Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тĕнчере кризис пуçланнăранпа ĕçсĕр тăрса юлнисен шучĕ кунран кун ӳсни çинчен эпир пурте пĕлетпĕр, çакă обществăра куляну, тарăху туйăмĕсем çуратать. Ĕçсĕр тăрса юлнă çынна тусĕсемпе тăванĕсем шеллени пулăшаймĕ, чăннипех пулăшса тĕрев парасси вара… Хусанта пурăнакансене хулари ĕçпе тивĕçтерекен центрсем пулăшма тăрăшаççĕ. Халиччен те, кризис пуçланиччен тахçан малтан хулара пушă ĕç вырăнĕсен ярмăрккисене йĕркелеççĕ. Черетлĕ ярмăркка яланхи пекех Химиксен культура керменĕнче мартăн 19-мĕшĕнче иртрĕ. Аса илтерме: иртнĕ ярмăркка февралĕн 25-мĕшĕнче пулнă, унта хулари 15 предприяти 6229 пушă ĕç вырăнĕ сĕннĕ, ĕç шыраса 3210 çын пынă. Вĕсенчен 109-шĕ ĕçе вырнаçнă, ярмăрккана йĕркелекенсем çак кăтартусемпе кăмăллă.
Кашни эрнере ирттерекен мониторинг пĕтĕмлетĕвĕпе мартăн 19-мĕшне Хусанта регистрацие тăнă ĕçсĕррисен шучĕ 10887 çынна çитнĕ, 7,5 пин çын тулли ĕç кунĕпе ĕçлемест е административлă отпускра. Çав-çавах ĕçсĕр тăрса юлнă хĕрарăмсем нумай ĕç рынокĕнче – 69,4 процент.
Пушă ĕç вырăнĕсен ярмăрккине ирттересси – йăлана кĕнĕ ырă пулăм теме пулать. Кунта ĕç шыракан ĕç сĕнекенпе куçа-куçăн курса калаçма пултарать, ĕçĕн хăйне евĕрлĕхĕсем çинчен вырăнтах ыйтса пĕлме май пур.
Хулари ĕçпе тивĕçтерекен центр çамрăксене те тимлĕхсĕр хăвармасть – апрелĕн 8-10-мĕшĕсенче «Казанская ярмарка» курав центрĕнче çамрăксем валли пушă ĕç вырăнĕсен ярмăркки пулать.
 
: 1053, Хаçат: 12 (794)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: