Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Эрех-сăра сиенне кашниех пĕлет пулин те ĕçкĕçсен шучĕ чакмасть. Пытармалли çук, юратать Раççей халăхĕ «çуттине». «Киккирик хĕрсен» вара, паллă ĕнтĕ, тинĕс те чĕркуççи таран. Куç айне «хунар» лартнă çеç пулсан юрĕччĕ те, çук çав, чылай чухне пысăк инкек тухать. 2008 çулта Тутарстанри милици сотрудникĕсем çакăн пек 9000 преступление шута илнĕ, 7000 çынна уголовнăй явап тыттарнă.
Чăн та, 2007 çултипе танлаштарсан, ку 9 процент сахалрах. Çапах та...
ТР ШĔМĕн участок уполномоченнăйĕсен ĕçне йĕркелекен управленийĕн ертӳçи Л.Гершанов каланă тăрăх, çакăн йышши преступленисем ытларах çулталăкăн пĕрремĕш çурринче, тĕрĕсрех каласан, Çĕнĕ çул уявĕнчен пуçласа май уйăхĕн 9-мĕшĕччен, палăраççĕ. Канмалли кунсем чылай пулнипе эрех-сăри те нумайрах ĕçĕнет-тĕр çав. Кăçал икĕ уйăхра кăна, тĕслĕхрен, республикăра мĕнпурĕ 48 çынна вĕлернĕ, вĕсенчен 33-шне шăпах ӳсĕрле. Преступление арçынсем тăваççĕ теме хăнăхнă эпир, анчах юлашки вăхăтра хĕрарăмсен «паттăрлăхĕ» те сисĕнет иккен.
2008 çулта обществăлла вырăнсенче ӳсĕр çӳресе, алкогольлĕ шĕвексем ĕçсе административлă правăна пăснă 124 пин тĕслĕхе шута илнĕ. Кăçал икĕ уйăхра çак сăлтавпах 16 пин çынна административлă явап тыттарма тивнĕ. «Эпĕ çыннăнне мар, хам укçапа туяннине ĕçетĕп»,– яланах тӳрре тухма тăрăшаççĕ «симĕс çĕленпе» туслисем. Вĕсен сăмахĕнче тĕрĕслĕх çук мар-ха, анчах ку тӳрре тухмалли сăлтав та мар-çке. Явапне çирĕпрех тыттарсан, тен, кун пекех иртĕхеймен те пулĕччĕç-и? Çук çав, закон тăрăх ĕçкĕçсене административлă явап кăна тыттараççĕ. Çавах та милиционерсен аллине çине-çинех темиçе хут лексен вара вĕсене те йĕплĕ пралук леш енне кирпĕч шутлама ăсатма пултараççĕ.
Кĕсьере пĕр пус юлмиччен ĕçекенсем пур-тăк, кунпа усă курас текен те тупăнать, паллах. «Бизнесменшăн» вара укçа кăна кĕсьене кĕтĕр, ытти ик айкки те тăвайкки. Пĕлтĕр кăна акă, пухăнса эрех-сăра ĕçекенсен 1115 притонне тупса палăртнă. Вĕсене йĕркеленĕ 84 çынна явап тыттарнă.
Ӳсĕрле тунă преступленисен шучĕ пĕлтĕрхинчен 9 процент чакнинче чи малтан милици ĕçченĕсен тӳпи пысăк. Алкоголизмпа наркомание хирĕç вĕсем сахал мар ĕçлеççĕ. Тĕслĕхрен, участковăйсем хăйсен участокĕнчи ĕçкĕçсене шута илнисĕр пуçне, кашнинпе уйрăммăн сахалтан та квартала пĕрре куçа-куçăн тĕл пулса калаçаççĕ. Кăçал нумаях пулмасть иртнĕ «Разрешите представиться» акци вăхăтĕнче участковăйсем 64 притона (вăл шутран 24-шĕ наркотикпа иртĕхекенсен) асăрханă.
Киле ӳсĕр килсе харкашаканран чылай чухне сыхланма çук. Çавăнпа тепĕр чух милицирен пулăшу ыйтма тивет. Урăлтаркăч хăш-пĕриншĕн хăйне евĕрлĕ терапи те пулса тăрать иккен. Çакна унта пĕр хут та пулин пулса курнисен хушшинче тепре каяс теменнисем сахал марри те кăтартать. Сăмах май, Тутарстанра паянхи кун çакăн йышши 16 (5-шĕ Хусанта) учреждени ĕçлет. Унта 2008 çулта 70 пин ытла çынна илсе килнĕ, ӳсĕрĕлнин степеньне пăхса вĕсенчен 55 пинне çĕр каçма хăварнă. Хальхи законпа, ӳсĕрсене унта 3 сехетрен кая, 24 сехетрен нумай тытма юрамасть. Кун пек «хваттер» тӳлевсĕр мар, паллах. Унта лекекенсем Хусанта – 100, Çырчаллинче 700 тенкĕ тата ун çумне административлă правăна пăснăшăн штраф тӳлемелле. Л.Гершанов каланă тăрăх, кун пек учрежденисем ĕçкĕçсене нумай япаларан, çав шутра вилĕмрен те, сыхласа хăвараççĕ. Пытармăпăр, урамра ӳсĕр йăваланакана эпир нумай чухне пырса та пăхмастпăр. Шел те, урăлтаркăчсен малашнехи шăпи хальлĕхе паллă мар. Раççейре кун пек учрежденисене 2010 çулăн январĕн 1-мĕшĕнчен шалти ĕçсен тытăмĕнчен сывлăх сыхлав тытăмне куçараççĕ.
 
: 1095, Хаçат: 13 (795)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: