытăрах тăрăшсан пĕтĕмпех «пиллĕкпе» кăна та вĕренме пултараять теççĕ учительсем. Шкултан таврăнсан пĕччен кил хуçалăхне илсе пыракан амăшне Светлана Дмитриевнăна пулăшма васкать. Тăватă ĕне-пăру, сысна, кролик, чăх-чĕп, хур айĕсене тасатасси, каçа апат парасси, килти пĕр арçын – Дима çинче. Юлташĕсемпе футболла выляма юратнисĕр пуçне вăл тăван тавралăхпа, техникăпа кăсăкланать. Çуллахи каникулта комбайнер пулăшаканĕ пулса вăй хурать. Тĕрлĕ енлĕ аталанăвĕпе, тăрăшулăхĕпе вăл пысăк çитĕнӳсем тума пултаратех.
 
: 1119, Хаçат: 18 (800)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: