Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Хальхи ачан чи çутă ĕмĕчĕ хытнă çăкăр татăкĕ мар, компьютер пулни йĕркеллĕ пулăм, мĕн тесен те çӳллĕ технологисен аталанăвĕн саманинче пурăнатпăр. Анчах апла мар çав, хăшĕ-пĕриншĕн çăкăр татăкĕ тупăнни те телей иккен. Сăмахăм паянхи кун, çитменнине тата юнашаррисем çинченех пынине тӳрех ĕненме йывăр пулсан та ку – хăрушă чăнлăх.
Шкулта вĕренес, урамра сиккипе выляса çӳрес вырăнне вараланчăк подъездсенче çĕр каçакан, хырăма тăрантарас тесе вăрласа çӳрекен ачасем те пур. Чи хăрушши – вĕсем ютран килнĕ таркăнсем мар, хамăр çĕршывăн пĕчĕк гражданĕсемех. Тутарстанра та кун пек ачасем нумай. Килсĕр-çуртсăр çапкаланса çӳрекенсен малашнехи шăпин сценарийĕ нумай чухне пĕрешкел: малтан урам, унтан тĕрме. Мĕншĕн тесен ачасен аллипе «кăвар туртакан» яланах тупăнать. Пурнăçăн чи нишлĕ тĕпне пĕрре анса чĕркуçленсен, ура çине тăрасси пирки нумай чухне ан та ĕмĕтлен.
Хусанти Левченко поселокĕнчи йĕркесĕр ачасемпе çул çитменнисен ятарлă шкулĕ умĕнче ашшĕ-амăшĕсене нихăçан та кураймăн: пĕрремĕшĕнчен, вăл хăйне евĕрлĕ учреждени, иккĕмĕшĕнчен, кунти ачасем ашшĕ-амăшне те, тăванĕсене те кирлĕ мар, тата... кунта хăйĕн ирĕкĕпе килекен çук, суд йышăнăвĕпе кӳреççĕ.
Çакăн йышши ятарлă шкулсем Раççейре уçăлнăранпа 100 çула яхăн пулин те çӳлерех асăннă шкулăн историйĕ 10 çул та çук. Ăна Хусан 1000 çуллăхне хатĕрленнĕ чух 2002 çулхи декабрь уйăхĕнче кăна йĕркеленĕ. Преступлени тунă 14 çула çитмен ачасене закон тăрăх, колонисене яма юрамасть, вĕсен ятарлă шкулсенче 1-3 çул реабилитаци иртмелле. Паллах, кун пек учрежденисем питĕ тăкаклă, çитменнине тата Раççейĕпе те шутлă кăна. Урăх региона ăсатас пулсан, кашни ачашăн республикăн çулталăкне 150-200-шер пин тенкĕ тӳлемелле. Анчах йăлтах укçапа кăна виçсен тĕрĕс пулмĕччĕ, суд преступник тесе йышăнсан та вĕсем ачах-çке. Пурнăç пуçламăшĕнче такăннăшăн ĕмĕр чĕркуçленмелле тенине пĕлтермест. Кун пек учрежденисем пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнипе Правительство республикăрах уçма шутланă та ку шкула.
Çак темиçе çулта кунта пурĕ 197 ача реабилитаци иртнĕ. Хальхи вăхăтра 52 ача пĕлӳ пухать çеç мар, аслисене çĕнĕрен шанма те вĕренет. Урамра криминал законĕпе пурăннăскерсене, каялла йĕркеллĕ пурнăçа хăнăхасси пуринчен йывăрри-мĕн.
Хăтлăхĕпе ытти шкулсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман ку учреждени 2002 çулта тĕрмерен пĕрре те кая пулман тенине халĕ ĕненес килмест.
– 4 çул каялла кунта пĕрремĕш хут килсен, ачасем зексен ĕç тумне, урисенче 43-мĕш размерлă, шнуроксăр кирза пушмак тăхăннине куртăм та чĕре çурмалла çурăлатчĕ, – иртнине халĕ те хумханмасăр аса илеймест шкул директорĕ Р.Галлямов (вăл ку шкула шăпах 4 çул ертсе пырать). Вăхăтĕнче хăй те интернатра ӳснĕскер, Рафис Асхатович кун пек ачасен йывăрлăхĕсене кĕнеке тăрăх мар пĕлет.
– Ниме пăхмасăр, чи малтан вĕсем – ачасем, апла вĕсемпе çынла пулмалла. Суд мĕне пăхса ачана çулталăка кăна пирĕн пата ярать? Кашкăр çурине аса илтерекенскер, çулталăкра тӳрленме мар, кунти пурнăçа хăнăхса кăна пырать. Тĕрĕс мар ку. Тата кунта лекекен ачасенчен 70-80 проценчĕ токсикоман пулнине мĕншĕн шута илмеççĕ? Çамрăк организма наркăмăшлă япаласенчен тасатма та çулталăк çителĕксĕр вĕт. 34 ача суд палăртнă срок вĕçленсен кунтах юлма кăмăл тусан пирĕн пата прокуратура ĕçченĕсем тĕрĕслевпе килчĕç. Ачасен правине пăсатпăр имĕш, çав ачасен ăçта каймалла тет-ха, енчен те вĕсене ниçта та кĕтмеççĕ пулсан?– тарăхса пĕлтерет Р.Галлямов.
Çакăн пек каламашкăн директорăн сăлтавĕ те пур. Мĕншĕн тесен кунта ахаль шăпаллă пĕр ача та çакланмасть. Чылайăшĕ вулама, çырма мар, кравать çинче çывăрма та, туалета та тирпейлĕн çӳреме пĕлмест. Урамри группировкăсен йĕркине пăрахтарасси кăна мĕне тăнă педагогсене? Апла пулин те воспитанниксем çинчен кунта «судпа айăпланнă», «воспитанник» мар, ачашшăн «пирĕн ачасем» теме хăнăхнă. Шкул девизне «Эпир – çынсем» тесе йышăнни те, шкулăн ятне ачасемпе пĕрле хăйсен хушшинче «Шанăç» тесе ят пани те ахальтен мар. Халь хăйсен ялавĕ те, гимнĕ те пур вĕсен. Çакăн пек йĕрке тунипех ятарлă шкул Раççейри çакăн йышши ытти шкулсен хушшинче чи лайăх пилĕк шкул йышне кĕнĕ.
Вĕренекенĕсене пулăшас тĕллевпе директорăн çулталăкне миçе алăка шаккама тивмест-ши? Кунти ачасене çуллахи пĕр кану лагерĕ те йышăнмасть вĕт. Дзюдо, бокс, йывăçран каскаламалли кружок ĕçĕсене йĕркелес шухăша ятарлă ведомствăсем яхăнне те яман вăхăтсем те пулнă. Спорт мероприятийĕсене хутшăнас ирĕке те аран-аран кăна илнĕ. Р.Галлямов тăрăшнипе паян кунти ачасем спортăн тĕрлĕ тĕсĕпе туслă, тĕрлессинчен пуçласа тăмран, йывăçран япаласем ăсталаççĕ, юрлаççĕ-ташлаççĕ, ӳкереççĕ. Палăртас пулать – лайăх. Аслисене çĕнĕрен шанма вĕрентес тĕллевпе шкула спорт çăлтăрĕсене хăнана чĕнеççĕ, Англи, Франци тата ытти çĕршывсен волонтерĕсем те пĕрре мар пулнă.
Сăмах та çук, суд приговорĕпе кунта лекнĕ ачасем хăйсем мĕн тăвас тенине тăваймаççĕ, хулана та ирĕккĕн тухса çӳреймеççĕ. Мĕншĕн тесен учреждени хупă йышши, режим та çирĕп. Тĕслĕхрен, кăнтăрлаччен вĕренеççĕ, кăнтăрла хыççăн производство мастерĕсемпе пĕрле тĕрлĕ ĕçе хăнăхаççĕ, каçхине вара урок тăваççĕ, спортзалта спорт вăййисем выляççĕ, вулаççĕ. Шкул территорийĕнче теплица та пур. Унта ĕçлесе илнĕ тупăша вара кашни ачан счечĕ çине куçараççĕ.
Кунти тепĕр ырă йăла та чуна савăнтарать. Кашни ача уйрăм савăта чечек лартса ӳстерет иккен. Ĕç тенĕрен, ку енĕпе те маттур вĕсем. Юлашки 5 çулта кăна вăрман хуçалăх ĕçченĕсемпе 187 пин тĕп хырпа чăрăш хунавĕсем лартнă. Республикăри тăлăхсен приючĕсемпе ваттисен çурчĕсен, инвалидсен интерначĕсен территорийĕсене юртан, çӳп-çапран тасатма пулăшаççĕ. Концертсем кăтартаççĕ.
Авторитетлă педагогсем тăрăшнипе ачасенчен нумайăшĕ республика, Раççей шайĕнчи спорт ăмăртăвĕсенче малти вырăнсене йышăнаççĕ. Вĕренӳре çитĕнусем тăвакансем те пур. Тĕслĕхрен, кунта реабилитаци иртнĕ пĕр каччă кăçал Хусанти аслă çар команда танк училищинчен вĕренсе тухать. Хальхи вăхăтра шкул директорĕ Хусанти Суворов училищине тепĕр икĕ ачана вĕренме кĕртес ыйтупа çӳрет. Йăлтах йĕркеллĕ пулсан, сентябрĕн 1-мĕшĕнчен вĕсем курсант тумне тăхăнмалла.
Çапла вара ятарлă шкул капашсăр ĕç пурнăçласа ачасене çĕнĕрен аслисене шанма, пурнăçра тĕрĕс çул çине тăма пулăшать. Шкул ертӳçисем тăрăшнипе хăш-пĕр ача çĕнĕ çемье те тупать, хăшĕ-пĕри хăй хваттерне сутасран сыхласа хăварать. Çитес вăхăтра 14 çулти Илья Рачкова, тĕслĕхрен, пĕр çемье усрава илес шанăç пур, хальхи вăхăтра документсем пуçтараççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, шкул хупă учреждени пулсан та кунти ачасем хăйсен хуйхипе куçа-куçăн юлмаççĕ, юлташĕсем те нумай вĕсен, хулари ытти ахаль шкулта вĕренекен хăйсемпе пĕр çулти ачасемпе хутшăнаççĕ, пĕрле спорт мероприятийĕсем, концертсем ирттереççĕ.
ТР ШĔМĕ йĕркеленĕ «Ачасене шанăç парнеле» акци вăхăтĕнче милици ĕçченĕсем ятарлă шкул ачисене концертпа, тĕрлĕ конкурс-викторинăпа савăнтарма килсен, кунта вĕренекенсем те хăйсен пултарулăхĕпе паллаштармасăр чăтаймарĕç. Тĕрлĕ юрă юрларĕç, ытти ташăсемпе пĕрле брейк-данс ташлама, пултаруллă çамрăк спортсменсем хăйсем мĕн тума пĕлнине кăтартрĕç. Çитес вăхăтра шкулăн хăйĕн вĕрсе каламалли инструментсен оркестрĕ те пулĕ, ШĔМ оркестрĕ инструментсем парнелеме çеç мар, вĕсемпе калама вĕрентме те шантарчĕ.
Шел, пурнăç темшĕн шурăпа хура çине пайланать. Пулăшма тăрăшаканпа пĕрлех ирсĕр ĕçе явăçтараканни те тупăнать. Иккĕмĕшĕн вара ик айкки те тăвайкки, çав вăхăтра ача ачалăхсăр юлни те...
 
: 1210, Хаçат: 17 (799), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: