Питĕ кирлĕ чухне этем тем тума та вĕренет. Кил-çурт хушшинчи пĕр-пĕр йывăр ĕçе тума та, апат пĕçерме те, пуç хĕрлĕ тăрса утма та е ют, пĕлмен чĕлхене вĕренме те... Тутар ялĕнче ӳснĕ Фарида Агзаметдиновна Уливанова Элмет районĕнчи Клемтел ял каччипе çемье çавăриччен хăйне чăваш кинĕ пуласса, çак чĕлхепе калаçма вĕренессе шутламан та пулĕ. Тутар хĕрарăмĕ паян чăвашла калаçса кирек кама та сутса яма пултарать.

16-мĕш çул ял библиотекин заведующийĕнче вăй хуракан хĕрарăм ĕçĕнче те чăн чăвашлах шакăртаттарса калаçать. Районпа ял шайĕнче иртекен уявсенче Фарида Агзаметдиновна тутар юррисене юрланисĕр пуçне, «Асамат» фольклор ушкăнра чăвашлисене те пĕр такăнмасăрах шăрантарать. Иртнĕ шăматкун Патраклă ялĕнче иртнĕ чăвашсен пĕрремĕш «Учӳк» уçă фестивалĕнче те вăл хаваспах чăваш юррисене юрларĕ. Унăн чи юратни – «Тăванлăх юрри». Çак ыйту çине хуравланă чух та чăваш кинĕ çухалса каймарĕ, юррăн сăмахĕсене каласа мар, юрласах пачĕ.
– Чи малтан эпĕ чăвашла шутлама вĕрентĕм. Унтан кăш-каш ăнланма, кайран калаçма та пуçларăм. Манăн ани тутарла лайăхах пĕлетчĕ, çавăнпа та малтанхи вăхăтсенче çăмăлрах пултăр тесе манпа тутарла калаçатчĕ.
Хăш чухне чăн чăваш ачисем тăван чĕлхепе калаçмаççĕ. Уливановсен çемйи вара хăйсен икĕ ачине те виçĕ чĕлхепе (чăваш, тутар, вырăс) калаçма вĕрентнĕ. Мăшăрсен шучĕпе, çакă питĕ кирлĕ, паха япала.
– Чăнах та, манăн вун пĕрти Женя ывăлпа сакăр çулти хĕр Алина чăвашла та, тутарла та çăмăлах калаçаççĕ. Мана «ђни», ашшĕне вара «атте» тесе чĕнеççĕ. Пиртен мĕн те пулин ыйтас тесен, манран – тутарла, ашшĕнчен вара чăвашла ыйтаççĕ. Ачасем асламăшĕпе, аслашшĕпе те веçех чăвашла, хам çуралса ӳснĕ Беркет Ключра (Çарăмсан районĕ) тутарлах пуплеççĕ. Олег мăшăрăмпа вара тĕрлĕрен калаçатпăр. Халĕ пĕр-пĕрне ăнланмасăр чĕлхесене хуçмастпăр. Калаçма кăна мар, пĕрле ларса чăваш юррине шăрантарма та пултаратпăр.
Комментарисем:
► Толли (2007-08-17 01:18:31):интереслĕ статья. Мана питĕ килĕшрĕ. Эпĕ интереслĕ çынсем çинчен каласа паракан статьясене питĕ килĕштеретĕп... Сирĕн хаçат - питĕ лайăх.