ТИРКЕКЕНЕ ТИРĔК ТĔПĔ
– Санăн хĕрӳ çитĕнсе кайнă иккен. Вара мĕнле пурăнать? Кама качча патăн? – ыйтать Кĕркури Ахманее тĕл пулса.
– Качча кайман-çке-ха. Вăтăра çитет ĕнтĕ. Пĕчченех пурăнса ирттерет-и, çавах упăшка тупаймасть, – тет Ахманей.
– Авланман хусахсем нумай-çке ялта. Авă, кĕтӳç Ваççа мĕнрен япăх, – тет Кукша.
– Тиркет çав ăна ман хĕрĕм. Чухăн тет.
– Сахрун Петĕрĕ те арăмĕ вилнĕренпе пĕчченех пурăнать ав. Алли ылтăн, çуртне мĕнле чаплă майлаштарса хучĕ.
– Ватăрах тесе тиркет ăна ман Альтук, – тет Ахманей.
– Вĕçкĕн Улатимĕр тата?
– Вăл ĕçкĕпе иртĕхет тет.
– Тата Макçăм Кирукĕ юлать. Çамрăкскер, хитрескер, вĕреннĕ çын.
– Вăл чăнах та лайăх каччă ĕнтĕ. Анчах ман Альтук çине çаврăнса та пăхмасть çав, – хаш сывларĕ тет Ахманей.