Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 749 - 751 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тĕнчери финанс кризисĕ Раççейре çурт-йĕр тăвассине те тĕкĕнмесĕр иртмерĕ. Нумай çĕрте халĕ строительство ĕçĕсем нухрат çитменнипе чарăнса ларнă. Çав шутра – «Раççей гражданĕсене – хăтлă тата илме май пур çурт-йĕр» программăпа хута яраканнисем те. Тутарстан Правительстви вара кризиса парăнасшăн мар, республикăра социаллă ипотека программипе кăçал пĕлтĕрхинчен те нумайрах – 800 пин тăваткал метр (пĕлтĕр 709 пин пулнă) çурт-йĕр хута яма планланă. ТР Президенчĕ хушнипе процент ставки те унчченхи шайрах – 7 процент – юлнă, ытлашши метрсемшĕн тӳлессин хакне те 1,5-рен 1,3 таран чакарнă. Пĕр сăмахпа каласан, ертӳçĕсем халăха çурт-йĕр ыйтăвне кризис вăхăтĕнче те татса пама çине тăрсах пулăшасшăн.
Социаллă ипотека программи 2005 çултан ĕçлеме пуçланă. Унтанпа сахал мар çемье хăйĕн çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатрĕ ĕнтĕ. Районсенче йĕркеленекен черетсем кашни çулах чакса пыраççĕ. Республикăн тĕп хулинче Хусанта вара хваттер илес текенсен йышĕ ӳссе те ӳссе пырать. Ăнланмалла: Хусан пысăк хула. Виçĕ çул хушшинче социаллă ипотека программи тĕп хулара еплерех пурнăçланнипе паллашар-ха: 2006 çулта 86330 тăваткал метр чухлĕ 12 çурт – 1509 хваттер, 2007 çулта 95852 тăваткал метр чухлĕ 13 çурт – 1761 хваттер, 2008 çулта 144335 тăваткал метр чухлĕ 16 çурт – 2328 хваттер хута янă. Çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас текенсен йышĕ чакма мар, ӳссе пыни ТР Президенчĕ çумĕнчи Патшалăх çурт-йĕр фончĕпе Хусан хулин администрацине татăклă утăмсем тума хистенĕ: кăçал шĕкĕр хулара 300 пин ытла тăваткал метр çурт-йĕр хута яма тĕллев лартнă пуçлăхсем. Апла-тăк Хусанта пурăнакан 5 пине яхăн çемье хăтлă çĕнĕ хваттерсене куçĕ кăçал.
Строительство ĕçĕсем еплерех пынипе иртнĕ эрнере журналистсемпе пĕрле Хусан хулин мэрĕ Ильсур Раисович Метшин тата ТР Президенчĕ çумĕнчи Патшалăх çурт-йĕр фончĕн ĕç тăвакан директорĕ Талгат Мидхатович Абдуллин та паллашрĕç. Глушко урамĕнчи 6А-1 объект кăçал Хусанта социаллă ипотека программипе хута яракан çуртсенчен чи пысăкки. Вăл 17-18 хутлă, кирпĕч стеналлă-монолитлă, 6 подъездра пурĕ 479 хваттер пулать. Çуртăн пĕрремĕш хутне тĕрлĕ офис-салонсем, лавкка тавраш валли уйăрма палăртнă. Çурта декабрь уйăхĕнче хута ярĕç. «Казаньцентрстрой» подряд организацийĕн ĕçченĕсем каланă тăрăх, ĕç пĕр саманта та чарăнса тăмасть. Стройматериалсем те, ĕçлекенсем те çителĕклĕ. Çуртăн 8 хутне хăпартнă та ĕнтĕ. Çанталăк ăшăтсан помещенисене шалтан типтерлеме, чӳречесем лартма пуçласси çинчен пĕлтерчĕç строительсем.
Хусан мэрĕпе Патшалăх çурт-йĕр фончĕн ĕç тăвакан директорĕ паллашнă тепĕр объект Авиастроительнăй районĕнчи Беломорская урамĕнче хăпартакан шкул пулчĕ. Çĕнĕ шкул шăпах социаллă ипотекăпа хута яракан çуртсенче пурăнакансен ачисем валли кирлĕ-мĕн. Чăн та, йĕри-тавра вĕр-çĕнĕ çуртсем, 54-мĕш № пĕчĕк шкул вара пурне те йышăнаймасть. Шкула пĕлтĕрех хăпартма пуçланă-ха, анчах тĕрлĕ чăрмавсене пула ĕç тăватă уйăх ĕнтĕ малалла каймасть. Ку ыйтăва та вырăнтах татса пачĕç пуçлăхсем. Мĕн кирлипе тивĕçтерсе çĕнĕ шкула кăçалхи августăн 15-мĕшĕ тĕлне хута яма шантарчĕç. Апла-тăк çĕнĕ вĕренӳ çулне ачасем çĕнĕ шкулта пуçлĕç.
– Кăçал социаллă ипотека программи нихçанхинчен те пĕлтерĕшлĕрех. Çулталăкра 300 пин тăваткал метр çурт-йĕр эпир юрăхсăра тухнă çуртсене ликвидацилес программăна пурнăçланă чух та хута яман. Çакă темиçешер çул хваттер кĕтекенсемшĕн те, строительство индустрийĕшĕн те питĕ кирлĕ. Планлани пурнăçа кĕресси пирки иккĕленместпĕр, вăй та, укçа та çитĕ, – терĕ Ильсур Раисович.
Хальхи вăхăтра Хусанта çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма 23 пин ытла çемье черетре тăрать. Вĕсенчен 13 пинĕшĕ – бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсем. ТР Президенчĕн хушăвĕпе килĕшӳллĕн, черете тăнă хыççăн виçĕ çул хушшинче пурте хваттерлĕ пулмалла. Апла-тăк кăçал 2006 çулта учета тăнисем пурте çĕнĕ те хăтлă хваттерсене куçĕç. Каярах тăнисенчен вара шут çине укçа нумайрах хунисен шанчăк пур.
 
: 1054, Хаçат: 16 (798)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: