Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (22.08.2019 15:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 757 - 759 мм, 25 - 27 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Шутлавçăсем

Интернет-интервью
Çĕр çинче чăваш ура ярса пусман, пурăнман вырăн пур-ши? Çук тесе калама иккĕленетĕп. Пирĕн халăха шăпа тени ĕлĕк-авалтан тĕнче тăрăх салатнă. Вара, пĕр-пĕр вырăна чунтан килĕштерсе, йăхташăмăрсем çуралса ӳснĕ çĕртен аякра тĕпленнĕ. Совет Союзĕ вăхăтĕнче чăвашсем уйрăмах тĕрлĕ çĕре кая-кая вырнаçнă: хăшĕ вĕренме, хăшĕ ĕçлеме. Пурнăç пĕр вырăнта тăманни такамшăн та паллă: этем пĕлӳ илсе профессиллĕ пулсан ĕçлеме пуçлать, çавăнпа пĕрлех çемье те çавăрать. Пĕр-пĕр çĕрте тĕпленсен, пурнăç кал-кал пырсан çыннăн, паллах, вырăнтан вырăна куçса çӳресех килмест.
«Суварăн» паянхи хăнине те шăпа тени çуралса ӳснĕ вырăнтан аякка илсе çитернĕ. Аксу районĕнчи Унтакшăра çитĕннĕ Анатолий Александров 1983 çултанпах Латвин тĕп хулинче Ригăра пурăнать. Ентешĕмĕр нумай пулмасть «Суварпа» туслашрĕ, унăн черетлĕ номерĕ тухасса халь Анатолий Иванович чăтăмсăррăн кĕтет. Паллах, эсир аллăрта тытакан хаçата мар, унăн интернетри версине вулать пĕлтĕр тивĕçлĕ канăва тухнă подполковник. Хальхи çыхăну хатĕрĕсем хăвăрт аталаннине кура ентешĕмĕрпе çăмăллăнах калаçу йĕркелерĕмĕр. Анатолий Иванович пирĕн ыйтусем çине хуравлама хаваспах килĕшрĕ.
– Салам пултăр, Латви чăвашĕсене! Çапах та чи малтанах Тутарстанран самай аякра вырнаçнă Рига хулине еплерех лекнине пĕлес килет...
– Латвие эпĕ ăнсăртран лекрĕм темелле. Манăн икĕ пичче те çар çыннисем. Эп те вĕсем пек пулас тесе шкулта тăрăшса вĕрентĕм, ăна «тăваттă» тата «пиллĕк» паллăсемпе пĕтертĕм. Çар училищине вĕренме кĕрес терĕм. Анчах та экзаменсем пуçланас умĕн сасартăк хытă чирлесе ӳкрĕм. Ĕмĕтĕм çинчен тепĕр çулччен манма тиврĕ. Вăхăта усăсăр ирттерес килмерĕ, Хусанти ПТУра ЭВМ электромеханикне вĕренсе тухрăм. Çар училищине кĕрес ĕмĕт кăшт та сĕврĕлменччĕ. Самарта медкомисси иртнĕ хыççăн мана Ригăри гражданла авиацин вĕçев училищине ячĕç, экзаменсене ăнăçлă тытса курсант пулса тăтăм. Вăл вăхăтра эп вĕреннĕ училищĕпе СССРта питĕ мăнаçланатчĕç.
– Училищĕре вĕреннĕ тапхăртан мĕн ытларах асра юлчĕ? Мĕнле специальноçпа алла диплом илтĕр?
– Училищĕне ырăпа кăна аса илетĕп. Эпир, ĕнерхи ачасем, кунта «ӳссе çитĕнтĕмĕр», вăй, ăс пухрăмăр. Сăмах май, манпа пĕрле тата пилĕк чăваш каччи – Вячеслав Никитин, Анатолий Александров, Валерий тата Иван Павловсем (Чăваш Енрен), Александр Миронов (Лениногорскран) – вĕренчĕç училищĕре. Хам пĕлӳ илнĕ вĕренӳ заведенийĕпе мăнаçланатăп, вăл пире чăн-чăн çын турĕ. 1986 çулта «сывлăшри куçăма йĕркелесе тăракан авиадиспетчер» специальноçпа училищĕрен вĕренсе тухрăм.
– Малашнехи пурнăçăр еплерех йĕркеленчĕ?
– Çав çулах авлантăм, ача çуралчĕ. Мана направленипе Волгоград хулине ĕçлеме ячĕç. Герой-хулара икĕ çул аэропортра диспетчерта ĕçленĕ хыççăн çемьепе каялла Ригăна таврăнас терĕмĕр – Латвин тĕп хулине çав тери юратса пăрахнăччĕ эпир. Кунта вара, конкуренци пысăккипе, авиадиспетчера вырнаçма май килмерĕ. Кĕçĕн лейтенант званийĕллĕскер, милицире ĕçлесе пăхма шут тытрăм вара. Шут тытрăм та... пĕлтĕр пенсие тухичченех шалти ĕçсен министерствин тĕрлĕ структурисенче ĕçлерĕм. Карьерăна следстви изоляторĕн пуçлăхĕн çумĕн должноçĕнче вĕçлерĕм. Эпĕ – Латви гражданинĕ.
– Латви гражданинĕ тенĕрен, Раççейрен унта килнĕ кашни çынах гражданин пулаймасть пуль-ха?
– Паллах, çук. Енчен те санăн Латви гражданлăхĕ çук, патшалăх структурисенче ĕçлеме те ирĕк çук. Гражданлăха илме вара пĕртте çăмăл мар. Латви гражданинĕ пулма патшалăх чĕлхине пĕлмелле, ятарлă экзамен тытмалла. Экзаменра латышла çĕршывăн историне каласа, гимнне юрласа пама, сочинени çырма тиврĕ. Нумайăшĕ хăй ĕмĕрĕпех Латви çĕршывĕшĕн ĕçлесе пурăнать пулин те çак йывăрлăхсем урлă иртеймест. Ман шутпа çакă çын прависене хĕсни.
– Латышла та тăван чăваш чĕлхипе калаçнă пекех шăкăртаттарса калаçаканскер, эсир вырăнти халăхăн, çĕршывăн пурнăçне тĕпрен пĕлетĕр апла? Чăвашсенчен мĕнпе уйрăлса тăраççĕ латышсем?
– Латви Совет Союзĕ вăхăтĕнчех Европа çĕршывĕ шутланнă-ха. Кунти халăхăн хăйĕн менталитечĕ, латышсем чăвашсем пекех лăпкă та тӳсĕмлĕ, тĕплĕн шухăшлакан, тирпейлĕ те тарават халăх. Латви Раççейпе тачă çыхăннă. Ахаль халăх Раççей халăхĕсене халĕ те питĕ хисеплет, ĕлĕкхи пекех туслă пурăнни темрен те паха пулнине ăнланать. Тĕрлĕ хирĕçлĕхсем –çĕршыв ертӳçисене пула сиксе тухакан пулăмсем. Латвире халĕ те хăй вăхăтĕнче Раççейрен килнисем йышлăн пурăнаççĕ. Телевидени-радио каланине ан итлĕр, ахаль халăх вырăссемпе кунта çав тери туслă пурăнать. Латышсенчен нумайăшĕ, хуторсенче пурăнаканнисемсĕр пуçне, халĕ те вырăсла тап-таса калаçаççĕ.
– Унти пĕлĕшĕрсем хушшинче чăвашсем тата та пур-и?
– Пур. Училищĕре пĕрле вĕреннĕ икĕ юлташăмпа – пĕри Чăваш Енрен, тепри Тутарстанри Лениногорскран – халĕ те час-часах тĕл пулатпăр. Вĕсен мăшăрĕсем латыш хĕрĕсем. Ачисем вырăсла та, латышла та пĕр вăтанмасăр калаçаççĕ.
– Лаша пуласси тихаран паллă теççĕ. Этем еплерех çын пуласси мĕнле çемьере çитĕннинчен, хăш шкулта вĕреннинчен те килет-тĕр...
– Эпĕ нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ. Вăл вăхăтра ялсенчи кашни çемьере тенĕ пекех 5-6 ачаран кая мар пулнă. Эпир те аттепе аннен пиллĕкĕн çитĕнтĕмĕр. Пиччесем, Олегпа Николай, халĕ Шупашкарта пурăнаççĕ. Оля аппа – Мускавра, Лариса йăмăкăм – Çырчаллинче. Чи малтанах аттене Иван Сидоровича тата аннене Нина Григорьевнăна пире лайăх воспитани панăшăн çĕре çити пуç тайса тав тăвас килет. Аннепе атте, 8 класс та вĕренейменскерсем, пире пур вăйран аслă пĕлӳ пама тăрăшрĕç. Çавăн пекех Емелькино вăтам шкулĕнчи учительсене пысăк тав. Хула таврашĕнчен аякра, кĕме-тухма йĕркеллĕ çул çук тĕттĕм ялта вĕреннĕ пулсан та, пире вĕрентекенсем питĕ тарăн пĕлӳ панă. Мана вĕрентнĕ педагогсенчен нумайăшĕ çут тĕнчере те çук ĕнтĕ, çапах та вĕсен ырă ĕçĕ яланах пирĕн асра. Шкулта эпĕ яланах активистсен шутĕнче пулнă, пур мероприятие те хутшăннă: юрланă та, ташланă та, спорт ăмăртăвĕсене те хутшăннă.
– Анатолий Иванович, эсир çуралса ӳснĕ вырăнтан аякра пурăнатăр. Тем тесен те Тăван çĕршыв – Тăван çĕршывах-çке, хăй патне туртать-и вăл?
– Паллах, туртать. Çын хуть ăçта, ача чухнехинчен пин хут лайăхрах, пуянрах пурăнсан та вăл çуралса ӳснĕ вырăншăн тунсăхлать. Тăван ене нимĕнпе те улăштараймăн. Эпĕ те тăван Унтакша час-часах тĕлĕкре куратăп. Билетсем хаклине, визăсене пăхмасăр кашни çулах хам çуралса ӳснĕ ялăма çитсе килме тăрăшатăп. Тĕп килте халĕ атте пурăнать. Шел пулин те, аннем çут тĕнчере çук ĕнтĕ.
– Çемйĕрпе те паллаштарсамăр.
– Манăн мăшăрăма Ирина тесе чĕнеççĕ, вăл юрист. Эпир унпа хĕр çуратса ӳстертĕмĕр. Диана халĕ Мускаври патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнче тăваттăмĕш курсра вĕренет, çав вăхăтрах «Ева и Адам» журналта тĕп редактор çумĕ пулса тăрăшать, унăн статйисем ытти хаçат-журналсенче те тăтăшах пичетленеççĕ.
– Халь эсир тивĕçлĕ канура, вăхăта пурпĕр усăсăр ирттерместĕр пулмалла?..
– Пенсире ĕçсĕр ларма май килмерĕ, мана тӳрех пĕр фирмăна хăрушсăрлăх службин пуçлăхĕ пулма чĕнчĕç. Пушă вăхăтра çемьепе ăçта та пулсан кайса канма кăмăллатпăр. Чылай ют çĕршывсенче пулса куртăмăр ĕнтĕ.
– Анатолий Иванович, тăван республикăрта тухса тăракан чăваш хаçатне вулакансене мĕн каланă, суннă пулăттăр?
– Хаклă та юратнă ентешĕмсем! Чăваш халăхĕ малалла та сулмаклă утăмсемпе уттăрччĕ, аталантăрччĕ. «Сувар» хаçат пек паха кăларăмсем пулăшнипе пирĕн çинчен, чăваш халăхĕ çинчен, пĕтĕм тĕнче пĕлтĕр. Халĕ маншăн «Сувар» – чи çывăх юлташ пекех. Кашни эрнекунах хаçатăн www.suvar.su сайтне кĕрсе çĕнĕ номерти материалсемпе паллашатăп. Хама тăван республикăра пекех туятăп вара. Ăна кăларакансене чĕререн тав, хамăр халăхшăн пысăк ĕç туса пыраççĕ вĕсем.
– Калаçушăн тавтапуç!
 
: 4629, Хаçат: 12 (794)

Комментарисем:

Алексей Дмитриевич (2009-12-19 22:55:44):
Очень приятный человек! Приятно было почитать!

Вера Александрова (2009-12-21 22:56:33):
Да, очень приятный человек, и писалось о нем лекго.Побольше бы таких хороших людей!

Выпускница Емелькинской средней школы (2009-12-24 20:23:32):
Анатолий Иванович,очень приятно вас видеть в газете чувашской.Я вас давно не видела , наверное со школы .Когда увидел интервью Ваше , очень обрадовалась! Читала с большим удовольствием.Вы в школе были всем пример , я вижу таким и остались. Я горжусь Вами.

Анатолий Иванович Александров (2010-01-01 16:33:47):
Большое всем спасибо!!!Отдельное спасибо моей однофамилице Вере Александровой за профессиональное отношение к своей работе, а так же всему коллективу редакции. Поздравляю Вас с наступившим Новым Годом!!! Желаю всем здоровья , счастья и творческих благ!!! А вашей газете дальнейшего процветания .

Вера Александрова (2010-01-04 22:19:49):
Спасибо, Анатолий Иванович! Будем стараться!

Migulaj (2010-02-07 21:48:13):
Чăвашла çырма манса кайнисем йышланса пыраççĕ пулмалла.

Анатолий Иванович (2010-02-10 20:03:45):
Migulaj!!! Çук, калаçма та çырма та манмастпăр.Чăвашла çырма пулать иккен,çавна эпĕ пĕльмен.Çын урăх чĕлхепе калаçсан йышланни пулмаст вăл. Эсир пĕлетĕр-и ,Татаринче нуммай чăваш ялĕнче вĕрентмень чăваш чĕлхине.Вĕсен вара мĕнле çырмалла? Эпир Раççейра çуралса çитĕннĕ çынсем калаçмалла вырăсла та, тăван чĕлхепе те.Эсир хăвăн ятна улăштарăр,вырăсла та чăвашла та Migulaj ят çук.Вот çапла,энтешĕмĕр... Тĕрĕссипе каласан, эпĕ 25 çул чăвашла çырман,çавăнпа та ПРОСТИТЕ ЗА ОШИБКИ.-)))

Нарспи (2010-02-10 23:15:29):
Тĕрĕс, Анатолий Иванович! Тепри чăвашла та çырать, анчах чăвашпа та чĕлхине хуçа-хуçа вырăсла калаçать. Пĕлменнисене: Анатолий Иванович тахçантанпах Ригăра пурăнать пулсан та тăван ялне килсен тап-таса чăвашлах калаçать. Ăслă çын пулсан тепри вырăсла çырнишĕн сÿпĕлтетсе те лармалла мар. Чăваш хаçачĕн сайтне кĕнĕ-тĕк, вырасла çырсан та ЧĂН-ЧĂН ЧĂВАШ ВĂЛ!!!

Хамар ял (2010-02-11 18:53:17):
Лаб диен! Питĕе лайăх хула - Рига! Юрмала та аптрамасть. Чăвашсем унта тинĕс ĕçĕнче нумай тенине илтнĕччĕ.

Анатолий Иванович (2010-02-12 12:21:31):
Lab dien (добрый день) ХАМĂР ЯЛ !!! Если вы были в Риге,предлагаю вам посмотреть http://www.youtube.com/watch?v=eAwRkIsbLoE&feature=related

Migulaj (2010-02-28 21:29:31):
Сире кунта итлесен манăн асаннене чăващла пĕлмен тесе калани курăнать. Манăн асанне чăвашла çеç калаçаччĕ. Вăл мана Микулай тесе чĕнеччĕ.

Migulaj (2010-03-26 22:54:15):
Чăвашсен Микулай ят çук тенине сана кам каланă е ху шутласа кăларнă?

Ваçук (2010-03-28 22:02:08):
Микулай пур, Migulaj çук... Çырас пулсан ятăра чăвашла çырăр эппин...

Migulaj (2010-03-31 20:26:47):
Хисеплĕ Ваçук е Вася!
Эсĕ çаксене танлаштарса пăх-ха: http://ru.chuvash.org/e/d0a7d183d0b2d0b0d18 8d181d0bad0b8d0b520 d0b4d0bed185d180d0b 8d181d182d0b8d0b0d0 bdd181d0bad0b8d0b52 0d0b8d0bcd0b5d0bdd0 b02028d09229
тата http://ru.chuvash.org/e/d0a7d183d0b2d0b0d18 8d181d0bad0b8d0b520 d0b4d0bed185d180d0b 8d181d182d0b8d0b0d0 bdd181d0bad0b8d0b52 0d0b8d0bcd0b5d0bdd0 b02028d09c29
Унта эсĕ хăвăн тата манăн ятсене тупаятăн-и?


ЛюдмилаС (2013-12-18 10:16:18):
Спасибо сирен ашепе амашне.

ЛюдмилаС (2013-12-18 10:16:33):
Спасибо сирен ашепе амашне.

Anatoly Aleksandrov (2015-11-24 20:56:30):
Тавтапуç сире, ЛюдмилаС.

Çăлтăр (2016-11-28 00:23:15):
Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам!
Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам.
Инçетри телее йĕрлесе тупнă чух
Сан çине аякран пăхнипех савăнам.

Эсĕ пурнăç пулсан эпĕ тĕлĕк пулам!
Вăрттăн каç шăплăхне хускатмасăр сывлам.
Ватăлми чĕрене канăç çитнĕ чухне
Сан чунна асамлă телейпе хумхатам.


atlashua@mail.ru (2016-11-30 15:47:51):
Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса тăчĕ. Анатолийпе ОК ра общий паллакансем пур , ун çинчен кăшт пĕлеттĕм , сăнÿкерчĕксем пăхнă. Халь Вера Александровăпа калаçнине вуларăм , комментарисемпе паллашрăм ... "Çăлтăр" кам - ши вăл текен ыйту сиксе тухрĕ !

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: