Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Экономикăри преступленисемпе кĕрешекен служба Раççейре йĕркеленнĕренпе март уйăхĕн 16-мĕшĕнче 72 çул çитрĕ. Çак вăхăтра миçе преступление шута илмен-ши вăл? Кун йышши преступленишĕн закон нихăçан та пуçран шăлман-ха, анчах çирĕп явап та тыттарман курăнать. Унсăрăн çăмăл майпа пуяс текенсем пулман пулĕччĕç. Тĕслĕхрен, Хусан муниципаллă йĕркеленӳ Ĕçтăвкомĕн вĕрентӳ управленийĕн Советски районĕнчи уйрăмĕн пуçлăхне Э.Сафинăна взятка илнĕшĕн пурĕ те 2 çула кăна условлă наказани панă. Çакăн пек преступленишĕн Арск районĕн çар комиссариачĕн иккĕмĕш уйрăмĕн начальникне вара 6 çул таранах йĕплĕ пралук леш енне кирпĕч шутлама ăсатнă. Ăçта кунта тĕрĕслĕх? ТР ШĔМĕн экономикăри преступленипе кĕрешекен управленийĕн начальникĕ М.Бадрутдинов та акă, журналистсемпе тĕл пулсан ку ыйтăва уçăмлатмарĕ: «Явапне эпир мар, суд тыттарать», – терĕ çеç.
Экономикăри преступленисем калама çук нумай пулин те, преступниксене кирлĕ пек çăварлăхлакан закон вара халĕ те çук. Эппин, кун пек çирĕп закон çукки чи малтан камшăн меллĕ пулнине тĕшмĕртмелли кăна юлать.
2009 çулăн 2 уйăхĕнче Тутарстанра кăна йĕрке хуралçисем экономикăри 2177 (!) преступление шута илнĕ. Вĕсенчен 1348-шĕ хăрушă, уйрăмах хăрушă категорие кĕрет, 351-шĕ уйрăмах нумай вăрланипе çыхăннă. 662 уголовнăй ĕçе суда янă, 195 çынна явап тыттарнă.
2009 çулăн пирвайхи икĕ уйăхĕнче коррупципе çыхăннă 126 преступлени палăрнă, вĕсенчен 103-шĕ взятка илни. Коррупцилле преступленисем яланхи пекех ытларах çак сферăсенче нумай:
– патшалăх заказне пурнăçласа бюджет укçине уйăракан, тăкаклакан мĕнпур шайри ведомствăсенче;
– федерацин тата муниципаллă харпăрлăхĕпе ĕçлекен, çĕр лаптăкĕ уйăракан огрансенче;
– ирĕк паракан, тĕрĕслесе, сăнаса тăракан патшалăх органĕсенче;
– вĕрентӳ сферинче;
– сывлăх сыхлав тата социаллă пулăшу сферинче;
– çар призыв кампанийĕсен вăхăтĕнче.
Уйрăмах приоритетлă наци проекчĕсене («Сывлăх», «Вĕрентӳ», «Раççей гражданĕсене – хăтлă тата илме май пур çурт-йĕр», «АПК аталанăвĕ») пурнăçлама уйăрнă укçа-тенке кирлĕ пек тăкакламанни, тĕрлĕ субсидисене вырăнти чиновниксем кĕсьене чикни палăрнă. 2008 çулта кăна республикăри Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç управленийĕсен 6 ертӳçине, 16 ял хутлăхĕн пуçлăхне тата Элмет районĕнчи ял хутлăхĕн икĕ çумне явап тыттарма тивнĕ.
Икĕ уйăхра ытти сферăсенче те преступленисен шучĕ сахал мар, тĕслĕхрен, финанспа кредит сферисенче – 813, топливăпа энергетика комплексĕнче – 42.
Кризис вăхăтĕнче «финанс пирамидисем» хунаса каяс хăрушлăх та пысăк. Ӳркенменнисем пуяс тесе мĕн кăна шутласа кăлармаççĕ-тĕр: ултавлă туризм, страхлакан тата ытти компанисем. Вĕсен серепинчен милици сотрудникĕсем кăна сыхласа ĕлкĕреймĕç, çавăнпа çынсен хăйсен те тимлĕх çинчен манмалла мар.
Раççейĕн «наци валюти» те ултавçăсен тупăшлă бизнесĕ шутланать. Суя эрехсемпе коньяк тата техника спирчĕ республикăна ытти регионсенчен çырма пекех юхать-мĕн. 2008 çулта кăна çакăн пек 7 канала (Самара, Киров, Чулхула, Ульяновск облаçĕсенчен, Удмурти Республикинчен, Армени çĕршывĕнчен) хупнă.
ТР ШĔМĕн экономикăри преступленисемпе кĕрешекенсен управленийĕн ĕçченĕсем Федерацин Атăлçи тăрăхĕнче кăна мар, Раççейĕпе те чи лайăххисен шутĕнче. Экономикăна сăтăр кӳрекенсене сахал мар тытса чараççĕ вĕсем. Анчах ĕçĕ çитес вăхăтра чакасси пурпĕр курăнмасть, мĕншĕн тесен айăплисене явап тыттаракан çирĕп закон çук-тăк, йĕрке пулассине ан кĕт. Ыттисен шучĕпе пуйма хăнăхнă çынна вара çăмăл тупăш яланах илĕртнĕ, илĕртĕ те.
 
: 1128, Хаçат: 12 (794)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: