Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Правительство пулăшнипе (юлашки 3-4 çулта 100 миллиард тенке яхăн укçа хывнă) Тутарстанри ял хуçалăхĕ çулран çул вăй илсе пычĕ. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр пĕтĕмпе 124 миллион тенкĕлĕх чĕр тавар туса илнĕ. 2007 çултипе танлаштарсан, ку 9,3 процент нумайрах. Çакăн пек рекордлă ӳсĕм Тутарстанра хальччен пулман-мĕн. Ку енĕпе 2008 çулта республикăмăр Раççейре Краснодар хыççăн иккĕмĕш вырăна тухнă. Ку кăна та мар, пĕрремĕш хут пĕлтĕр ял хуçалăхĕнчи аталану темпĕ промышленноçринчен ирттернĕ.
Анчах çакăн пек утăмсемпе аталанакан ял хуçалăхне финанс кризисĕ такăнтармĕ-ши? ТР ял хуçалăх тата апат-çимĕç министрĕ М.Ахметов ытларикун ТР Министрсен Кабинетĕнче журналистсемпе тĕл пулсан Тутарстанра çур аки кризиса пăхмасăр ăнăçлă иртесси çинчен пĕлтерчĕ. Кампанире кăçал 6 миллиард тенкĕлĕх кредит ресурсĕсем тăкаклама планлаççĕ. «Пĕлтĕр ку сумма 8 миллиард тенкĕччĕ. Кăçал ман шутпа, 6 миллиард та çитмелле. Мĕншĕн тесен тĕлĕнмелле пулин те, кризис пирĕншĕн икĕ енлĕ. Пĕрремĕшĕнчен, минераллă удобренисен, çунтармалли-сĕрмелли материалсен хакĕ чакрĕ. Енчен те ытти çулсенче çак вăхăтра дизтопливăн пĕр килограмĕшĕн 26,5-28 тенкĕ тӳлеттĕмĕр пулсан, кăçал поставщиксем 14-15 тенкĕпех сĕнеççĕ. Удобрени енĕпе те лару-тăру çавăн пекех. Унччен пĕр килограма 10 тенкĕпе туянаттăмăр, халĕ – 6-7 тенкĕпе. Япăх енĕ те пур, паллах, кризиса пула пирĕн продукци сахал сутăнать. Халăх лавккасенче, супермаркетсенче аш-какай, сĕт юр-варне питех туянмасть. Çавăнпа юлашки вăхăтра хуçалăхсен сĕте вырнаçтарас ыйтăвĕ çивĕчленме тытăнчĕ. Тата финанс йывăрлăхĕсемсĕр те мар. Кризиса пула банксем ял хуçалăх производителĕсене кредит пама чарăннăпа пĕрех. Çавна кура инвесторсенчен хăшĕ-пĕри («ВАМИН-Татарстан», «Золотой колос» УАОсем) йывăрлăха кĕрсе ӳкрĕç, вĕсем çур акине майĕпенрех хатĕрленеççĕ. Çитес вăхăтра вĕсем те дизтопливăпа удобренисем туяннассипе çыхăннă ыйтăва татса парассине шанас килет. Мĕншĕн тесен вĕсенче пирĕн 1,5 миллион гектар акăнакан çĕр» ,– терĕ Марат Готович.
Çавах та, кризиспа çыхăннă йывăрлăхсене пăхмасăр, Тутарстанăн çур акине ирттерме нимĕн те чăрмантармалла мар. Ял хуçалăх техникине юсаса пĕтернĕпе пĕрех. Минераллă удобренисем туянаççĕ. Сăмах май, республикăра кăçал 5 миллион тонна тырă илме тĕллев лартнă. Çакăн пек тухăç илес тесен кашни гектара 70 килограмран кая мар удобрени кирлĕ.
Министр каланă тăрăх, кĕрхи калчасем лайăхах хĕл каçнă, тăпрари нӳрĕк те çителĕклĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, пахалăхлă вăрлăх кирлĕ чухлех хатĕрленĕ. Кунсăр пуçне, республикăри агропромышленность комплексĕсене ниме пăхмасăр, кăçал та укçа-тенкĕпе сисĕнмеллех пулăшаççĕ. Бюджетран уйăракан укçаран чылай пайне çур аки кампанийĕ умĕн тахçан малтан панă. 500 миллион тенкĕ – минераллă удобрени, 800 миллион тенкĕ техника туянма тăкакланă. Пысăк инвесторсем çулталăк вĕçĕнче финанс енчен йывăрлăха кĕрсе ӳкнине кура вĕсене те 2009 çулхи бюджет шутĕнчен 1 миллиард та 300 миллион тенкĕ уйăрнă. Кунсăр пуçне тата йӳн хакпа минераллă удобренисемпе дизтопливо туянма 1 миллион тенкĕ тăкакланă.
Çапла вара ТР агропромышленность предприятийĕсене çур аки кампанийĕ умĕн 3,8 миллиард тенкĕ панă тата 6 миллион тенкĕ кредит уйăрĕç. Министр каланă тăрăх, тен, тата 2 миллиард тенкĕ хушма укçа тупма та май пулĕ.
Кризис витĕмĕ ял хуçалăхĕнче палăрмасăр иртейменни каламасăр та паллă. Тĕслĕхрен, юлашки вăхăтра яла пурăнма куçса килекенсем те çук мар. Анчах шел, хальлĕхе вĕсем валли ял хуçалăхĕнче хушма ĕç вырăнĕсем çук. Çавăнпа министр, кун пек çынсене хушма хуçалăха аталантарса, пахча çимĕç ӳстерсе тупăш тума сĕнчĕ. Тепĕр хыпар фермерсемпе ял çыннисене самай савăнтармалла. Çитес вăхăтра Хусанпа Çырчалли хулисенче фермерсен пасарĕсем уçăлмалла-мĕн. Унта апат-çимĕçе посредниксем мар, фермерсем хăйсемех кӳрĕç, сутĕç, апла-тăк хакĕ те йӳнĕрех пулĕ.
 
: 1384, Хаçат: 12 (794), Категори: Ял хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: