Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Кăçал ноябрь уйăхĕн 3-мĕшĕнче Хусанта Тутарстан халăхĕсен II съездне ирттерме палăртнă. Республикăри йĕркелӳ ушкăнне ТР Патшалăх Канашĕн председателĕ Ф.Х.Мухаметшин ертсе пырать. Çак кун çывхарса пынă май, Тутарстанра пурăнакан халăхсен пурнăçĕ хĕрсе пырать. Июлĕн 7-мĕшĕнче Çырчаллинче украинсен «Иван Купала» уявĕ, июлĕн 12-мĕшĕнче Хусанта крешĕнсен «Пирау» уявĕ иртрĕç. Иртнĕ эрне вĕçĕнче Нурлатра чăвашсем Раççей шайĕнчи Уява савăнăçлă лару-тăрура уявларĕç.
Уяври самант
Уяври самант
Уяв – уяни, пурнăçри йăласене тытса пыни. Çурхи уявра паллашнă çамрăксем кĕркунне туй туса пĕрлешнĕ. Кашни юррăн хăйĕн ӳкерчĕкĕпе утти – çамрăксен вăййисем илĕртсе тăнă.
Нурлатсем Уява район шайĕнче 1992 çулта палăртма тытăннă, унта районти мĕнпур чăваш фольклор коллективĕсем хутшăннă. Мероприяти Нурлатăн тĕп урамĕнче иртнĕ. Çакă ырă йăлана çаврăннă. Малалли çулсенче нурлатсем çулсерен Уяв шайне ӳстерсе çеç пынă. Район коллективĕсемпе пĕрле Уява кӳршĕ районтисем те хутшăннă. 2006 çулта Нурлатра республикăри чăваш культурин праçникĕ вун пĕрмĕш хут пулчĕ. Кăçалхи праçник Нурлат муниципаллă районĕн тата хулин пуçлăхĕ Фатих Сибагатуллин пуçарăвĕпе Пĕтĕм Раççейри статуспа иртрĕ.
Чăвашсен федераллă наципе культура автономийĕн пуçлăхĕ, Раççей Патшалăх Думин депутачĕ А.Г.Аксаков Уява хутшăнни, Тутарстанпа кӳршĕллĕ регионсенчи наципе культура автономийĕсен председателĕсем, республикăри министерствăсемпе ведомствăсен ертӳçисен çумĕсем, кӳршĕллĕ район пуçлăхĕсем килсе çитни Нурлат çумĕнчи аэропортри стадиона пин ытла çын чăваш юррипе савăнма пухăнни – мероприяти кирлĕлĕхĕн пĕлтерĕшне тепĕр хут çирĕплетет. Эстонирен килнĕ хăнасем Уява хутшăнса ăна халăхсем хушшинчи статус пачĕç. Çак праçнике кашни çул Раççей шайĕнче çеç мар, тĕнче шайĕнче ирттересчĕ.
Уяв пуçланмалли вырăна хисеплĕ хăнасем савăл çапаççĕ, вĕсен йĕри-тавра Уяв ирттерекенсем карталанса тăнă. Акă темиçе хутлă ункă юрă çемĕпе майĕпен çаврăнма пуçларĕ. Çак хăйĕн хăватлăхĕпе тата асамлăхĕпе тĕлĕнтерсе тăракан йăла çинчен сăмахпа каласа пани çителĕксĕр, ăна куçпа курмалла.
ТР ЧНКА Канашĕ те аван хатĕрленнĕ ку уява. Çакнашкал мероприятисен хальхи атрибучĕсем те пурччĕ. Чаплă хăнасене Уяв эмблемиллĕ бейсболкăсем, чăваш тĕрриллĕ питшăллисем парнелерĕç.
– Тутарстана М.Ш. Шаймиев ертсе пыма тытăниччен чăвашсен те, марисен те, удмуртсен те, мордвасен те, крешĕнсен те халăх праçникĕсем республика шайĕнче иртмен. Нацисен автономийĕсем те пулман çав кунччен, – каларĕ Нурлат муниципаллă районĕн ертӳçи Ф.С.Сибагатуллин. – Çакăншăн ăна пысăк тав. Кунта хисеп туса Эстонирен пуçласа Тюмень тата ытти регионсен делегацийĕсене, çавăн пекех пирĕн республикăри 14 районти хăнасене те чун-чĕререн пысăк тав.
Унта хутшăнакан коллективсем хушшинче мала тухнисене тата «Чи техĕмлĕ чăваш сăри», «Чи тутлă чăваш апачĕ», «Чи хăтлă чăваш кил-çурчĕ» номинацисенче çĕнтернисене парнесем А.Г. Аксаков, К.Г. Яковлев, Ф.С. Сибагатуллин пĕрле пачĕç. Чăваш наципе культура автономийĕ Уява хутшăннă ансамбльсемпе фольклор ушкăнĕсене праçник тĕлне ятарласа Тутарстанри чăваш юрă коллективĕсем çинчен кăларнă альбомсем парнелерĕ.
Фольклор коллективĕсемсĕр пуçне Уявра чăваш эстрада çăлтăрĕсем – «Пĕртăван Малинасем» ушкăн, Валентина Кузнецова, Алексей Шадриков, Катя Голубева, Алексей Московский, Петр Ермолаев, Андрей Шадриков – хутшăнчĕç. Вĕсен концерчĕ вăраха тăсăлчĕ. Чунтан савăнчĕç пухăннисем, хăйĕн илемĕпе нумайччен асра юлĕ çак кун пирĕн чĕресенче.
Мероприяти вĕçĕнче иртнĕ пресс-конференцире Уявăн йĕркелӳ комитечĕн пуçлăхĕ Ю.В.Терентьев хатĕрленӳ ĕçĕсен ăнăçлăхне палăртрĕ, хутшăнакансене тав турĕ, вырăнти чăваш ялĕсен ĕçне ырларĕ. Уяв ăнăçлă иртрĕ. Çитес çул халăхсем хушшинчи мероприятие ирттермелле. Çак праçнике анлăлатса унта хуçасем утсен ăмăртăвне, кĕрешĕве кĕртме палăртаççĕ.
Савăнăçлă лару-тăрупа çыхăннă нумай сăмахсем янăрарĕç сцена çинчен. Çапах пуринчен ытла район пуçлăхĕ Ф.С.Сибагатуллин каланă сăмахсем тĕлĕнтерчĕç, савăнтарчĕç, аса кĕрсе юлчĕç: «Эп ăçта пулсан та Уява хамăн юлашки кунччен килме, май çитнĕ таран йĕркелеме пулăшма шантаратăп. Мана Нурлат халăхĕ çĕнĕрен чĕртрĕ. Тав сире».
 
: 2368, Хаçат: 28 (706), Категори: Аваллăх ахрăмĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: