Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.07.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 757 - 759 мм, 15 - 17 градус ăшă, çил 0-2 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пĕкĕлмере прокурор çине тăнипе Хĕвел тухăç экономикăпа юридици гуманитари академийĕн филиалне хупнă. Тĕрĕслев вĕренӳ процесĕнче çитменлĕхсем нумаййине кăтартса панă. Студентсем программăна аудитори занятийĕсемсĕр, Ĕпхӳри тĕп шкула пачах каймасăр хăйсем тĕллĕн вĕреннĕ. Зачетсемпе экзаменсене те кунта вĕренекенсем ыттисем пек мар, компьютер тесчĕсем урлă çеç тытаççĕ. Зачет кĕнекисенче декан вырăнне представительство заведующийĕ алă пуснă. Студентсем япăх паллă илсен ăна хуть хăçан та, тем чухлĕ вăхăт иртсен те тӳрлетме пултарнă. Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕсемпе Пĕкĕлме хула прокуратури суда аслă шкул представительствине хупма ыйтса тавăç тăратнă. Суд прокурор тавăçне тивĕçтернĕ.
АТТЕСТАТПА ПĔРЛЕ – УДОСТОВЕРЕНИ
Камские Поляны поселокĕнчи шкулсенчен вĕренсе тухакансем аттестатпа пĕрле халĕ водитель удостоверенийĕ те илме пултараççĕ. Поселокри вăтам пĕлӳ паракан учрежденисенче автоклассем ĕçлеççĕ, унта профессиллĕ инструкторсем кашни кăмăл тăвакан вĕренекенех машинăпа çӳреме вĕрентеççĕ. Автоклассенче кирлĕ оборудованисем пĕтĕмпех пур, вĕренмешкĕн виçĕ çĕнĕ автомобиль туяннă. Сентябрь уйăхĕнчен вара «автоĕç» Камские Поляны шкулĕсенче обязательнăй предметсен шутне кĕрет.
АСЛĂ ШКУЛСЕМ ЫТЛАШШИ-И?
РФ вице-премьерĕ Сергей Иванов шучĕпе Раççейре аслă шкулсем ытлашшипех. Вĕсенчен хăш-пĕрисенче вĕрентӳ пахалăхĕ вара хальхи стандартсене тивĕçтермест.
Статистика кăтартăвĕсемпе килĕшӳллĕн Раççейре пурĕ 1500-е яхăн аслă шкул тата вĕсен 2200 филиалĕ. «Пĕтĕм Совет Союзĕнче те 600 вуз кăна пулнă, вĕсенчен 20-30-шĕ – университетсем. Халĕ вара пирĕн çĕршывра университетсем кăна 383, академисем 221», – тенĕ вăл иртнĕ эрнере РФ Вĕрентӳпе наука министерствин коллегийĕн ларăвĕнче.
ПУЛТАРУЛĂХА ТУПТАМА – ЮТ ÇĔРШЫВА
Республикăн тĕп хулинче мартăн 23-мĕшĕнчен пуçласа майăн 20-мĕшĕччен Хусанти патшалăх архитектурăпа строительство университечĕн студенчĕсемпе аспиранчĕсен, унтан вĕренсе тухнисен хушшинче Хусан мэрĕн гранчĕшĕн уçă конкурс иртет. Унăн тĕллевĕ – хулари проектпа архитектура организацийĕсенче ĕçлемешкĕн пултаруллă кадрсем хатĕрлесси. Конкурсра çĕнтерекен икĕ дипломлă специалист чикĕ леш енчи строительство вузĕсенче вĕренме, 4-5-мĕш курссенче пĕлӳ илекен 8 студент тĕнчери пысăк архитектура компанийĕсенче стажировка иртме ирĕк илĕç.
Конкурс виççĕмĕш хут иртет. 2007 тата 2008 çулсенчи çĕнтерӳçĕсем хальхи вăхăтра хăйсен пĕлĕвне, пултарулăхне ют çĕршывсенче туптаççĕ.
 
: 1114, Хаçат: 13 (795), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: