Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тутарстан Республикин патшалăх влаçĕн ĕç тăвакан органĕсене лайăхрах ĕçлеттерес тĕллевпе вĕсен структурине улшăнусем кĕртесси пирки июлĕн 10-мĕшĕнче ТР Президенчĕ М.Ш.Шаймиев Указ кăларнă. Унпа килĕшӳллĕн ТР Экономикăпа промышленность министерстви ансатланать. Çавăн пекех ТР Суту-илӳпе тулашри экономика хутшăнăвĕсен министерствине те пырса тивеççĕ кун пек çĕнĕлĕхсем.
Çав вăхăтрах ТР Экономика министерствине туса хумалла тенĕ Указра. Республикăн экономикине аталантарасси, Тутарстана инвестицисем «илĕртесси» тата тĕллевлĕ программăсем хатĕрлесе ĕçе кĕртесси – çак министерство тивĕçĕнче пулать. Суту-илӳ ыйтăвĕсемпе промышленность ыйтăвĕсене вара ӳлĕм пĕр министерство – ТР Промышленнăçпа суту-илӳ министерстви татса парĕ.
Тепĕр кунах, июлĕн 11-мĕшĕнче, Президентăн тата икĕ Указĕпе паллашрăмăр – çĕнĕ министерствăсене камсем ертсе пырассине палăртнă вĕсенче.
Çапла ТР промышленноçпа суту-илӳ министрĕн лавне А.А.Когогин туртса пырĕ, ТР экономика министрĕ пулма М.Р.Сафиуллина çирĕплетнĕ.
Александр Анатольевич Когогин 1967 çулхи мартăн 11-мĕшĕнче Ешĕлвар районĕнчи Большие Ключи ялĕнче çуралнă. 1993 çулта Хусанти А.Н.Туполев ячĕллĕ патшалăх техника университетĕнчен вĕренсе тухсанах шĕкĕр хулари тĕрлĕ предприятисенче пай начальникĕ, директор çумĕ, директор пулса ĕçленĕ хыççăн Ешĕлвара таврăннă. 2001 çултан «Ешĕлварти фанера завочĕ» УАО генеральнăй директорĕ пулнă.
ТР экономика министрĕ Марат Рашитович Сафиуллин 1970 çулхи сентябрĕн 24-мĕшĕнче Хусанта çуралнă. Тăван хуларах Финанспа экономика институтĕнче аслă пĕлӳ илнĕ. Диплом илсен çакăнтах ĕçлеме юлнă. 2003 çулта М.Р.Сафиуллина ТР Президенчĕн социаллă экономика ыйтăвĕсемпе Патшалăх советникĕ тунă, пĕлтĕр ноябрь уйăхĕнчен – экономика ыйтăвĕсемпе. М.Ш.Шаймиев Указĕпе урăх ĕçе куçнă май М.Р.Сафиуллина ТР Президенчĕн экономика ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх советникĕ тивĕçĕсенчен хăтарнă.
Экс-министрсем ăçта? Çак ыйту интереслентеретех ĕнтĕ вулакана. Вĕсен шăпи тĕрĕс-тĕкелех, карьера пусминчен те ӳкмен вĕсем. ТР суту-илӳпе тулашри экономика хутшăнăвĕсен министрĕнче вăй хунă Хафиз Салихов ТР Халăхсен хушшинчи çыхăнăва аталантарассипе ĕçлекен агентствăна ертсе пыма пуçлать. ТР экономикăпа промышленность министрĕ пулнă Борис Павлов вара ТР пĕрремĕш вице-премьерĕнчех юлать, федераци программисемпе наци проекчĕсем еплерех пурнăçланса пыни çинчен Правительствăна министерствăсемпе пĕрлех явапласа тăрĕ.
 
: 1121, Хаçат: 28 (706)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: