Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«Эпир атомлă бомба çурăлнипе мар, хамăрăн çӳп-çап айнех пулса вилетпĕр», – терĕ ТР экологипе çут çанталăк ресурсĕсен министрĕн пĕрремĕш çумĕ Марат Магдеев республикăра санитарипе экологин икĕ уйăхлăхĕ пуçланнине халалланă брифингра. Çапла каламашкăн унăн сăлтавĕ те пурччĕ çав. Пĕлтĕр Тутарстана вĕсем хĕвел анăçĕнчен пуçласа хĕвел тухăçне çити самолетпа вĕçсе «вĕçен кайăк вĕçевĕн çӳллĕшĕнчен» сăнанă та çӳп-çаппа вараланман пĕр пĕчĕк яла та тупайман.
Пытармалли çук, экологие чăн та, хăрушла варалатпăр. Сăмах кунта пысăк предприятисем çинчен кăна пымасть. «Тасатсан мар, вараламасан тирпей пулать»,– теççĕ вырăссем. Анчах темшĕн хамăр хыççăн хамăр тасатмастпăр, «çӳлтен» хушасса кĕтетпĕр. Кăçал та акă ТР Министрсен Кабинечĕ апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 1-мĕшĕччен санитарипе экологин икĕ уйăхлăхне ирттересси пирки хушу кăларнă. Ятарлă комиссисем, ĕç ушкăнĕсем йĕркеленĕ. Ялсемпе хуласен, шыв-шур, юхан шывсен, çулсен, чукун çулсен, кану вырăнĕсен, ял хуçалăх уй-хирĕсен хĕррисенче санкцилемен çӳп-çап куписем пуррипе çуккине тĕрĕслемелли график, тавралăха тирпейлемелли мероприятисен планне хатĕрленĕ.
М.Магдеев ку енĕпе ĕçлемен пĕр хула та, пĕр муниципаллă район та çук текелерĕ пулин те хальлĕхе улшăнусем питех курăнмаççĕ-ха. Мĕншĕн тесен санкцилемен çӳп-çап куписем хулара та, ялта та çителĕклех. Тĕслĕхрен, апрелĕн 1-8-мĕшĕсенче кăна ТР Экологипе çут çанталăк ресурсĕсен министерствин инспекторĕсем рейда тухса 101 объекта тĕрĕсленĕ вăхăтра çут çанталăка упрамалли законодательствăна пăснă 138 тĕслĕхе, санкцилемен 120 свалкăна тупса палăртнă, йĕркене пăсакансен енĕпе 26 (2 предприятипе организацие, должноçри 16 çынна тата 8 ахаль çынна) протокол çырса пурĕ 24 пин тенкĕ штраф тӳлеттермелле тунă.
Хулара субботниксене халăх сахал мар хутшăнать-ха, пĕлтĕр, тĕслĕхрен, пĕр кунра кăна 200 пин тонна ытла çӳп-çапа тасатнă. Анчах çынсен ĕçне хакламанни те хăй çимĕçне кӳрет-тĕр çав. Халăхĕ субботнике тухать, çӳп-çапне те пуçтарса хутаçсене тултарать, анчах тулли хутаçсене тĕрлĕ сăлтава пула йăлтах тиесе каймаççĕ иккен. Çавна кура пуçтарăннă çӳп-çап каллех таврана саланса, йăваланса выртать. Субботник тенĕрен, хулара ку енĕпе мĕн те пулин туни курăнать-ха, ялта вара? «Вырăнти ял хутлăхĕсен пуçлăхĕсене ăнланса пĕтерейместĕп эпĕ, вĕсем ялан хушма хушу кĕтеççĕ. Çӳп-çап пăрахма вĕсен укçи пур, тасатма вара укçи те, техники те çук имĕш»,– кăмăлсăррăн пĕлтерчĕ Марат Фаикович. Пуçлăхсемшĕн ĕçлес вырăнне нăйăлтатса сăлтав шырани çăмăлрах-çке. Çавăнпа ял çывăхĕнче юхса выртакан пĕр таса çырма та юлмарĕ ĕнтĕ пирĕн. Тен, кăçалхи икĕ уйăхлăх чылай ыйтăва татса парĕ? Кирлĕ мар çĕрте свалка йĕркелекенсене пуçран шăласси курăнмасть кăçал, штрафсен калăпăшне темиçе хут ӳстернĕ. Малашне тавралăха варалакан ахаль çынсен – 2, должноçрисен – 5, предпринимательсен 50 пин тенкĕ (тата коммерци ĕçне 90 кунччен чартараççĕ), предприятипе организацисен 250 пин тенкĕ таранах штраф тӳлемелле пулĕ. Çавăнпа кĕсье тĕпне çӳхетес мар тесен, кашнин хăйĕн хыççăн пуçтарма тивĕ.
Республикипе пăхас пулсан, тирпей енĕпе хальлĕхе Кама леш енчи районсене çитекенни çук. Тĕслĕхрен, Элмет, Çарăмсан, Сарман районĕсем кăçал та ĕçе питĕ тĕрĕс йĕркеленĕ-мĕн. «Вăхăтĕнче çӳп-çап айне путатчĕç вĕсем, халĕ тирпейпе савăнтараççĕ»,– мухтарĕ М. Магдеев. Çаплах Çырчалли хулинчен те тĕслĕх илмеллине каларĕ вăл. Ку хулара халăхран кĕленче савăтсем, полиэтилен пуçтармалли 55 пункт, кулленхи хытă çӳп-çапсене сортлас (сортировать) ĕçе хута янă.
Сăмах та çук, пысăк хуласен куллен пуçтарăнакан çӳп-çапĕ те нумай. Хусанта, тĕслĕхрен, ятарлă машинăсем çӳп-çап полигонĕсене кунне миçе хутланин шучĕ те çук. Çавна кура темиçе километра тăсăлакан Самосырово полигонĕ тахçанах тулса ларнă. Сăмах май, ТР Экологипе çут çанталăк ресурсĕсен министерствин тĕп территори управленийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Радик Мухтаров каланă тăрăх, çитес вăхăтра Хусанти Мускав районĕнчи Химическая урамĕнчи çĕнĕ çӳп-çап полигонне хута ярсанах Самосырово полигонне хупаççĕ.
Çаплах Хусанта медицина каяшĕсен утилизаторĕ те çитес вăхăтрах хута каймалла. Кун валли ятарлă оборудованисем йăлтах туяннă.
 
: 1045, Хаçат: 16 (798)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: