Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (23.01.2021 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 756 - 758 мм, -7 - -9 градус сивĕ, çил 6-8 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

АЛЧĂРА – çутă çине пăхса куç йăмăхни. Тĕсл.: Тĕттĕмрен хĕвел хĕртекен картишне тухсан мучин куçĕсем алчăраса кайрĕç.
АМАК – паллă мар чир. Тĕсл.: Мĕн амакĕ çапса хуçрĕ-тĕр?
АМАН – I пĕрмай, йăлтах. Тĕсл.: Ак çак ача аман асать. II суранланни. Тĕсл.: Аслăк çинчен ӳксе аманнă.
АН – пусма-тавар сарлакăшĕ. Тĕсл.: Ансăр тӳшеке ан хушрăм.
АНКА – питĕ выçса çитни. Тĕсл.: Анкаса çитнĕ ĕнтĕ, нихăçан апат курман пек çиет.
АНТĂХ – I тупа туни. Тĕсл.: Уншăн мĕн антăхмалли пур? II чыхăнса кайни, макăрнипе сывлăш çавăрса ярайманни. Тĕсл.: Куля тете пĕчĕк ача пек, антăхса кайсах йĕчĕ. III питĕ нумая хапсăнакан пирки те çапла калаççĕ. Тĕсл.: Ĕçлесе илнĕ укçи çитмест, патшалăх кĕсйине кĕресшĕн антăхать.
АНЧĂК – пĕчĕк ăратлă йытă.
АПАЙ – I вирьялсем амăшне çапла чĕнеççĕ. II хуняма. Тĕсл.: Эй, хуньăм! Эй, апай! Эп сирĕн хĕрне хĕсес çук. III упăшкинчен аслăрах аппăшĕ. IV манăн аттен амăшĕ.
АПĂС – I кĕлĕ вулакансен ертӳçи. Турра парне панă чухне вуламалли кĕлĕсене вăл ыттисенчен лайăхрах пĕлет. II тухатмăш. III ача çуратма пулăшакан эпи карчăк. Çавăн пекех тумтир енне апăсла теççĕ.
АРАВАСĂР – йăлана кĕнĕ; йышăнма май пур; йĕркеллĕ; кирлĕ пек. Тĕсл.: Чĕн пушă аравасăр лайăхчĕ, çухалчĕ.
АРТАК – ырлăх, ачашлăх, киленӳ. Тĕсл.: Аннӳ патĕнчи артакна мелке çине пăрахса хăвар.
 
: 1391, Хаçат: 27 (705), Категори: Чĕлхе пуянлăхĕ

Комментарисем:

Алексей (2007-07-27 20:51:28):
Малалли пулати?

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: