Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Иртнĕ эрнекун массăллă коммуникацисен «Татмедиа» агентствинче ТР Президенчĕ çумĕнчи Патшалăх çурт-йĕр фончĕн ĕç тăвакан директорĕ Т.М.Абдуллин пресс-конференци ирттерчĕ. Тĕп тема социаллă ипотека программи кăçал еплерех аталанасси пулчĕ.
Ку ыйтусене мартăн 3-мĕшĕнче ТР Президенчĕ çумĕнчи Патшалăх çурт-йĕр фончĕн Попечительсен канашĕн ларăвĕнче сӳтсе явнă, йышăнусем тунă. Кăçал республикăра 11952 хваттер, урăхла каласан 800 пин тăваткал метр çурт-йĕр, хута яма палăртнă. Çакă пĕлтĕрхинчен 91 пин тăваткал метр нумайрах. Хусанта уйрăмах нумай хваттер хута ярасшăн кăçал: 4880 хваттер – 300 пин тăваткал метр. Мартăн 1-мĕшĕ тĕлне пурĕ 155,9 пин тăваткал метр, 2366 хваттер туса пĕтернĕ.
Чи савăнтараканни вара тĕнчери финанс кризисĕ тапхăрĕнче социаллă ипотека программипе тăвакан çурт-йĕрĕн хакĕ пĕлтĕрхи пекех юлни. Апла-тăк кăçал хваттер илекенсем те пĕлтĕрхисем пекех пĕр тăваткал метршăн 22 пин тенкĕ тӳлĕç. Нормативран пысăкрах лаптăклă хваттер туянас текенсемшĕн те ырă хыпар пур: ытлашши метршăн халĕ унчченхи пек 33000 (1,5 хут хаклăрах) мар, 28600 (1,3 хут) тенкĕ тӳлеме тивет.
Кăçалтан çурт-йĕр строительствине палăртнинчен ытларах укçа-тенкĕ хывакан предприятисем хăйсен ĕçченĕсем валли унчченхи пек 45 процентлăх мар, 100 процентлăхах çурт-йĕр илме пултараççĕ.
Çамрăк çемьесен тĕлĕшпе те улшăнусем пур. Экономика лару-тăрăвĕ кăткăссине пула вĕсене чылай банксем кредитсем пама пăрахнă. Çавăнпа та халĕ Патшалăх çурт-йĕр фончĕ çамрăк çемьесене хăй рынок условийĕсемпе кредит парать. «Чи кирли – çамрăк çемьесем ĕçлĕ пулччăр тата кредита тӳлесе пырайччăр, çак ыйтусене те пĕрле татса пама тăрăшăпăр», – терĕ Талгат Мидхатович.
Тепĕр çĕнĕлĕх – халĕ çурт-йĕр илме учета тăратнă, анчах та социаллă ипотека килĕшĕвĕнче каланă условисене пурнăçламан граждансене списоксенчен кăларма пуçлаççĕ. Чи малтанах шут çине уйăхсерен чи пĕчĕк ĕç укçин 50 проценчĕ чухлĕ укçа хурса пыман граждансене пырса тивет ку. Килĕшӳ условийĕсене пурнăçласа пыман предприяти ĕçченĕсене те çак шăпах кĕтет.
Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене социаллă ипотекăпа парăнакан çурт-йĕр черете тăрас текенсене чăнах та кирлине çирĕп тĕрĕслеме хушнă.
 
: 1070, Хаçат: 12 (794)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: