Çӳçпе эксперимент тума юратман хĕр-хĕрарăмсем яланах пĕр сăрăпа усă курма тăрăшаççĕ. Анчах çуллахи вăхăтра вĕсен те асăрхануллăрах пулмалла. Çара пуçăн хĕвел çинче нумай çӳрекенсен пушшех. Унсăрăн хĕвел сирĕн çӳçĕн тĕсне çутатнисĕр пуçне сиенлетет те.
Мĕншĕн тесен хĕвелпе çуталнă çӳç пĕрчисем хуçкаланаççĕ, çавăнпа ытти чухнехинчен сăрра ытларах çăтса илеççĕ. Енчен те çӳç тĕсĕ яланхи пек пултăр тетĕр-тĕк, ăна сахалтарах тытăр. Тĕрĕссипе, малтан çӳç тĕпне, кăшт вăхăт иртсен вăрăмăшпех сăрласан лайăхрах.
* * *
Çуллахи хĕвел пайăркисем ӳте те хĕрхенмеççĕ. Анчах урама тухнă чух хĕвелтен сыхлакан кремпа усă курни кăна çителĕксĕр. Çӳхе пусма та ультрафиолетран сыхлаймасть тепĕр чух. Çавăнпа та хĕвел çинче темиçе сехет çӳрекенсем хулăн, хĕвел яман пусмаран çĕлетнĕ тум тăхăнма манмалла мар. Мĕнле суйламалла-ха? Пĕр-пĕр япала туяннă чух ăна хĕвел çине тытса пăхăр, енчен те çутă ярать-тĕк, вăл хĕвелтен сыхлаймасть. Хулăн япалапа шăрăх çанталăхра пăчă ан пултăр тесен, пир-авăр, йĕтĕн пусмасенчен çĕленисене туянма тăрăшăр. Вăл хĕвелтен сыхланисĕр пуçне ӳте сывлама та парать.