Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ачасем – обществăн пуласлăхĕ тетпĕр пулсан, вĕсем мĕнле çын пулса ӳсесси пурне те хумхантармалла пек те, апла мар çав. Ачасем çамрăклах йăнăш çул çине тăнинче нумай чухне шăпах аслисем айăплă та. Çул çитменнисем 2008 çулта 2500 ытла, 2009 çул пуçланнăранпа 302 преступлени тунă. Вăрланă, обществăлла вырăнсенче йĕркене пăснă кăна пулсан юрĕччĕ-ха, анчах çын вĕлернĕ тата ытти хăрушла ĕçсем те тăваççĕ-çке.
Тĕслĕхрен, 8-мĕш класа çӳрекен икĕ арçын ача 2008 çулхи ноябрĕн 25-мĕшĕнче Лайăш районĕнчи Столбище ялĕн субсиди укçине леçме каякан почтальонки (вăл пĕр арçын ачан мăнакăшĕ пулнă) çине тапăнма шутланă. Пушă ферма патне çитсен арçын ачасем ăна тĕрлĕ çĕртен кирпĕчпе тата патакпа хĕнеме тытăннă. Хĕрарăм сурансене пула вырăнтах вилсе кайнă. Арçын ачасем вилене пытарас шутпа пушă витене сĕтĕрсе кĕрсе пăрахнă. Укçана вара тепĕр кунах Хусанти «Макдоналдсра» тата Интернет-кафере тăкакланă. Çак хăрушă преступленишĕн, паллах, пуçран шăлман вĕсене. Пĕрне 8 çул та 6 уйăха, теприне 7 çул та 6 уйăха çирĕп режимлă колоние юсанма ăсатнă.
ТР ШĔМĕн участок уполномоченнăйĕсен ĕçне йĕркелекен тата çул çитменнисен енĕпе ĕçсен подразделени управленийĕн ертӳçин çумĕ Л.Осипова каланă тăрăх, çӳлерех асăннă икĕ ача та ăнăçсăр çемьерен. Вĕсем виçĕ пин укçашăн тăван мăнакăшне те хĕрхенмен.
Çемьере йăлтах лайăх пулсан ачасем кун пек преступленисем туман пулĕччĕç. Анчах ачасене кăна айăплани те тĕрĕс мар. Нумай чухне ачашăн çемье те хӳтлĕх пулса тăмасть. Вĕсен пурнăçне ашшĕ-амăшех тамăк хуранне çавăрнă тĕслĕхсем те сахал мар. Тĕслĕхрен, çул çитмен ачасем енĕпе 2008 çулта 2500, 2009 çул пуçланнăранпа 604 преступление шута илнĕ. Тĕрĕссипе вара ку хисеп тата пысăкрах пулнине пытармăпăр. Пĕчĕкскерсем, нумай чухне хăйсене ашшĕ-амăшĕ хĕненине никама та калаймаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсене куншăн тата хытăрах çакланать. Апла пулин те ашшĕ-амăшне кун пек преступленишĕн закон явап тыттаратех. Тĕслĕхрен, ашшĕ-амăшĕсем енĕпе уголовнăй ĕç пуçарасси юлашки 5 çулта 2,5 хут ӳснĕ. 2009 çулăн икĕ уйăхĕнче кăна 19 ашшĕ-амăшне суд явап тыттарнă.
Ача çурчĕ тăван киле çитеймест теме хăнăхнă-ха эпир, анчах нумай чухне вăл ачашăн пĕртен-пĕр хӳтлĕх пулса тăрать. Пĕр тĕслĕхе кăна илер: 2009 çулăн февраль уйăхĕнче милици ĕçченĕсем çулталăкри Настьăна Хусанти 18-мĕш номерлĕ больницăна вырнаçтарнă. Ĕçкĕç ашшĕ-амăшĕ ачине сайра-хутра кăна пырса пăхкаланă курăнать. Мĕншĕн тесен пепке калама çук хавшак пулнă, тĕрлĕ чирпе йывăр чирленĕ. Хальхи вăхăтра Настьăн ашшĕ-амăшне атте-анне правинчен хăтарасси пирки ыйту тăратнă. Шел, кун пек тĕслĕхсем те республикăра нумай. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа икĕ уйăхра кăна милици сотрудникĕсем ăнăçсăр 600 çемьене учета илнĕ, атте-анне правинчен хăтарассипе 123 материал хатĕрленĕ.
Акă мĕншĕн нумай чухне ача хӳтлĕхе çемьере мар, урамра шырать. Унта ăна мĕн кĕтни каламасăрах паллă. Çапкаланчăк ачасем республикăра çителĕклех. 2009 çулăн икĕ уйăхĕнче кăна ТР шалти ĕçсен уйрăмĕсене 400 ытла çакăн пек ачана урамран тытса кĕнĕ. Вĕсенчен 103-шне социаллă реабилитаци центрĕсемпе социаллă приютсене, 34-шне ача çурчĕсемпе шкул-интернатсене вырнаçтарнă, 151-шне ашшĕ-амăшне тавăрса панă.
Йывăр лару-тăруран тухма çул-йĕр тупайманнисем пирки те манмалла мар. Кун пеккисене вăхăтра пулăшмасан, вĕсене пĕр çул кăна кĕтет – хăй çине алă хурасси. Суицидсен шучĕ 2008 çулта кăна 2 хут ӳснĕ. Çак сăлтавпа Тутарстанра пĕлтĕр 38 ача çут тĕнчерен уйрăлнă. 2009 çул пуçланнăранпа вĕсен шучĕ 4-па танлашать. Йывăр лару-тăрăва кĕрсе ӳкнĕ ачасене «Шанăç» центр яланах пулăшма хатĕр. Хусанта ку енĕпе ятарлă «Ача-пăча шанăç телефонĕ» (5-71-35-71) кашни кун 9 сехетрен пуçласа 19 сехетчен ĕçлет.
Акă мĕншĕн ТР ШĔМ министрĕ А.Сафаров хушăвĕпе милици ĕçченĕсем кăçал мартăн 30-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 30-мĕшĕччен Тутарстанра «Ачана шанăç парнеле» акци ирттереççĕ. Унăн тĕп тĕллевĕпе иртнĕ эрнере ТР Шалти ĕçсен министерствинче брифингра паллаштарчĕç. Акцие, паллах, ачасене хӳтĕлес, пулăшас тĕллевпе йĕркеленĕ. Çак вăхăтра пăхакансăр, çапкаланчăк ачасене тупса палăртасси, ачасен пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратакан ăнăçсăр çемьесене шута илесси çине уйрăмах тимлĕх уйăрĕç.
Çак вăхăтра патшалăх пулăшăвĕ кирлĕ ăнăçсăр çемьесемпе çул çитмен ачасене тупса палăртас шутпа милици сотрудникĕсем ÇЭУ ĕçченĕсемпе, çурт-йĕрсен, подъездсен енĕпе яваплă ĕçченсемпе, вĕрентӳ учрежденийĕсен, шкул çулне çитмен учрежденисен ĕçченĕсемпе, сывлăх сыхлав, социаллă хӳтлĕх, вĕрентӳ тытăмĕсен администрацийĕсемпе тĕл пулĕç. Ăнăçсăр кашни çемьере пулса лару-тăрупа паллашĕç. Милицин хĕрарăм сотрудникĕсен «Чулпан» ыр кăмăллăх ассоциацийĕ ăнăçсăр, сахал тупăшлă çемьесене пулăшĕ, ачасемпе тĕрлĕ мероприятисем ирттерĕ. Паллах, çакăн пек пысăк ĕçе милици сотрудникĕсем хăйсем кăна пурнăçлаймĕç, вĕсем халăхран та пулăшу кĕтеççĕ. Çăмăл мар лару-тăрăва лекнĕ ачасене пулăшас текенсем, вĕсем çинчен 2-90-50-02 телефонпа шăнкăравласа пĕлтерме ыйтаççĕ.
 
: 1137, Хаçат: 15 (797)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: