Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Семен Семенович Тимофеев 1925 çулта çуралнă. Вăл Пăва районĕнчи Пӳркел ялĕнчи вăрçă ветеранĕсенчен пĕртен-пĕр сывă юлнă арçын. 83-ри Çумкка тете шывсăр юлнă касă валли хăй шутĕнчен пусă чавтарчĕ. Капитализмăн «кашни хăйшĕн хăй» саккунне хирĕç тăма вăй çитерчĕ Хĕрлĕ Октябрь урамĕнчи ветеран.
ПИЛ
Çумкка тете çемйинче тăххăрмĕш ача пулнă, вун пĕр ачаран вĕсем тăваттăн анчах ӳссе çитĕнейнĕ. Ĕлĕк çамрăксемпе ватăсем пĕр çуртра пурăннă. Çумкка тетен амăшĕ Клавди аппа тăххăрмĕшĕпе çăмăлланма вăхăчĕ çывхарса килнĕ чух хуняшшĕпе хунямăшĕ куллен тенĕ пекех мунча ăшăтнă. Ватăсен пăшăрханăвĕ ахаль пулман, çĕнĕ кайăк питĕ йывăрпа çут тĕнчене килнĕ. Çăмăлланакан хĕрарăм вилетех тесе унăн тăван ялне Шемеке амăшне чĕнме яраççĕ. Кӳршĕ ялтан пĕчĕк ача кӳлепи пысăкăш услам çу йăтса килекен тăхлаччăш çитнĕ çĕре Тимофеевсен килĕнче пăхаттир сасси янăраса тăнă. «Чĕлхи-çăварĕ çу пек çемçе пултăр, пыл пек пылак пултăр», – тенĕ кукамăшĕ мăнукне пыл хыптарса тути-çăварне сар çу сĕрнĕ май. «Телейлĕ те вăрăм ĕмĕрлĕ пултăр», – пилленĕ асламăшĕпе аслашшĕ. Ачана ашшĕ ятнех – Çумкка тесе ят параççĕ. Çапла çут тĕнчене килнĕ пирĕн урамри сумлă Çумкка тете. «Пилсĕр çынна хурлăх пусса антарать», – теççĕ. Ватăсен пилĕ çитни пуянлăхран та хаклă.
АЧАЛĂХ
Çумкка тетен ачалăхĕ çав çулсенчи пур ачасен пурнăçĕнчен темпе уйрăлса тăман. Тĕртнĕ пиртен çĕленĕ тумтир, урара – çăпата. Йывăçран тунă пӳскепе «мерелле» вылянă, «çу хуранĕлле» выляса пĕр-пĕрне хăваласа чупнă. Питĕ сапăр ача пулса ӳснĕ вăл, усалланса иртĕхмен, ашшĕ-амăшĕ сăмахĕнчен иртмен, мĕн хушнине итленĕ, ĕçленĕ. 8-9 çулхи ача аслисемпе пĕрле пăрçа çăлма çӳренĕ, 11-12-ре лаша пăхакан пулнă, ир-ирех лашасене кӳлсе кунĕпе хирте ĕçлесе ывăннă лашасене улăштарса тăнă. Пăва Турри ятлă хĕрлĕ лашана çавăтса пынă чух уйрăмах асăрханмалла пулнă, лешĕ çыртма пултарнă.
Шкулта 3 класс кăна пĕтерейнĕ Çумкка тете. Хуçалăхне раскулачивать тунипе шкула çӳреймен. Асламăшĕн чăнкăр-чанкăр мăй çыххисене, тир тăлăпĕсене, тырри-çăнăхĕсене, ĕне-выльăхĕсене илсе тухнă. Тăррине витсе пĕтереймен ампарĕпе кĕлетне те сӳтсе кайнă. Каярахпа хăйсен выльăхĕсене, тумтирĕсене ялти çынсенче курма питĕ йывăр пулнă. Çак синкер хыççăн пурнăçа çĕнĕрен çавăрса ямалла пулнă вĕсен. Çумкка тете те аслă Клавди аппăшĕпе аслисемпе пĕрле чăпта çапаççĕ. Сарлакăшĕ 1 метр та, тăршшĕ 2 метр мунчаларан тĕртнĕ пĕр чăпта михĕ 90 пус тăнă. Çапла укçа пуçтарса вĕсем Зорька ятлă ĕне туянаççĕ.
ВĂРÇĂ
Вăрçă пуçланнă хыпара Тăхăрьялăн чылай çамрăкĕ пекех Элшелĕнчи Акатуйран илтсе таврăннă Çумкка тете. Ашшĕне вăрçа илсе каяççĕ. Çумкка тете окоп та чавать, колхозра та ĕçлет. 1942 çулта ашшĕ суранланса таврăнать. Хул калакки çинче черкке пысăкăш шăтăк пулнипе вăл сылтăм аллипе чикарккă та туртайман. Анчах тепĕр уйăхран ăна каллех вăрçа илсе каяççĕ. Инкек çине синкек тухнă: Клавди аппăшне хиртен 3 кило ыраш илнĕшĕн 3 çула тĕрмене хупаççĕ. 1943 çулта 18 тултарнă 26 каччăна ялтан салтака илеççĕ. Вĕсене тавар эшелонĕпе пăру хупакан вакунсенче чӳк уйăхĕн 18-мĕшĕнче Пăваран илсе каяççĕ. Резерв полкĕнче, строевой ротăра хĕсметре тăрать Семен Семенович, Монголире 6 уйăх учебка иртет. Çак вăхăтра нимĕçсем каялла чакса пынă тапхăр пулнă. Çакăнта вăл аппăшĕ тĕрмере, ашшĕ Ижевскри кирпĕч заводĕнче вилнĕ хыпара илет. Çумкка тетен чаçĕ хуралта тăнă, тавар пушатнă. Юлашкинчен вăл Японие хирĕç пынă çапăçусене хутшăннă.
Аслă Çĕнтерӳ хыççăн тата 5 çултан тин килне таврăнать вăл. 1950 çулта авăн уйăхĕн вĕçĕнче ялта хĕрсе çĕр улми кăларнă вăхăт пулнă. Тăван килĕн кантăкĕнчен килсе шаккасан ăна никам та уçакан пулмасть. Тетĕшне 7 çул курман шăллĕпе йăмăкĕ чӳречерен ют çынна курсан тата та шаларах кĕрсе пытанаççĕ. Каçпа амăшĕ салтак курма ратнисене пуçтарать. Çĕнĕ вăйпа Тимофеевсем çĕр улмине пуринчен малтан кăларса пĕтереççĕ.
ĔÇ – ПУРНĂÇ ТЫТКĂЧИ
Салтакран таврăнсан Çумкка тете чукун çул çинче ĕçлет, колхоз ĕçне те хутшăнать. 1954 çулта Пӳркелĕнчен 3 каччă Раккасси ялне каç ларма çӳреме тытăнаççĕ. 12 çухрăма кашни каç çуран кайса çӳренин сăлтавĕ – чипер хĕр Надежда Краснова. Ноябрĕн 21-мĕшĕнче 19-ти хĕрупраç çĕнĕ кин пулса Пӳркелне килет. Пуян хĕр пулнă Надя аппа. Ленинград облаçне ултшар уйăх торф кăларма çӳресе хăй те тумланнă, парни те арча тулли пулнă. Пĕр ывăл та икĕ хĕр ӳстереççĕ Тимофеевсем. Çумкка тетен Райка йăмăкĕн тăлăха юлнă хĕрне те усрава илсе хăйсен ачисем пекех, уйăрмасăр пăхаççĕ. Çитĕнсен вăйлă туй туса качча параççĕ.
«Ĕç – пурнăç тыткăчи», – тет Çумкка тете. Ачисене те мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă. Пĕчĕкрен чĕкĕнтĕр хирне илсе кайнă, унтан таврăнсан МТСра урай çунă. Малтан тăм пӳртре пурăнаççĕ, 1970 çулта шатрун çурт лартаççĕ. Çак ăшă çурт пурăнма хатĕр, патшалăх вăхăтлă пенси укçи валеçет, ачисемпе, мăнукĕсемпе савăнса пурăнмалли вăхăт çитнĕ. 54 çул пĕрле шăкăл-шăкăл пурăнаççĕ вĕсем. «Пурнăçра мăшăрсем пĕр-пĕрне итлесе, пĕр сăмахлă пулса иккĕшĕ те пĕр çулпа утмалла, харпăр уйрăм пырсан, пурнăç пулмасть», – тет Семен Семенович.
Инвесторсем килсе колхозсене салатса агрофирмăсем йĕркелесен ялсенче пурнăç улшăнчĕ. Хуçалăхра кулленхи ĕçре те кăлтăксем сиксе тухаççĕ. Уйрăмах çакă ватăсене сисĕмлĕ пулчĕ.
Çапла пĕр хĕллехи кун Çумкка тете пурăнакан урам шывсăр тăрса юлать. Халăха шывпа тивĕçтерессишĕн яваплă ÇКХ, вырăнти ял хутлăхĕ те башньăна юсама укçа тупаймарĕç. Çамрăксем шыв тупма аптрамарĕç пулсан, ватăсене хĕнрех пулчĕ: хĕлле юр ирĕлтерчĕç, çумăр çунă чух йĕпене-йĕпене çумăр шывĕ пуçтарчĕç. Урамра сыхланса юлнă пĕртен-пĕр пусăран пăлханнă шыв сĕтĕрчĕç. Хăйсемшĕн мар, канмалли куна килнĕ ачисене мунча хутса кĕртейменнипе тарăхрĕç. Çумкка тете ачисемпе канашласа пусă чавма шухăшларĕ. «Турă панă шыв пурне те çитет, пурте ăсчăр», – терĕ. Пусă çĕр айĕнчи çăлкуç тĕлне пулчĕ. «Çăл уçакана – пин сăвап», – теççĕ.
Харкам хăйшĕн кăна чавнă пусăсенче шыв пăтранчăкрах та хытă пулни çинчен калаçаççĕ. Çумкка тетен пуссинче шывĕ 2 метр çурăран та чакмасть, тăп-тăрă та, тутлă та. Касри çынсем çĕнĕ пусса чей валли шыв илме каяççĕ. Шывĕ тутлă пулнипе çак пусса «Çумкка тете пусси» теме тытăнчĕç. Çапла юлать те ĕнтĕ çын çинчен ырă ят.
 
: 1171, Хаçат: 11 (793)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: