Июлĕн 7-мĕшĕ – Иван Купала. Вырăссен чи хисеплĕ праçникĕсенчен пĕри. Çак кун çăвăнни, шыва кĕни сывлăха çирĕплетет. Сывлăм та сиплĕ Иван кунĕнче. Сывлăм вăйлă ӳкнĕ – хăяр ăнса пулать, тӳпе çăлтăрлă – кăмпа нумай пуçтарăн, аслати авăтсан – мăйăр сахал тата пушă пулать.
Июлĕн 8-мĕшĕ – Петр тата Феврония. Çак кунран тата хĕрĕх кун шăрăх пулмалла.
Июлĕн 9-мĕшĕ – Тихвински, Давид. Çырласем пиçсе çитеççĕ. «Хурăн çырли хĕрсене вăрмана чĕнет».
Июлĕн 10-мĕшĕ – Самсон. Самсон кунĕнче çумăр çусан «карчăк ăшшиччен» (сентябрĕн 14-мĕшĕччен) çăвать.
Июлĕн 11-мĕшĕ. Питрав умĕнхи каç çамрăксем хĕвел мĕнле тухнине курас тесе çывăрма выртман. Юлашки хут вĕлтĕрен яшки пĕçернĕ.
Июлĕн 12-мĕшĕ – Питрав. Кун кĕскелме, шăрăх вăйланма пуçлать. Куккук авăтма, шăпчăк юрлама пăрахаççĕ. Ĕççи пуçланать.