Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Июнĕн 27-мĕшĕнче Административлă правăна пăсни çинчен калакан кодекса тӳрлетӳсем кĕчĕç. Вĕсемпе килĕшӳллĕн малашне штрафсене «чи пĕчĕк ĕç укçипе мар», тенкĕпе çырса палăртаççĕ. Халиччен 50 тенкĕ пулнă штрафсем пурте 100 тенке çити ӳснĕ. Унсăр пуçне РФ Патшалăх Думин депутачĕсем виççĕмĕш вулавра тата çĕнĕ тӳрлетӳсем пăхса тухнă. Вĕсем вăй илсен, тĕслĕхрен, хăрушсăрлăх пиçиххине çыхмасăр çӳресен – 500 тенкĕ, машинăпа правасăр çӳресен – 2500 тенкĕ, правана туртса илсен те руль умне ларсан 5000 тенкĕ тӳлеттереççĕ.
 
Хусан Кремлĕнче, Тутарстан Президенчĕ Минтимер Шаймиев умĕнче, ТР Правительствипе «Банк развития и внешнеэкономической деятельности» (Внешэкономбанк) Патшалăх корпорацийĕ Килĕшӳ тунă. Енсем тĕрлĕ инвестици проекчĕсене финанслама пĕрле çыхăнса ĕçлесси çинчен калаçса татăлчĕç, вăл шутра топливăпа нефтехими промышленноçĕ, ял хуçалăх продукцине туса илсе тирпейлесе кăларасси, энергетика, радиоэлектроника тата машинăсем, приборсем, стройматериал тăвакан, авиапромышленнăçсем, çул-йĕр строительстви.
 
Патшалăх Думи çирĕплетнĕ çĕршывăн виçĕ çулхи бюджетĕнче чи пĕчĕк ĕç укçи шайне, 2007 çулхи сентябрьтен вăл 2,3 пин тенкĕпе танлашать, 2011 çул пуçламăшĕ тĕлне пурăнмалли минимум шайне çити çĕклеме палăртнă. Унсăр пуçне 2008 çулта ĕç пенсийĕн тĕп пайĕ апрелĕн 1-мĕшĕнчен 7 процент тата августăн 1-мĕшĕнчен 14,6 процент ӳсмелле. 2009 çулта индексаци апрелĕн 1-мĕшĕнчен 6,8 процент тата октябрĕн 1-мĕшĕнчен 18,2 процент пулмалла. Çакă 2010 çул тĕлне вăтам пенсин тĕп пайне 5,105 пин тенке çитерме май парать (ӳсĕм 1,7 хут пулмалла). Унсăр пуçне çар должноçĕпе çар званийĕн оклачĕсене те ӳстереççĕ: 2008 çулхи сентябрĕн 30-мĕшĕнчен – 15 процент, 2009 çулхи августăн 1-мĕшĕнчен – 6,8 процент, 2010 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен – 6,5 процент таран.
 
Кăçал ял хуçалăх производителĕсемшĕн дизель топливин хакĕ тоннăшăн 15600-15900 тенкĕ пулать. Пĕлтĕр çунтармалли-сĕрмелли материалсем йӳнĕрех пулнă тесе пĕлтереççĕ ТР Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министерствинче. Фермер хуçалăхĕн ертӳçине мĕнпур акнă культурăсене пухса кĕртме вăтамран 12 тонна топливо кирлĕ, АПК предприятине – 400 тонна. Ăна туянма вара чылайăшĕн чĕрĕ укçа-тенкĕ çук. Çавăнпа та ял хуçалăх производителĕсен çунтармалли-сĕрмелли материалсем туянма банксенчен кредитсем илмелле пулать.
 
: 1198, Хаçат: 28 (706), Категори: Хыпарсен ярăмĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: