Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 755 - 757 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пăва районĕнчи Рункăри Культура çуртĕнче нарăсăн 14-мĕшĕнче тĕлĕнмелле тĕлпулу иртрĕ. Культура ĕçченĕсем Р.И.Гордеев, В.Л.Матросов, Г.Н.Матросова йĕркеленипе çакăнта çуралса ӳснĕ РСФСР, СССР чемпионĕ, Пĕтĕм пĕрлешĕвĕн студентсен вăййисен, «Труд», «Трудовые резервы» пĕрлешӳсен çĕнтерӳçи, пĕрре мар Раççей, СССР хĕç-пăшаллă çарĕсен первенствисен призерĕ, çăмăл атлетикăпа 20 хут Чĕмпĕр облаçĕн чемпионĕ пулнă, Пĕтĕм тĕнчери спорт мастерĕ Николай Иванович Тимряковпа ял халăхĕ тĕл пулчĕ. Ентеш-спортсмен «Хăвна ху вăйлă пулма пулăш» ятлă кĕнекипе паллаштарчĕ. Вăл нумай пулмасть Чĕмпĕрте 150 экземплярпа пичетленнĕ.
Николай Ивановича мĕн ачаранах пĕвĕ лутра пулни канăç паман. Саккăрмĕш класра вĕреннĕ чухне каччă хăйĕнчен пĕр çул кĕçĕнрех хĕре юратнине пĕлтерет. Юрату тыткăнне лекнĕ качча: «Эсĕ пĕчĕкçĕ, ман хыççăн ан çӳре», – тенĕ сăмахсем чĕрине çурнă евĕрех туйăнаççĕ.
Хуйха путнă, шанăçне çухатнă ача ял библиотекине каять. «Чаплă çынсен пурнăçĕ» серирен ик çĕре яхăн кĕнеке вулать. Паллă çынсен те хăйсем татса парайман ыйтусене тӳссе ирттерни пулнă. Кĕнекесенчен вăл вĕсем тăрăшнипе, нумай ĕçленипе пысăк çитĕнӳсем тума пултарнине пĕлет.
Пĕррехинче Рункăна Пӳркел ялĕнчен спорт велосипечĕпе Г.Пахомов килет. Ун кăкăрĕ çинче пĕрремĕш разряд значокĕ йăлтăраса тăнă. Спортсменпа тĕл пулнă хыççăн Николай çĕрĕпе çывăраймасть. Çак каç ун чĕринче спортсмен пулас ĕмĕт çуралать. Пĕтĕм вăй-хăватне парса ĕçлет. Библиотекăра паллашнă «Спортивная жизнь России» журналти вĕрентӳ материалĕсемпе тренировкăсем ирттерме тытăнать. Çав вăхăтра ялсенче спортпа сахал çамрăк туслă пулнă. Çын курасран, куласран шикленсе (ял вĕт-ха) çывăхри вăрмана чупма çӳрет, тĕттĕмре тухса гимнастика снарячĕсемпе аппаланать. Тăрăшни сая каймасть. 1965 çулта çу уйăхĕнче 15-ри каччă районта шкулта вĕренекенсен хушшинче чемпион пулать. Николай турник çинче 23 хут çĕкленет, винтовкăпа 50-ран 48 очко персе лектерет, пĕр çухрăма 3 минут та 5 çеккунтра чупса тухать. Çапла 1 метр та 40 сантиметр çӳллĕш ача тантăшĕсем хушшинче авторитет çĕнсе илет. Николай спортăн анлă çулĕ çине тухма сукмак уçать тата нумайрах чупма тытăнать. Çакă ăна çара кайсан та кирлĕ пулать. Унта вăл «Воин-спортсмен» ылтăн значока тивĕçлĕ пулать. Хĕсметрен таврăнсан Чĕмпĕрти патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕрет. Кунта çăмăл атлетикăпа СССР спорт мастерĕн нормативĕсене пурнăçа кĕртет. Спортпа çывăхланма пулăшнă «Спортивная жизнь России» журналăн кубокне çĕнсе илет. Çав вăхăта вăл чупса çитĕнӳсем тунисĕр пуçне бокспа, грексемпе римсен кĕрешĕвĕн спорт мастерĕн кандидачĕ, йĕлтĕрпе 20-30 километр чупассинче – пĕрремĕш разряд, гимнастикăра – иккĕмĕш разряд илет. Çитменлĕхсемпе кĕрешсе пыни, лайăххи патне ăнтăлни, хăйне хавшама паманни çĕнĕ тĕллевсем патне илсе çитереççĕ.
Вăл Ленинградри Çар физкультурин институтне вĕçлет. Спорт ăмăртăвĕсене çӳресе çĕршывăн 400 ытла хулинче, тĕрлĕ ют çĕршывсенче, Греципе Куба таранах пулать.
Рункă ялĕнче çуралса ӳснĕ тĕнче чемпионĕ хăйĕн кĕнекинче çын пултарулăхĕпе тата вăйĕпе тĕрĕс усă курсан çитменлĕхсене сирме пултарайнине çырса кăтартать. Вăл тунă çитĕнӳсемпе кăна сапăрланман. Ăна пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме спорт пулăшнă. Спорт патне ăна юратнă çынна тивĕçлĕ пулас туйăм илсе тухать.
Николай Иванович тĕрлĕ енлĕ аталаннă çын. Вăл спортсмен кăна мар, 1975 çултанпа йывăç çинче тĕрĕсем, эрешсем касать. Самар, Пенза, Шупашкар, Чехословакинчи Братислава, Зволена, Миловици хулисенче иртнĕ куравсен дипломанчĕ, тата баян та калать, юрлать.
Тĕлпулăва культура ĕçченĕсем С.Ембулдина, Л.Шурбина, клубăн илемлĕ пултарулăх кружокĕн активлă членĕсем юрăсем юрласа, сăвă-такмак каласа илемлетрĕç. Шакур кассинче çуралса ӳснĕ, халĕ Чĕмпĕрте ĕçлесе пурăнакан Н.И.Тимряков тăван ялĕнче пĕтĕмпе кăмăлне кайнине пĕлтерчĕ. Тĕлпулăва килнĕ ачасем тĕрлĕ ыйтусем пачĕç. Çак тĕлпулăва вăхăт тупса килнĕшĕн вĕрентекенсем Николай Ивановича тав турĕç. Пăва районĕнчи ЧНКЦ председателĕ В.П.Бабайкин çак кĕнекене вуласа тухса кашни çын хăйне валли кирлине тупса аван енне улшăнма пултарасса шаннине каларĕ. Кун çути курнă çĕнĕ кĕнеке ачасемшĕн усăллă пултăрччĕ.
 
: 1145, Хаçат: 11 (793)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: