Кампа ĕмĕр ĕмĕрлессине Турри этеме çураличчен çырса хурать теççĕ халăхра. Çак сăмахсен тĕрĕслĕхне тепĕр чух, чăн та, ĕненмелле пулса тухать. Черккĕн (Апас районĕ) ялĕнче çуралса ӳснĕ Татьяна Кузьмина хăйĕн Турă çырнине кӳршĕ районта тупасса ĕмĕтленмен те-тĕр. Теччĕри педагогика училищине вĕренсе пĕтерсен ăна шăпах Кӳлпуçри (Кайпăç районĕ) вăтам шкула направленипе янă.
Яла ют хĕр килнине чи малтан кам асăрхать-ха? Паллах, каччăсем. Шоферта ĕçлекен Владимир Ворожейкинăн та çамрăк учительницăна курсанах чĕрине çулăм хыпнах пуль, анчах те сăпайлă пулнăран, хăйĕн туйăмĕ çинчен пĕлтермен. Хваттер хуçи Хĕветура аппа пулман пулсан, тата темĕнччен хĕре айккинчен сăнаса тăнă пулĕччĕ-и? Телее, хĕрарăм хăй патĕнче хваттерте тăракан учительницăна поезда леçсе яма ыйтнă.
– Çуранах çурма çула çитнĕччĕ ĕнтĕ, Володя мотоциклпа хăваласа çитрĕ. Çапла пĕрре, иккĕ ăсатрĕ вăл мана поезда, паллашрăмăр, тепĕр 4 уйăхран пĕрлешрĕмĕр те,– калăн, ку 25 çул каялла мар, ĕнер кăна пулнă пек каласа парать Татьяна Яковлевна. Вăл вăхăтра ялти чи лайăх качча ют ял хĕрĕ çавăрса ярсан, хĕрсен чĕри сахал мар ыратнă-тăр.
– Ялти чи лайăх каччăсене черккĕнсем туртса илчĕç тесе паян та аса илеççĕ-ха, – тăсăлать малалла калаçу. Чăн та, Кӳлпуçе Апас районĕнчи Черккĕнрен качча килнисем пĕр Татьяна Яковлевна кăна мар иккен.
Татьянăпа Владимир Ворожейкинсен çемйи тĕвĕленнĕренпе 25 çул иртнĕ пулин те вĕсем ĕнер кăна паллашнă тейĕн. Вăхăтпа тĕрĕсленнĕ юратăвĕ кунран кун çутăрах ялкăшать. Халĕ вĕсем ăна ачисемпе пайлаççĕ. Ворожейкинсем ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ. Çитес вăхăтра кукамай-кукаçи пулма хатĕрленеççĕ, хĕрĕ Люда апрельте ача çуратмалла.
– 45-рех кукамай пулатăп,– савăнăçа пытараймасть Т.Ворожейкина. Ывăлĕ Сергей ашшĕ пекех шофер профессине суйласа илнĕ.
Ворожейкинсем пурте ал ăстисем. Хăй вăхăтĕнче шкулта ĕç урокĕсене вĕрентнĕ Владимир Степановичăн аллинче кукăр патак та шедевра çаврăнать. Вăл тенкелтен пуçласа диван таранах хăй аллипе ăсталать, тĕрлĕ карçинкка çыхать. Яла ТР Президенчĕ М.Шаймиев килсен шкулта йĕркеленĕ куравра чи малтан Владимир Степанович ăсталанă алăка сăтăрса: «Президент алăкĕ вĕт ку»,– тесе тĕлĕннĕ-мĕн. Ĕçне мĕнпур çын мухтать пулин те сĕтел-пукана тата ыттине сутма килĕшмест вăл, парне кăна парать.
– Ĕçмест, туртмасть вăл манăн. Купăс та ăста калама пĕлет, анчах ютсен умĕнче инструмента алла тытмасть,– каласа парать мăшăрĕ çемье пуçĕ çинчен. Татьяна Яковлевна та ӳркенекен çын мар, вăл шкулта «Халăх промысли» кружока ертсе пырать. Ачасене тухья-хушпу ăсталама вĕрентет.
– Пире заказ паракансем те пур. Юлашки вăхăтра туйсенче тухья-хушпу тăхăнма тытăнчĕç. Чăваш эрешĕсĕр туй туй пек те мар халĕ,– каласа парать чăваш хĕрарăмĕ хăйĕн чун киленĕвĕ çинчен.
Ворожейкинсем ялта хисепре. 25 çул пĕрле пурăнакан çак мăшăр çинчен ялта усал сăмах тухман. Çавăнпа вĕсене ку тăрăхри çамрăксем пурте тĕслĕхе хураççĕ. Çакăн пек çемьесем çинче тытăнса тăрать те паянхи ял. Татьяна Яковлевнăпа Владимир Степанович Ворожейкинсене кĕмĕл туйпа чĕререн саламласа çапла калас килет: пĕр-пĕрин тĕревĕ пулса тата нумай-нумай çул кун кунласа ачăрсен, пулас мăнукăрсен ырлăхне курмалла пултăрччĕ.
![]() |