Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Июлĕн 11-мĕшĕнче Федераци Канашĕ Раççей Федерацийĕпе Тутарстан Республикин патшалăх власть органĕсем хушшинчи полномочисене пайласси çинчен калакан Килĕшӳшĕн сасăларĕ. 122 сенатор документа йышăнассишĕн сассисене панă, тăваттăшĕ хирĕçленĕ, пĕри сасăламан.
Ку документ çур çул каяллах пурнăçа кĕмеллеччĕ. РФ Патшалăх Думи ăна çулталăк каяллах ырланă. Анчах та кăçалхи февраль уйăхĕнче Федераци Канашĕ унта хăш-пĕр çитменлĕхсене курнă, ăна лайăхрах хатĕрлесе çитерме тавăрса панă. Çапла вара депутатсем документа хăш-пĕр тӳрлетӳсем кĕртнĕ хыççăн, ăна сенаторсем те ырларĕç.
Çĕнĕ килĕшӳ, паллах, Тутарстана малтанхи, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче йышăннă документ пекех ирĕклĕхсем памасть. Унта палăртнă тăрăх, Раççей Правительствипе Тутарстан Министрсен Кабинечĕ республикăн экономика, экологи, культура тата ытти уйрăмлăхĕсемпе çыхăннă ыйтусене пĕрле хутшăнса татса парасси çинчен каланă. Республика территорийĕнче пурăнакансене Раççей гражданинĕн паспорчĕ ăшĕнче тутар чĕлхипе çырнă тата Тутарстан гербне ӳкернĕ хушма страница пулĕ. Унсăр пуçне Килĕшӳ Раççей Президенчĕ Тутарстан Президенчĕн должноçне йышăнма республикăн икĕ чĕлхине – вырăсла тата тутарла – пĕлекене кандидата тăратма гаранти парать.
Асăннă Килĕшĕве йышăнни Раççейри федерализм аталанăвĕн çĕнĕ тапхăрĕ пуçланни çинчен калать. Вăл пирĕн нумай нациллĕ çĕршывра пурăнакан кашни халăх хăйĕн йăли-йĕркине, чĕлхине, культурине упраса хăварма пултарассине ăнлантарать. Тĕрлĕ чăрмавсенчен, йывăрлăхсенчен кăна хăраса тăмалла мар. Халĕ, паллах, Тутарстан тĕслĕхне ытти субъектсем те алла илме тăрăшĕç. Çакă пулмасть-и-ха пирĕн Тĕп саккунра – Конституцире – палăртнă федерализм принципĕ?
РФ Патшалăх Думин Председателĕн пĕрремĕш çумĕ Олег Морозов сăмахĕсенчен, çак Килĕшĕве çирĕплетни Федерацие тата тĕреклетме пулăшĕ. Ун шучĕпе, Тутарстан çĕр айĕнчи пурлăхпа усă курассипе тата ыттипе çыхăннă ыйтусене федераци законĕсемпе çирĕплетесси çинчен калани те питĕ тĕрĕс.
– Килĕшӳ Тутарстаншăн кăна мар, мĕнпур Раççейшĕн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ, – тет Тутарстанăн Федераци Канашĕнчи представителĕ Экзам Губайдуллин. – Раççей демократиллĕ çĕнетӳ тата федерализм çулĕпе пырать, вĕсемсĕр пирĕн обществăн пуласлăхĕ çукки пуриншĕн те паллă. Документ Федерацин уйрăм субъектне нимле преференци те памасть. Вăл пĕр-пĕринпе хутшăнса ĕçлес йĕркене кăна çирĕплетет.
Халĕ Килĕшĕве çĕршыв пуçлăхĕ Владимир Путин алă пусса çирĕплетмелле. Ăнчах та ăна шăпах РФ Президенчĕ пăхса тухма тăратнине шута илсен, ку тĕлĕшпе нимле ыйту та пулмалла мар.
 
: 1082, Хаçат: 28 (706)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: